2023 ҫулта Пӗтӗм чӑвашсен "Акатуй" уявӗ Мускавра ВДНХра пулма пултарайрать

2023 ҫулта Пӗтӗм чӑвашсен "Акатуй" уявӗ Мускавра ВДНХра пулма пултарайрать

Мускавра пысăк курав центрĕнче «Чăваш Ен уйăхĕсем» ятпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттересси пирки ыйтăва пăхса тухаҫҫĕ.   Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕпе - РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕпе Алексей Ладыковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне сӳтсе явнă.

«Кăҫал ВДНХ Мускавра Чăваш Енĕн уйăхĕсем ятпа мероприятисене ирттерме ыйту тăратнă.  Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне те унтах ирттерсен аван пулнă пулĕччĕ тен», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер.         

РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ ҫитес вăхăтсенче  «Патриот» паркра «Сăр рубежĕ» экспозицине йĕркелесе яма шутланă.  Кунсăр пуҫне метрора пĕр вагонта «Сăр рубежĕ» ятпа ятарлă курав пек йĕркелесе ҫӳретесси те планра пур.  Кун пек ĕҫсене Мускав хулин Правительствипе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ май пуҫарса ярасшăн. Кăҫал паллă ҫынсен ҫулталăкне тĕпе хурса, полпредства Совет Союзĕн икĕ хутчен Герой ятне тивĕҫнĕ, летчик-космонавт А.Г. Николаева хисеплесе мемориал хăмине кĕркунне уҫма плана кĕртнĕ.

«Кăҫал палăртма кăмăллă, представительство хастар ĕҫе кӳлĕннине.  Сире тата Сирĕнпе пĕрле ĕҫлекенсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас тетĕп. Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмне те Чăваш Ене илсе килме пулăшу патăр. РФ Патшалăх Думинче «Ҫĕнтерӳ рубежĕсем» курава та эсир хатĕрлесе тăратма витĕм кӳни куҫ кĕретех.  РФ Федераци Канашĕнче те йĕркеленĕ курава хатĕрлесе тăратма сахал мар пулăшрăр. Пĕр сăмахпа каласан, республикăра пулса иртекен мĕнпур пулăмсене Эсир хастар хутшăнатăр.  Федераци шайĕнче субъектпа ҫыхăннă мероприятисене кăтартса пама пулăшу пани те куҫ кĕретех. Кун пирки пурте уҫҫăнах калайраҫҫĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Сăмах май, пуҫаруллă проектсене Раҫҫейри чăвашсен наци культурин автономипе тата Чăваш Ен наци конгрессĕпе пĕрле тӳр килтерсе йĕркелесе пыма сĕннĕ. Ентешсене явăҫтарни те паха тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫамрăксем те нумай чухне хапăл тусах хутшăнма хатĕр кирек-епле мероприятине те, апла пулсан вĕсене явăҫтарма пĕлни те усăллă пуласса шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче федераци программисем пирки чарăнса тăнă, республика хутшăнакан мероприятисем ҫинчен канашланă.  Полпредство хăш-пĕр ыйтусене хăй ҫине те илнĕ. Проектсене пурнăҫа кĕртме уйăракан федераци пулăшăвĕ 6 млрд ҫитесси паллă.  Калăпăр, «Шкул – 2025» проект.  Ку проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Енре ҫĕнĕ виҫĕ шкул хута кайĕ. Хальхи вăхăтра финанс енĕпе хăш-пĕр тӳрлетӳсем тăвасси пырать, ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварсан, тӳрех ҫурла уйăхĕнче килĕшĕве те тен алă пусса ҫирплетĕҫ. Кун пирки ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.      

Республикăра «анлă правительство» мелĕпе пысăк ыйтусене тарăн пăхса тухаҫҫĕ.  Полномочиллĕ представительство шывпа ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн  тачă ҫыхăнса ĕҫлет ятарлă ведомствăсемпе. Шупашкарта палăртнă мероприятисене туса ирттерме РФ Строительство министерстви пулăшать. Ҫĕнĕ банк аталанăвĕ тата ыттисем те тĕрев парасси куҫ кĕретех. Асăннă проектсен ĕҫĕсем пирки ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме сĕннĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.           



19 июля 2022
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter