Чӑваш Енри коммерциллӗ мар организацисем хӑйсен проекчӗсем валли 117 миллион ытла грант мелĕпе укҫа-тенкӗ явӑҫтарнӑ

Чӑваш Енри коммерциллӗ мар организацисем хӑйсен проекчӗсем валли 117 миллион ытла грант мелĕпе укҫа-тенкӗ явӑҫтарнӑ

Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов кун пирки хыпарланă.  «Кăҫал грантсене ҫĕнсе илессишĕн коммерциллĕ мар организацисем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ҫĕнтерӳҫĕсем ята тивĕҫлĕ пулнă. 45 проекта пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен 77,5 млн тенкĕллĕх пулăшу  панă. Пĕлтĕр ҫулталăкĕпе те кун пек кăтарту пулман. Кăҫал вара ҫур ҫул хушшинчех пысăк ҫитĕнӳпе палăрни куҫ кĕретех. Проект-ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисем 42 процент нумайланнă», – тесе пĕлтернĕ вице-премьер. Президент гранчĕсен фончĕ урлă Чăваш Енри САНКО чи нумай тĕрев илекенни пулнă, 20 проекта 32,5 млн тенкĕ куҫарса панă.  Культура пуҫарăвĕсен Президент фончĕ 14 проекта тĕрев куҫарса панă, вĕсене валли 26,9 млн тенкĕ уйăрнă. Раҫҫей ҫамрăкĕсем ăмăртăва хутшăнса 9 проект мала тухнă, вĕсене валли 12 млн панă.    

Граждансен обществине аталантарса пыма регионта иртĕн конкурссене тĕпе хурса субсиди мелĕпе укҫа уйăрнă, тĕрев калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен икĕ хут та нумайрах, 40 млн ҫитнĕ. 45 проекта пурнăҫа кĕртесси те куҫ кĕретех.  Коммерциллĕ мар сектор урлă 117,5 млн тăкакланă, вĕсемпе пурĕ 90 проекта пурнăҫлама плана кĕртнĕ. Ку енĕпе те кăтарту пĕлтĕрхинчен 43 млн ытларах.  

Чи хастар хутшăнакан организацисем Шупашкарта, Улатăрта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Ҫĕмĕрлере  тата Шупашкарпа Канаш районĕсенче.

Граждансен обществине йĕркелесе пырас ĕҫ ҫине республика Правительстви  пысăк тимлĕх уйăрнине каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Уйрăмах социаллă проектсем паянхи пурнăҫ таппишĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.    Апла пулсан пуласлăхра социаллă пая тата та ытларах тĕрев куҫарма бюджета ҫĕнĕлĕхсем кĕртме те план туса хăварнă.   

Халăха пулăшу пама витĕм кӳрекен проектсене те тимлĕх уйăрасси часах пулĕ. Грант уйăрма тĕллев лартнă. Донбассра ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене хăйне евĕр тĕрев куҫарма  пăхса хăварнă.   «Сахал мар вăл ĕҫе хутшăннисем, унта ҫитсе килнисем.  Апла пулсан, салтаксен ҫемйисене пулăшу парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Ҫитес ҫулта бюджетра ятарлă ҫул-йĕр пăхса хăварасси те куҫ кĕретех.  Донбассра пулнисем паян пирĕнтен пулăшу парассине кĕтеҫҫĕ, вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар», – тенĕ Олег Николаев.

 



18 июля 2022
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter