Пушар хуралне - 95 çул
7 теçетке урлă каçсан 5 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче рекордне лартнă. 78 çул тултарсан та маххă памасть Шăмăршă районĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Шуряков. Вăй тытăмĕнче тăрăшакан ветерансемпе штанга йăтассипе тупăшать. Раççей синкерлĕ лару-тăру министерствин патшалăх пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалланă ăмăртăва, савăнăçлă лару-тăрăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе курчĕ. «Çур сехетре 651 хутчен 16 килограмлă кире пуканĕ йăтма пултараттăмччĕ. Сербире иртнĕ «300 спартак çынни» ăмăртăва хутшăнса йышпа Гиннес рекордне лартнă. Темиçе хутчен ветерансен хушшинче кире пуканĕн спортĕнче тĕнче чемпионĕ ята илме пултарнă. Унсăр пуçне вăл Раççей синкерлĕ лару-тăру министерствин патшалăх пушар хуралĕнче тăрăшнă май «Чи лайăх водитель» ята тивĕçсе диплом илнĕ. ВЛАДИМИР ШУРЯКОВ: «Чи йывăрри, паллах, штанга е кире пуканĕ йăтасси. Пĕтĕм спорт, пурте йывăр вĕсем. Раççее, Европăна тухас тесен кунне те, çĕрне те пĕлмесĕр ĕçлемелле. Унта 3-4 хут тренировкăсем тумалла пулать. 1-2 кăна пулсан çын спортсмен пулма пултараймасть. Спортсмен пулма пултаракан çыннăн гемоглобин пысăк кирлĕ». Пĕр йывăрăшлă штангăна кам нумайрах йăтать – çавă çĕнтерет ку спорт тĕсĕнче. Унăн хăйне евĕрлĕхне кура ăна вырăс халăхĕн теççĕ. Ăмăртура пурĕ 65 спортсмен хăйне тĕрĕслерĕ. Вĕсем пурте çăлав, йĕрке, айăплава пурнăçа кĕртекен тытăмсенче вăй хураççĕ. Раççей синкерлĕ лару-тăру министерстви çумĕнче патшалăх пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалласа филармонире савăнăçлă лару-тăру иртрĕ. Çак тытăмра тăрăшакансене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Эсир питĕ пĕлтерĕшлĕ, яваплă ĕç пурнăçлатăр. Сире сывлăх, çемйĕрсенче тăнăçлăх, ырлăх сунатăп», – терĕ. Нумай çул тытăмра хăйĕн ĕçне паттăрăн, хăюллăн пурнăçлакансене ведомство наградисемпе чысларĕç. Сергей Сардаев Мускавра аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн тăван тăрăхне – Елчĕк районне 2006-мĕш çулта килнĕ. «Юратнă ĕçре тунсăхлама вăхăт çук, ĕç вĕресе тăрать», – тет çамрăк инспектор. СЕРГЕЙ САРДАЕВ: «Уйрăмах пушарсем килте, ял хуçалăх территорийĕсенче тухаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕсем ĕнтĕ кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курнипе, е юсавсăр кăмакасемпе усă курнипе тата килти хуçалăхри электропроводкăсемпе тĕрĕс мар усă курнипе, вĕсене вăхăтра пăхса тăманнипе çынсем хăйсем килтен тухса кайнă чухне электробытовой хатĕресене пăрахса хăвараççĕ. Çулăмпа асăрханусăр пулнипе – пирус туртнипе, кăвайт чĕртнипе пулаççĕ». Эрнипех, талăкĕпех пушар хуралĕнче тăрăшакансем сыхă тăраççĕ. Професси уявне те чылайăшĕ ĕç вырăнĕнче ирттерни вĕсен кăмăлне пăсмасть – хăнăхнă ĕнтĕ.