Чӑваш Енре 2023 ҫулхи суйлав темипе ĕҫлеме тытăннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канаш ларăвĕнче Олег Николаев ҫитес тапхăрта кирлĕ пек йышăну туса хăварма, сасăлава пуҫарма чĕнсе каланă .
«Ку ĕҫе авăн уйăхĕнче вĕҫлемелле. Ҫитес ҫул валли темăна палăртмалла. Мероприятисен планне хатĕрлеме палăртнă ĕҫ питĕ кирлĕ. Процессене туса ирттерме бюджетра укҫа-тенкĕ те пăхса хăвармалла. Эмблема хатĕрлеме тытăнмалла. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа мероприятисене пурнăҫа кĕртме пуҫламалла. Палăртнă темăна шăпах та, вĕсем тĕплĕнрех уҫса пама витĕм кӳрĕҫ», – тенĕ вăл.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн черетлĕ ларăвĕнче территори общество хăй тытăмлăхне аталантармалли стратеги проектне тарăн пăхса тухнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канашăн Председателĕ Наталия Партасова хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «2023 ҫулта та иртнĕ ҫулхисем пекех Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халланнă ҫулталăкри пекех мероприятисене йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕ пирки те манмалла мар. Палăртса хунă мĕнпур мероприятисене пурнăҫлама республикăра пурăнакансемпе пĕрле пухăнса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма пĕлмелле», – тенĕ вăл.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канашĕ «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» проектăн патшалăх премине йышăнса хăварма ыйтакан сĕнĕве ырланă. Общество канашĕн ларăвĕнче Чăваш Республикинчи ТОСсем пирки те ыйтăва тарăн сӳтсе явнă, вĕсене аталантарса пырасси ҫинчен канашланă.
Хальхи вăхăтра вĕсен пĕлтерĕшĕ хăйне евĕр пысăк пулнине те палăртнă Олег Николаев, документа тарăнрах тишкерме сĕннĕ. «Кăçал 19 муниципалитет округĕнче депутатсен суйлавĕ иртмелле, ялсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пĕр шайлă управлени тытăмĕ çине куçĕç. Ял тăрăхĕсен ертӳлĕхĕн вырăнне, ун шучĕпе, шăпах ТОСсем йышăнма тивĕç. Ялсен шайĕнче вĕсем кирек-епле ыйтăва та туххăмрах уҫăмлатса пама пултарайраҫҫĕ. Енчен те ТОС ĕҫне лайăх йĕркелесе яма пултарайратпăр пулсан, вĕсем халăха влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăну тытса пыма витĕм кӳрейреҫҫĕ. Граждансен кирек-епле ыйтăвне те влаҫра ĕҫлекенсем патне илсе ҫитерме, май пур таран вырăнтах татса пама та пулăшасси куҫ кĕретех пулĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Республика Пуҫлăхĕ ТОСсен ĕҫĕнче пуҫаруллă та хастар ҫынсем пулмаллине чĕнсе каланă. Кашни территоринче хăйне евĕр паха ĕҫ опычĕллĕ ҫынсем пулсан аван тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче.
Муниципаллă пĕрлешӳсен канашĕ ҫумĕнче ятарлă центр ĕҫне пуҫарса ярсан та аван пулассине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Вĕсене пуçарулăх никĕсĕ çинче йĕркелемеле – унсăрăн усси пулмĕ. Территори общество хăй тытăмлăхĕн аталанăвĕн стратегине пурнăçламаллаи инструмент вырăнĕнче вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн компетенцисен центрне курать. Вĕсем ĕҫ хучĕсене те хатĕрлесе пама пулăшайраҫҫĕ. «Паллă, мĕнпур ҫĕнĕлĕхсене цифра тытăмне шута илсе пуҫарса ямалла, кун пек чухне граждансен ыйтăвĕсене те туххăмрах татса пама аван пулĕ», – тенĕ вăл.
Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ ытти регионсенчи опыта та тĕплĕн тишкерме чĕнсе каланă. Асăннă тытăм ҫĕнĕлĕх пулĕ, апла пулсан укҫа-тенкĕ ыйтăвне те тĕрĕс татса пама тăрăшмалла, тухăҫлăх тени те кулленхи пекех малти вырăна тухмалла тесе тепĕр хут ҫирĕпĕн каланă Пуҫлăх. Президент гранчĕсен фончĕ урлă та сахал ма тĕрев куҫать. НКОсем, ТОСсем тĕрлĕ проектсене сӳтсе явса пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлеме пултарайраҫҫĕ. Коммерциллĕ мар организацисем кулленех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаҫҫĕ, хăйсен проекчĕсем пирки федераци, республика шайĕнче пĕлтереҫҫĕ, малти вырăна тухса грантсене тивĕҫеҫҫĕ. Кун пирки те тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Коммерципе çыхăнман, социаллă тĕллевлĕ тытăмсем пулнă май Президент гранчĕсемпе усă кураççĕ – самай пысăк укçа илме пулать. НКОсем, çӳлерех каларăмăр, тĕрлĕ проектсемпе грантсене тивĕçеççĕ – çак майпа ТОСсем те анлăн усă курма пулатараççĕ.
Кăҫал палăртма кăмăллă, САНКО Чăваш Енри организацисем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса пĕтĕмпе 45 проекта хӳтĕленĕ, 77,5 млн тенкĕлĕх федераци енчен укҫа-тенкĕне грант шучĕпе тивĕҫнĕ. Пĕлтĕрхи ҫул ҫулталăкĕпе те кун чухлĕ тĕреве тивĕҫеймен, кăҫал вара ҫур ҫул хушшинчех кăтарту ҫав тери лайăх, пĕлтĕрхинчен 27 процент пысăк пулни те куҫ кĕретех. Ҫĕнтерӳҫĕ-проект шучĕ те хăпарнă, 42 процент чухлĕ нумайланнă. Регионта «Манăн бизнес» центр пур, коммерциллĕ мар организацисен проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшу пани те вырăнлă, вĕсене тимлĕх уйăрма тăрăшмалла. Пур ҫавăн пек проектсем тата, вĕсене ăмăртăва тăратнă, анчах та ҫĕнтерӳҫĕ ята илеймен. Вĕсене те малашнехи тапхăрта ҫитменлĕхсене пĕтерсе, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма ĕҫ хучĕсене йĕркелесе пама витĕм кӳрсен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем, кулленех тачă ҫыхăну тытса малалла ĕҫлесе пыма тăрăшмаллине те асăннă.
Ларăва пухăннисем паян «Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ пушарнăйĕ» хисеп ячĕ парас пирки калакан ҫĕнĕ наградăна йышăнасси ҫинчен Раҫҫей МЧСĕн регионти Тĕп управленийĕн ходатайстивине пăхса тухнă.
«Сĕнӳ паллах, аван. Документсене тарăн тишкерсе тухмалла. Экспертсемпе пĕрле кун пирки ыйтăва сӳтсе явмалла. Тĕрлĕ вариантсене сĕнмелле. Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ ҫăлавҫи текен хисеплĕ ят ҫумне хушма пунктсем йышăнмалла, тен ҫĕннине те пăхса хăварма юрĕ. Сĕнӳсене пĕтĕмпех пăхса тухмалла кирлĕ пек йышăну вара тин туса хăвармалла», - тенĕ Олег Николаев.