Шупашкарта Таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе туса лартнă Пысăк Собор чиркĕвĕн тăррине купол вырнаҫтарнă

Шупашкарта Таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе туса лартнă Пысăк Собор чиркĕвĕн тăррине купол вырнаҫтарнă

Православи святойĕн хăватлăхне 600 ҫул ҫитнĕ кун, регионта  утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче паллă пулăм пулса иртнĕ.

Тăватă хутлă кирпĕчрен хăпартăнакан Пысăк храм ҫӳллĕшĕ 40 метр ытла пулĕ, вăл Чăваш Енри Православи храмĕсенчен чи ҫӳлли пуласси те паллă, унта пин ытла прихожан вырнаҫма пултарĕ. Хута каякан чиркĕвĕн аслă шăнкăравĕ вунă хушма шăнкăравсенчен пуҫтарăннă.  Вĕсенчен чи пысăкки – ултă тонна яхăн туртать.  Турăшсене хатĕрлеме Свято-Троицкий Сергий Лавра – Вырăс Православи Чиркĕвĕн  ставропигальнăй арҫынсен чи пысăк мăнастирĕнчен   хăнасене йыхравлама плана кĕртнĕ. Палăртса хăваратпăр, ăна пуҫарса йĕркелесе яраканĕ Сергий Радонежский пулнă. Сергий Радонежские, вăл Тăван çĕршыва мĕнле юратнине, кнеçсене мирлештернине тĕнчипех пĕлеççĕ, Раççейре тата чикĕ леш енче унăн ятне ку таранчченех сума сăваççĕ. Радонежский ячĕпе Собор чиркĕвĕ тусан пирĕншĕн пысăк телей пулĕ.

Таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕве никĕслес ĕҫе пуҫарса яма, пĕрремĕш кирпĕче хума Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ Кирилл килсе ҫитнĕ пулнă. Таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕллĕ чиркĕвĕн никĕсне Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл сăвапланă. Паллă пулăм 2015 ҫулта ҫурла уйăхĕнче иртнĕ, ун чухне вăл шăпах та, Чăваш Енре ĕҫлĕ визитпа пулнă.

«Паян пирĕншĕн питĕ савăнăҫлă кун.  Шăпах та, утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕ Сергий Радонежский хăватлăхне 600 ҫул ҫитнĕ. Ку пулăм тата та пире кăмăл-туйăма пуянлатма витĕм кӳрет», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Чиркӳ строительствишĕн ку тапхăр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Храм  ҫĕкленсе ларнине пурсăмăр та курса тăратпăр. Шăнкăрав хăватлăн янăрани вăй-хăват хушать», – тенĕ вăл.

Чиркĕве тума хутшăнакан мĕнпур халăха мухтаса тав тунă регион Ертӳҫи.  «Ҫакăн пек пысăк капмар ĕҫсем кашни ҫын ырă сунса кĕлĕ вуланипе пулаҫҫĕ те.  Енчен те эпир малашне те пĕрле пĕр-пĕрне хисеплесе тăрăшса ĕҫлесен, чиркӳ хута каясси пĕре те никама та иккĕлентермĕ.  Чăваш Республикин территорийĕнче тата та малашне ырă ĕҫсем туса пыма тăрăшăпăр.  Вĕсем пĕтĕмпех пирĕн пурнăҫа лайăхлатма витĕм кӳрĕҫ», – тенĕ Ертӳҫĕ.  

Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Савватий Чăваш Ен Пуҫлăхне Олег Николаева тата РФ Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председательне Анатолий Аксакова ҫакăн пек хăватлă та пысăк Чиркĕве тума витĕм кӳнĕшĕн тав тунă, халăха пархатарлă ĕҫе мĕнпур кăмăлтан хутшăннăшăн пехилленĕ. «Паян асăннă пулăма хутшăнакан кашни ҫын пĕтĕм чун-чĕре ыйтнипе килсе ҫитнĕ. Пĕрле савăнăҫа пайлаҫҫĕ. Кĕҫех храм хута каяссине те шансах кĕлĕ вуласа кунсерен чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ», –  тенĕ  Чăваш Ен Митрополийĕн Пуҫлăхĕ. Преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе Пысăк Собор чиркĕвне тума укçа-тенкĕ пухас тĕлĕшпе ирттерекен «Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркӳ стенине» ыркăмăллăх акцине кашни ҫын хутшăнма пултарчĕ.

РФ Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков пуласлăх валли палăртнă план пирки каласа кăтартнă, объекта хута ярассипе ҫыхăннă строительсво ĕҫĕсем ҫинчен тĕплĕнрех чарăнса тăнă. «Ҫитес ҫулта ĕҫе пуҫаса яма шутлатпăр, яваплăха хамăр ҫине илсе ун валли  объекта тĕплĕн хатĕрленсе ҫитерме те шантаратпăр», –  тесе ҫапларах каланă вăл.  

Чиркӳ тăррине купола хăпартса вырнаҫтарнă ятпа Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ  Савватий аслă кĕлĕ вуланă.  Каярах  «Воскресени»   Ырă кăмăллăх Фончĕн директорĕ Федор Степанов  хăйĕн сăмахĕнче специалистсем  Чиркӳре хутса ăшăтмалли тытăма, электричество пайне тĕпрен юса вырнаҫтарассине хыпарланă.   «Объектра хутса ăшăтмалли котельнăй хатĕр. Вăл ĕҫе  пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитесе хута ярсан, ҫуртра шалти ĕҫсене тирпейлеме тытăнăпăр, Иконăсене вырнаҫтарса илем кӳртĕпĕр», – тенĕ вăл.     

Сумлă хăнасем асăннă кун хута каякан Храмра Высокопреосвященнейши Варнавăн вилĕ тăпри ҫине чечексем хунă, кĕлĕ вуласа ăна канлĕх пултăр тенĕ.    

 



19 июля 2022
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter