Чӑваш Енре усал ҫил-тăвăл хыҫҫӑн пăтăрмах курнӑ граждансене пулӑшу пама пиллӗк миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ

Чӑваш Енре усал ҫил-тăвăл хыҫҫӑн  пăтăрмах курнӑ граждансене пулӑшу пама пиллӗк миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Енри ГКЧС Председателĕпе Сергей Павловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче ведомствăна аталантарса пырассипе йышăннă 2024-мĕш ҫулсем валли стратеги пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, пуласлăхри плана пăхса тухнă.     

Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче, нумаях пулмасть Чăваш Енре виҫĕ районта усал ҫил-тăвăл сиен кӳнипе пулса иртнĕ лару-тăру пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Каҫал енре, Йĕпреҫре, Канаш районĕнче пурăнакансем пăтăрмахсем курине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма, арканнă ҫуртсене юсаса ҫĕнетме 6,9 млн тенкĕ кирлĕ пулассине хыпарланă.  Пĕтĕмпе 160 ҫурта тĕпрен пăхса тухса хакланă.  Пулăшу илме ыйтнисем пурĕ 491 ҫын. Вĕсем валли 5,4 млн тенкĕ ытла кирлĕ пулĕ.  Пулăшу илес тесе ыйтса ҫырнисем – 481 ҫын.  Кулленех пурнăҫра усă куракан япаласене сиен кӳнĕшĕн те пăшăрханса ҫырупа ыйтса тухнисем пур, вĕсене те вăтамран 50-100 пин тенкĕ парса тивĕҫтерĕҫ.

ГКЧС регионти уйрăмĕн ертӳҫи кăҫал  пушар тухнă тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен 15 процента ҫити сахал пулнине пĕлтернĕ.  Апла пулсан, ятарлă ведомство ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани куҫ кĕретех. Шывра путса вилнисен шучĕ пĕлтĕрхинчен 25 процент чакни те ҫакнах ҫирĕплетет тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче влаҫ органĕсенче тăрăшакансен халăхпа кулленех профилактика ĕҫĕсем ирттересси  тĕп ыйтусеннчен пĕр пулса тăнине асăннă.  «Халăха тăтăшах асăрхаттарса тăрсан лару-тăру та ырă енне куҫасси часах. Уйрăмах йывăр ҫемйесенче кулленех пулма тăрăшмалла, тепре чухне вĕсен тимлĕх тени ҫухалкалать. Ватăсем патне те ҫитсе килмелле. Пĕр сăмахпа каласан, асăрхаттару мерисене пăхăнманнисене ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле, йĕрке пăссан, явап тыттармалла» – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

2022 ҫулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе республикăра 742 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 15 процент сахалтарах.  Пушарта ҫунса хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнă ҫынсен шучĕ 40 процента ҫити чакнă, ушкăнпа пушарта ҫунса вилнĕ тĕслĕхсем те сахалланнă.  

Шывра  ҫынсем путса вилнĕ тĕслĕхсене 15 тесе палăртнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 25 процент пĕчĕкленнĕ.  Ытларах халăх ӳсĕрле ҫак пăтăрмахсене кĕрсе ӳкет, шăпах та тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать те тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    

Туххăмрах кирлĕ пек мерăсем йышăнма май паракан ятарлă тытăм 112 регионта лайăх ĕҫлет. Вĕсем кăҫал ҫур ҫулта пĕтĕмпе 340 пине яхăн шăнкăрава йышăннă.  Мобильлĕ приложени ĕҫне те йĕркелесе яма пуласлăхра тĕллев лартнине хыпарланă ведомство ертӳҫи, ку ҫĕнĕлĕхсем пирки те кĕскен каласа кăтартнă вăл республика Пуҫлăхне.         

 



15 июля 2022
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter