Чӑваш Енĕн аграри тытăмне уйăракан укҫа-тенкӗн калăпăшĕ виҫĕ хут пысӑкланнӑ, вăл 4,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ

Чӑваш Енĕн аграри тытăмне  уйăракан укҫа-тенкӗн калăпăшĕ виҫĕ хут пысӑкланнӑ, вăл  4,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ

Кун пирки паян, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн ҫамрăк депутатсен аграри тата ҫут ҫанталăк ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн тухса ҫӳрекен ларăвĕнче каласа кăтартнă.

«Чăваш Енре ял хуҫалăх пайне тĕрев пани куҫ кĕретех пысăк, тĕрлĕ ҫăмăллăх условийĕсем те сахал мар», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  2022 ҫул валли ял хуҫалăх пайне пĕтĕмпе 4,4 млрд тенкĕ куҫарма пăхса хăварнă.  Ял хуҫалăх тытăмĕн патшалăх енчен 69 тĕрлĕ пулăшу тивĕҫме май пур, вĕсенчен 40-шĕ федераци енчен, тепĕр 29-шне республика тĕрев парать.  Ял тăрăхĕсене аталантарса пыма сахал мар укҫа-тенкĕ тăкаклаҫҫĕ.  Инфратытăма ҫирĕплетсе пыма,  ялта пурăнакан специалистсене вăй илсе аталанса пыма чылай пулăшу куҫараҫҫĕ.

Агропромышленноҫ комплексĕнче пулса пыракан паха ĕҫ опытне анлăрах сарса пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕсене ӳстерсе пыма тăрăшмаллине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Ял хуҫалăхне аталантарма витĕм кӳрекен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсене шырамаллине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ҫĕршыв  аталанăвĕшĕн агропромышленноҫ комплексĕпе ял тăрăхĕсем вăй илсе пыни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Ку ыйтусем ҫине ҫĕршыв Президенчĕ, РФ Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать.   Ял хуҫалăх аталанăвĕ Чăваш Республикин экономикине вăй-хăват кӳрекен пай анчах мар, вăл ялсенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн пахалăхне те ӳстерсе пыма май парать» –  тенĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче аграри пайĕнче тăрăшакансен ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Ял территорийĕсенче вырнаҫнă хуҫалăхсене патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшусем пирки те тĕплĕн каласа панă.

Ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерессипе республикăра хуҫалăхсем кăтартуллă ĕҫлеҫҫĕ,  пахча ҫимĕҫ лартса ӳстерсе тупăш илессипе  те аграри пайĕнче вăй хуракансем хастар тăрăшаҫҫĕ,  сĕт-ҫу, аш-какай  тирпейлесе кăларассипе те кăтартусем пысăк. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă министр.    

Чăваш Енри ял хуҫалăх производствин тухăҫлăхĕпе Атăлҫи федераци округĕнче 5-мĕш вырăнта, вăл шутран ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерессипе – 1-мĕш вырăнта, тыр-пул , сĕт-ҫу тирпейлессипе  – 2-мĕш вырăнта, аш-какай туса илессипе – 4-мĕш вырăнта тăрать. 

Ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе аграпромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем кулленех производство калăпăшне ӳстерсе пыраҫҫĕ.   Ĕҫ укҫин виҫи ӳссе пырать, тухăҫлăх  тени те  малти вырăна тухать.  Палăртма кăмăллă, пирĕн тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсемпе тĕнчери 37 ҫĕршывра анлă усă кураҫҫĕ, вĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  Кăтартусене ҫĕр ĕҫченĕсем  чакармасса, ҫитĕнӳсемпе малалла та палăрма ырми-канми тăрăшассине асăннă Сергей Артамонов сăмаха ҫавăрнă май.  Сăмах май, патшалăх пулăшăвĕсен калăпăшне ӳстернине кура, аграри тытăмне сахал мар инвестици явăҫтарма май килнине те каланă ведомство пуҫлăхĕ.   Пĕтĕмпе инвестициллĕ проектсене – 118 пурнăҫа кĕртме плана кĕртнине палăртнă вице-ппремьер.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ытларах ял тăрăхĕсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илтерсе пыма май паракан условисем йĕркелесе тăратмаллине те асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов «анлă правительство» формачĕпе усă курса ял хуҫалăх пайне аталантарса пыма май пыракан ыйтусене сӳтсе явнин пĕлтерĕшĕ  - уйрăмах лайăх тесе каланă. 

«Федераци Канашĕ агропромышленноҫ пайне аталантарса пырас ыйту ҫине ҫав тери пысăк тимлĕх уйăрать. Вăрлăх, тĕрлĕ удобрени таврашне ҫăмăллăх условисемпе туянма майсем йĕркелеме витĕ кӳрет», - тесе  каланă сенатор Николай Владимиров.  РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Ивановна Матвиенко ыйтусене кулленех ҫивĕч тĕрĕслевре тытнине те пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Паян пухăнса пĕрле канашлани паха, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе тĕплĕнрех паллашма май пур. Пуҫаруллă проектсене сӳтсе явма та аван, ҫĕршывшăн кăсăклă ыйтусем пирки те тĕплĕн канашлама меллĕ» - тенĕ вăл.   

РФ Федераци Канашĕ ҫумĕнчи ҫамрăк депутатсен Палатин Председателĕ   Александр Сапронов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ҫав тери пысăк паха ĕҫ опычĕ тесе каланă, регионта аграри тытăмĕнче вăй хуракансен ĕҫне пысăка хурса хакланă, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх тесе асăннă.  «Ял хуҫалăхĕн аталанăвĕ, сирĕн ҫирĕп йĕрке, ĕҫ опычĕ ытти регионсемшĕн питĕ усăллă та витĕмлĕ те», - тесе ҫапларах каланă.

Ку хутĕнче мероприятине РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн ҫумĕнчи ҫамрăк законодательсен Палатин  аграрипе апат-ҫимĕҫ тата ҫут ҫанталăк ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Владислав Попов  йĕркелесе ертсе пынă.

 



15 июля 2022
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter