Раҫҫей МЧС патшалӑх пушар надзорне 95 ҫул ҫитрĕ

Раҫҫей МЧС патшалӑх пушар надзорне 95 ҫул ҫитрĕ

 Раҫҫей МЧС Патшалăх пушар асăрхавĕн органĕсене 95 ҫул ҫитнине палăртса йĕркеленĕ торжествăлла пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.  Пушара хирĕҫ кĕрешекен маттур та ăста профессионалсене кулленхи ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса патшалăх наградисене парса чысланă.  

«Эсир кулленех служба тивĕҫне пурнăҫлатăр. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе ырми-канми ĕҫлетĕр.  Пушара хирĕҫ кĕрешессинче, хăвăра шеллемесĕр, ҫынсен пурнăҫĕпе пурлăхне ҫăлса хăварассишĕн яваплăха туйса кĕрешетĕр. Эсир туса пыракан ĕҫ питĕ кирлĕ. Профилактика мерисене пăхăнса пурăнни, хăрушлăх кăларса тăратассинчен пăрать.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен пушартан асăрханма вĕрентетĕр. Инкек пуласран, вĕсене ҫирĕп йĕркене тытса пыма ăс паратăр», - тенĕ Олег Николаев.

«Пушарӑн хаяр та кӑра вӑйӗпе кӗрешме, йывӑр лару-тӑрура ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма, тӗрлӗ пурлӑхпа ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварма паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем кӑна пултараҫҫӗ. Эсир – хӑрушӑ самантра пулӑшма яланах хатӗр чӑн-чӑн профессионалсем», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Паян пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫсене йĕркелесе пыратпăр. Кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсем ҫителĕклĕ.  Эсир инкексенче, вăхăта вăраха тăсса ямасăр, кирлĕ пек мерăсене туххăмрах йышăнма пĕлетĕр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Мероприятине пухăннисен саламлама Раҫҫей Федерацийĕ Патшалăх Думин рынок тата финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Валерий Зеленин тата ытти официаллă ҫынсем  пухăннă.    Раҫҫей МЧСĕн ĕҫченĕсене ҫакăн пекех ертӳҫĕсем Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕн Николай Федоровăн саламне вуласа панă. Паттӑр та хастар пулнӑшӑн, профессие чунтан парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тунă хăнасем. Ертӳҫĕсем пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине тата ҫитӗнӳсем суннă.

Служба историйĕ 1927 ҫулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫланнă. Паянхи кунччен те вĕсен тытăмĕ халăхăн пурнăҫне ҫăлса хăварассишĕн яваплăха туйса таса чунпа пурнăҫласа пырать. Паянхи куна илес пулсан, палăртнă службăра пĕтĕмпе 107 ҫын вăй хурать.  Пĕтĕмпе 27  ҫăмăл автомашина -техника, 14 лабораторий пур вĕсен пайĕнче. Регионти пушартан сыхланмалли лару тӑру ҫирӗплӗхӗ чӑн малтанах эсир кӑткӑс та синкерлӗ лару-тӑрура хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнинчен, халӑх хушшинче вут-ҫулӑмран асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынинчен килет.  Вĕсем лайăх ĕҫленине кура юлашки ҫулсенче республикăра пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ чакса пырать. Калăпăр, вунă ҫул хушшинче пушарта ҫунса, хăйсен пурнăҫне ҫынсем вăхăтсăр татнин кăтартăвĕ 12 процента ҫити чакнă.  

Кăҫал ҫулталăк пуҫланăранпа пурĕ 827 пушар пулнă, вĕсенче 39 ҫын вилнĕ, тата 47-шĕ тĕрлĕ майлă суранланнă.     

  



18 июля 2022
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter