"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" Чӑваш Ен уйрӑмӗн секретарӗ пулма Леонид Черкесова шаннӑ

"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" Чӑваш Ен уйрӑмӗн секретарӗ пулма Леонид Черкесова шаннӑ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш регион уйрӑмӗн XXXllI-мĕш  Конференцине хутшăннă.  

Палăртнă конференцире «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ пулма вăрттăн сасăлавпа сасăласа малти вырăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тухнă, парти пайташĕсем ăна секретарь пулма шаннă.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăра Пĕрлехи сасăлав кунĕнче муниципаллă округсенче  пурĕ 19 депутата суйламаллине асăннă. «Парти пĕлтерĕшĕ пысăк вырăн йышăнать.  Шăпах та, парти пайташĕсем чи лайăх ĕҫлекен, яваплăха туйса регионшăн тăрăшакан ҫынсене тупса палăртма витĕм кӳреҫҫĕ.  Мĕнпур саккунсене пăхăнса, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми тăрăшакансем пĕр чăмăра пухăнса пĕрле туслă ĕҫлени те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опытне кулленех тĕпе хума пĕлмелле», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

«Чăваш Ене пĕрле аталантаратпăр» халăх программине партийĕн регионти уйрăмĕ пуҫарса янă. Вăл шăпах та, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырассипе пăхса хăварнă Комплекслă программăпа тӳр килет. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн пурнăҫне тата та лайăхрах туса пыма, тĕрлĕ ĕҫсен хăвăртлăхне ӳстерме май парать.  

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» ЦИК Ертӳҫин ҫумĕ,  Партийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи регионсен хушшинчи  координаци канашлăвĕн Ертӳҫи – проектсен офисĕн ертӳҫи, РФ Патшалăх Думин регионсен политики тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ – Роман Любарский хăйĕн сăмахĕнче, мероприятине пухăннисене «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн Генеральнăй канашĕн Секретарĕн Андрей Турчанко саламне вуласа панă.   «Партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ яланах ыттисенчен паха ĕҫ опычĕпе палăрса тăрать. Йывăр-лару тăрура яланах пĕрле пĕр чăмăра пухăнса килĕштерсе ĕҫлеме те пĕлет. Пирӗн хамӑрӑн Президент шанӑҫне тӳрре кӑлармалла. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пырать. Наци лидерĕ, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртнĕ.  Патшалăх политикине тытса пырассинче те сахал ма витĕм кӳрет. Халăхпа курнăҫса вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене татса парассинче те парти пайташĕсен пĕлтерĕшĕ яланах пысăк вырăнта», - тесе ҫапларах ҫырнă тав сăмахĕнче.   

Конференцине пухăннисем «ЕДИНАЯ РОССИЯ»  Партийĕн регионти уйрăмĕн суйлав кампанийĕн вăхăтĕнчи тĕп ҫул-йĕрсем пирки чарăнса тăнă, 2022 ҫулта авăн уйăхĕнче пулакан суйлав, «Чăваш Ене пĕрле аталантаракан» партийĕн халăх программине анлăрах пурнăҫа кĕтесси пирки ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Палăртнă тĕллевсене  куллленех халӑхпа, суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсемпе шухӑшӗсене тӗпе хурса, республикӑра пурӑнакансемпе  пĕрле анлӑн сӳтсе явса пурнăҫа кĕртсе пыма калаҫса килĕшнĕ.      



15 июля 2022
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter