Мускаври политехника университечӗ Шупашкарти институчӗн (филиалӗн) базинче инженерсен шкулне пуҫарса яма палăртать

Мускаври политехника университечӗ Шупашкарти институчӗн (филиалӗн) базинче   инженерсен шкулне  пуҫарса яма палăртать

Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мускав политехника университечĕн ректорĕпе Владимир Иклушевскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Республикипе аслă шкул пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем пĕрлехи проектсене, пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусем – экономика тытăмне витĕм кӳрекен кадрсене хатĕрлесси, социаллă сферăна аталантарасси. Регионти наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене анлăрах сарса паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен специалистсем хатĕрлесси те пĕлтерĕшлисенчен пĕриех пулса тăрать.  Инфратыттăма аталантарас, ăна паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе ҫĕнетсе пырасси те актуаллă.  

«Мускаври политехника университечĕ хăйне шанчăклă партнер пек тахҫанах кăтартнă. Вĕренӳ тытăмĕнче вăл анлă сарăлнă, чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Уйрăмах экономика пайĕнче тĕп вырăн йышăнать. Кадрсене хатĕрлессипе вĕсем хастар ĕҫлеҫҫĕ, аслă вĕренӳ ҫуртĕнчен вĕренсе тухакансене пысăк профессионалсем тесе пĕрре мар ҫирĕплетнĕ предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем. Ӳлĕмрен те ҫапла тăрăшса ĕҫлесе, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлса пырассине курсах тăратпăр тата шанатпăр та», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Килĕшĕве тĕпе хурса туххăмрах тĕпчев ĕҫĕсен хастарлăхне ӳстерсе пырса, производствăра тарăн ĕҫлесе ӳсĕмсемпе палăрассишĕн ырми-канми вăй хума тивет тенĕ ертӳҫĕсем.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн, пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренсе пырасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  

«Московский политехнический университет»   ФГАУ ВО ректорĕ хăйĕн сăмахĕнче пуласлăхри планпа паллаштарнă, чи лайăх ĕҫлесе пыракан  специалистсене хатĕрлесе пыма витĕм кӳрекен инженер шкулĕсем пирки чарăнса тăнă.  «Эпир шутланă тăрăх, чи лайăх та вăйлă филиалсем шутне Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕ кĕрет.  Вĕретекенсемпе пĕрле филиалта паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан пĕр-икĕ ҫĕнĕ направленипе специалистсене хатĕрлесе кăларасси пирки калаҫса килĕшрĕмĕр.  Плансене сӳтсе явнă, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшатпăр», - тенĕ вăл. Паллă, республикăна кăсăклантаракан ыйтусене те шута илме тĕллев лартнă.  Уйрăмах IT-сфера, электротехника, машинăсем тăвакан специалистсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрасси те куҫ кĕретех пулнине асăннă ректор.

 



15 июля 2022
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter