Олег Николаев пӗр партире тӑракансене Чӑваш Ен аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă

«Справедливая Россия - патриоты - За правду» («Тĕрĕс Раççей – Патриотсем – Тĕрĕслĕхшĕн» партийĕн регионти уйрăмĕн Конференцийĕн III-мĕш тапхăрĕн ĕҫне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă.
Республикăра Пĕрлехи сасăлав кунĕнче пĕтĕмпе 19 муниципаллă округра суйлав иртет.
«Республикăри шалти политика тытăмне лайăх ăнланса, хамăрăн ĕҫе те ăна тĕпе хурса йĕркелесе пыма пĕлмелле», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Эпир сирĕнпе пĕрле нумай ҫул ĕҫлетппĕр. Манăн позици яланах ҫапла пулнă – критиклетпĕр пулсан, пирĕн хамăрăн пĕлсех тăмалла, йывăрлăхсене татса парас тесессĕн мĕн тумаллине. Чи кирли ăна тĕрĕс, тата туххăмрах татса пама тăрăшни. Малтан критикленисем, халĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пулнă май, ăнланатăп, вĕсене пурне те тенĕ пекех бюджет тухăҫлăхне тĕпе хурса, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
Чăваш Республикин Правительстви юлашки ҫулсенче регионти мĕнпур ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе пĕрле куҫа-куҫăн курса тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнине асăннă Олег Николаев. «Шалти, республикăн мĕнпур ыйтăвĕсене халăх пĕлсе тăрать, вĕсене уҫăмлатассипе те хастар ĕҫлет. Республика ертӳлĕхĕ граждансемпе тачă ҫыхăнса алла-алăн тытăнса ĕҫлеме пĕлни те куҫ кĕретех», – тенĕ вăл. Калăпăр, пĕр икĕ ҫул каялла, коммерциллĕ мар организацисем тĕрлĕ ыйтусене татса пама хутшăнас текенсем питĕ нумаях та пулман, халĕ ку кăтарту 80 ҫитнĕ. Апла пулсан обществăлла ĕҫе хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ сахал марри те хавхалантарать пурсăмăра та. Тепĕр тесен, вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаҫҫĕ, грантсем ҫĕнсе илеҫҫĕ. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пĕлтĕрхи мĕнпур кăтартуран самай нумай грантсем ҫĕнсе илнĕ. Палăртма кăмăллă, халăх пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн хастар кӳлĕнет. Калас пулсан, пĕлтĕр пурĕ 800 проект пурнăҫа кĕртнĕ, кăҫал вăл хисеп 900 иртсе кайнă.
«Кирек-епле депутат та пуҫаруллă проектсене хутшăнса, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлеме пултарать. Проектсен офисне йĕркелесе яма юрать. Йĕркелӳ ĕҫ ушкăнне пуҫарса, халăха хумхантаракан ыйтусене тупса, ăна татса парассишĕн пĕрле тăрăшма пĕлмелле», – тенĕ Олег Николаев. «Питĕ лайăх пурин те ăнланмалла, мĕнпур ыйтусене харăсах пĕр самантрах татса пама хĕн. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен хăшне малтан пурнăҫламаллине те туймалла. Пĕрле пĕр чăмăра пухăнса тăтăшах канашламалла, приоритетлисене палăртса, вĕсемпе ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тенĕ вăл. Шăпах та, ҫакнашкал йĕркепе регионта мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыраҫҫĕ те.
«Паян халăха кăсăклантаракан ыйтусене татса памалли инструментсем сахал мар. Республика Правительстви федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ явăҫтарас тесе ырми-канми тăрăшать. Чăваш Республикин республика хыснинчен те хушма укҫа-тенкĕ самай тăкакланать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Депутатсен пĕрне-пĕри ăнланса яланах халăхпа килĕштерсе ĕҫлемеллле, йывăрлăхсене тупса палăртса, вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн, яваплăха туйса татса пама тăрăшмалла.
Енчен те регион Правительстви халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарассишĕн тăрăшать пулсан, депутатсен те тӳрех ăна шута илсе кашнин хăйĕн вырăнĕнче ĕҫе хастар хутшăнмалла. Халăх сире шанать пулсан, тата эсир мĕн ыйтнине те ăнланать пулсан ҫитĕнӳ тăвасси те часах пулĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах ырă ĕҫсем тăватпăр, ҫавăн чухлĕ лайăхрах халăх пурăнма пултарать. Халăх кăмăлне тивĕҫтеретпĕр пулсан, вĕсемпе пĕрле ĕҫлеме те аван пулĕ. Программăна тарăн пăхса тухса йышăнса хăвармалла, партийĕн ĕҫĕсене вăл документа кĕртсе хăвармалла. Тĕрлĕ мероприятисене ирттерме лайăх кăмăлпа ĕҫлемелле, ҫынсене валли хăтлă условисем пурăнма йĕркелесе пама тăрăшмалла. Кун пек пулсан, халăх кашни депутата шанĕ, парти пайташĕсемшĕн те хапăл тусах суйлавра хăйсен сассине кăтартса парĕ.
«СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ЗА ПРАВДУ» РФ Патшалăх Думинчи фракцийĕн депутачĕ, финанс тата рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, вăл ҫавăн пекех тата Чăваш Енри Аслă экономика канашĕн Председателĕ пулнă май, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине лайăхлатса ҫитĕнӳсемпе палăртассишĕн ырми-канми вăй хурать. «Критиклетĕн пулсан – хăвăн шухăша кала, кирлĕ пек ĕҫлеме кăтартса пар» текен ăнлавпа парти пайташĕсем хапăл тусах килĕшрĕҫ. Яланах кирек-епле ĕҫе те комплекслă тата ҫирĕп йĕркесене пăхăнса туса пыма тăрăшмалла. Енчен те халăхăн кăмăлне тивĕҫтеретпĕр пулсан, парти хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса, саккунсемпе килĕшӳллĕн тӳр килсе ĕҫлени те куҫ кĕретех пулĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Анатолий Аксаков.
Пĕр пухăннă пек чухне, депутатсем ҫитес ҫывхарса килекен суйлав пирки те чарăнса тăнă, унта хутшăнма кăмăл тăвакан депутатсем ҫинчен канашланă, пуласлăхри аталану ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явнă, тĕллевсене палăртнă.