Шупашкарта пӗтӗм Раҫҫейри "Этем тата Тĕн " ятпа иртнĕ IX-мĕш фестивале пĕтĕмлетнĕ

Шупашкарта пӗтӗм Раҫҫейри "Этем тата Тĕн " ятпа иртнĕ  IX-мĕш фестивале пĕтĕмлетнĕ

 «Этем тата Тĕн» ятпа иртнĕ  теле-радио программăcенче тăтăшах тĕрлĕ фильмсем пулнă. Пĕтĕм Раҫҫейри IX-мĕш фестивале Шупашкарта пĕтĕмлетнĕ.  Мероприятине хутшăнма кăмăл тунисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă.

«Рҫҫей Президенчĕ палăртнă Культура еткерĕн ҫулталăкĕнче ҫакнашкал фестивале пирĕн тăрăхра йĕркелесе ирттернин пĕлтерĕшĕ самай пысăк.  «Этем тата Тĕн»  фестиваль кашни кăмăл-туйăмне ҫĕклет, пуян чун-чĕреллĕ пулма вĕрентет.  Раҫҫей Федерацийĕнче те, Чăваш Республикинче те тĕрлĕ халăх пĕр-пĕинпе туслă килĕштерсе пурăнать. Пирĕн тĕп пуянлăх – культура. Ăна ăша хывса пурăнма пĕлни паха.  Кирек-епле йывăрлăха та тĕн сирсе яма витĕм кӳрет, тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса тупма май парать, пурнăҫа тĕрĕс-тĕкел пурăнса ирттерме пулăшать», –  тесе ҫапларах каланă Олег Николаев фестиваль пĕтĕмлетĕвне пухăннисене саламланă май.

Фестивалĕн жюри председателĕ, РФ тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ, ГТРК регионти департаменчĕн ертӳҫи  Рифат Сабитов  хăйĕн  сăмахĕнче   Чăваш Ен Пуҫлăхне фестивале хутшăнма килĕшнĕшĕн  мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   «Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ, ҫынна тĕрĕс ҫулпа пыма вĕрентесси, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳресси. Тĕнсĕр кирек-епле ҫын та  хавшама пултарĕ.  Кун пирки каланă Иван Кронштадтский.  Тĕнсĕр Турăна та, хăвна та, ҫывăх ҫыннăра, ҫĕршывăмăра та парăнса пурăнма йывăр. Фестивальте кашни ҫын тĕне пула, ырă ĕҫ патне ăнтăлнине, ҫитĕнӳсемпе палăрнине кăтартса парать, Тăван ҫĕршывăмăра хисеплеме, ăна юратса пурăннине ҫирĕплетет», – тенĕ вăл.

Кăҫал палăртнă фестивале Раҫҫейри мĕнпур кĕтессенчен 170 ытла ĕҫ хатĕрлесе тăратнă. Кăвакарчăн фестивалĕн символĕ. Вăл ыррине, ҫутă пурнăҫа сăнарлать. Ылттăн алă  – хăйĕн ĕҫне юратса, паха пурăҫлакана кăтартса парать яланах, ăна сăнарлакан ăнлав пулса тăрать.   

Чăваш Республикинчен пĕтĕмпе конкурсăн программине пиллĕк заявка тăратнă.  (Вĕсем пурте ГТРК ĕҫĕсем). Чи лайăх радиорепортажа «Шупашкарти Навруз» кăларăм ҫĕнсе илнĕ, ăна фестивалĕн дипломне парса хавхалантарнă.        



18 июля 2022
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter