«Уй кунĕ – 2022» мероприятине Чăваш Енре хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ҫав тери пысăк пулнă

Республикăра ҫулсерен ирттерекен ятарлă курава ҫĕршыври 18 регионтан 60 компани килсе ҫитнĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине йĕркелекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫакнашкал курăмлă мероприяти агропромышленноҫ комплексĕнче тăрăшакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулассине асăннă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи. Хăнасене пирĕн тăрăха килме кăмăл тунăшăн тав тунă. «Эпир ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртме вĕренсе пыратпăр. Агропромышленноҫ тытăмĕ тата та лайăхрах аталанса вăй илсе пытăр тесе ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», – тенĕ вăл.
Чăваш Ен Правительстви ҫулсеренех агропромышленноҫ пайĕнче ĕҫлекенсене тĕрев парас тесе кирлĕ пек йышăнусем туса хăварние палăртнă Олег Николаев. «Нумаях пулмасть ял хуҫалăх пайĕ аталанса вăй илсе пытăр тесе хушма 300 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Укҫа-тенкĕ ял хуҫалăхĕнче усă курăнакан техникăсене субсиди мелĕпе туянма тăкакланĕ. Кăҫал вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансен валли тĕрлĕ пулăшу формисене те йышăнса хăварнă», – тесе каланă регион Ертӳҫи.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ паха вăрлăхсене усă курса ӳсен-тăрана лартса ҫитĕнтерессипе кăтартусем питĕ лайăх пулнăшăн ырласа хăварнă. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ҫитĕнӳсем ҫук мар. Кун пирки те ҫирĕппĕн хыпарланă вăл сăмаха малалла тăсса. «Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем пысăк – таварсен пахалăх шайне ӳстерсе тĕрлĕ ҫимĕҫсе хатĕрлесе пыма тăрăшмалла. Хаксем шайлашуллă пулсан, ҫынсем таварсене хапăл тусах туянсан, ку тĕлĕшпе те курăмлă кăтартусем пуласси пирки пĕрре те иккĕленӳ ҫук», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕнче вак предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пырсан, таварсене тирпейлесе кăларассипе хастар ĕҫлесен, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономики тата та вăй илсе пырĕ. Пĕр сăмахпа каласан, производствăсене тăтăшах хута ямалла, вĕсене валли вара кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратмалла.
Чăваш Республикин агропромышленноҫ комплексĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнисене мероприятинче наградăсем парса хавхалантарнă. Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăшман лартса ҫитĕнтерессипе чи лайăх ĕҫлекен хуҫалăхсем: Патăрьелĕнче вырнаҫнă «Агрофирма «Исток», Шăмăршă районĕнчи «Агрофирма «Колос» тата Ельчĕк районĕнчи Филиппов А.В. хресчен (фермер) хуҫалăхĕ.
«Фермер шкулĕ» ятарлă курс вĕренсе тухнисене дипломсем парса чысланă. Пĕтĕмпе виҫҫĕмĕш тапхăрпа вĕреннĕ специалистсем 32-ĕн пулнă. «Фермерсен шкулĕ» хăйне евĕр паха проект пулса тăнă. Кунта ăс пухакансем ҫав тери пысăк профессионалсем. Пĕрремĕш тапхăрпа вĕренсе тухнисен ҫитĕнĕвĕсем те ҫук мар, вĕсем шăпах та ыттисемшĕн паха тĕслĕхре. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Улма-ҫырла лартса ҫитĕнтерессипе тимлекен Альбина Борисова Чăваш Ен Пуҫлăхне хăйсем патне ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Эсир питĕ лайăх ăнланатăр ҫĕр ĕҫченĕсене. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине те тимлĕх уйăратăр. Правительствăна пире пулăшнăшăн пысăк тав», – тенĕ вăл. Пулăшу мерисем сахал мар, вĕсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
Паллă пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов саламланă, кашнине хăйсен паха ĕҫ опычĕпе паллаштарма кăмăл тунăшăн тав тунă.
Пухăннă хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх техникисемпе паллашнă, вĕсен ҫĕнĕлĕхĕсене курса ĕненнĕ. Пĕтĕмпе 150 ытла техника хатĕрлесе тăратнă куравра. Тĕрлĕ вăрлăхсем, пахалăх енче пысăк кăтартусемпе палăрнисем пурин кăмăлне те ҫĕкленĕ. Наукăпа тĕпчев ĕҫĕсемпе те сахал мар паллаштарнă хăнасене ятарлă специалистсем. «Агромашснаб» тулли мар яваплă обществăн представителĕ юлашки вăхăтра ҫĕнĕ техника туянас текенсен йышĕ курăмлă ӳссе пынине пĕлтернĕ. «Тракторсене кулленех ыйтаҫҫĕ тĕрлĕ хуҫалăхсенче тăрăшакансем. Аграри пайне патшалăх енчен пысăк тĕрев панине те лайăх туятпăр» – тенĕ Владимир Жирнов сăмаха ҫавăрса.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕршыври анлă сарăлнă партнерсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.