Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫăмăл атлетика енӗпе ҫуллахи Универсиадăн VIII-мĕш финалне старт панӑ

Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫăмăл атлетика енӗпе ҫуллахи Универсиадăн VIII-мĕш финалне старт панӑ

«Пирĕншĕн Пĕтĕм Раҫҫейри VIII-мĕш Универсиадăн финал тапхăрне хамăр патăмăрта ирттерни питех те сумлă. Ҫĕршыври сакăр хула йышĕнче эпир те кĕни пурсăмăра та хавхалантарать.  Паянхи пурнăҫ таппишĕн ҫакнашкал мероприятисем ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Пирĕн яланах хамăрăн вăйсене шанмалла, кăмăл-туйăма, вăй-хăвата хушса хастартарах пулма тăрăшмалла», – тесе каланă ăмăртусене савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре пухăннă мĕнпур халăха, спортсменсене саламланă май республика Пуҫлăхĕ.     

Сăмах май, Чăваш Республикинче чи ăста спортсменсем ҫитĕнни те куҫ кĕретех. Ҫăмăл атлетика енĕпе республикăра ҫамрăк яш-кĕрĕм хапăл тусах хăйсен ăсталăхне ӳстерсе пыма кăмăллать.  «Чылай спортсмен хăйсен пысăк ăсталăхне кăтартса, тĕнче, ҫĕршыв шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсенче ыттисемпе тупăшса малти вырăна тухса, тĕслĕх кăтартса панă. Олимп вăййисенче пирĕн ентешсем пысăк кăтатусемпе палăрни куҫ кĕретех. Вĕсем: Валентина Егорова, Елена Николаева, Владимир Андреев, Олимпиада Иванова, Татьяна Архипова. "Ҫăмăл атлетика хăйне евĕр паха спорт енĕ. Ҫамрăксем кулленех ҫурран чупассипе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ. Малти вырăна тивĕҫсе Чăваш Ен, Раҫҫей чысне хӳтĕлеҫҫĕ. Ӳлĕмрен те эпир хамăрăн спортсменсене валли спорт ăсталăхне ӳстерсе пыма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе пама тăрăшăпăр, май пур таран тĕрев парса витĕм кӳрĕпĕр",–  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Торжествăлла пулăма, спортсменсене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин, Чăваш Енри ҫăмăл атлетика спорчĕн федерацийĕн председателĕ, ăмăртусен тĕп судйи Владислав Антонов, И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, XXV–мĕш Олимп вăййисен чемпионки Валентина Егорова, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, XXV–мĕш ҫуллахи Олимп вăййисен чемпионки, тĕнче тата Европа шайĕнче хăвăрт утассипе чемпион ята ҫĕнсе илнĕ Алина Иванова, СССР спорт мастерĕ,  XXI-мĕш ҫуллахи  Олимп вăййисене хутшăннă Виктор Семенов килсе ҫитнĕ.

Пĕтĕм Раҫҫейри ҫуллахи Универсиада Шупашкар хулинче «Олимп» стадионĕнче утă уйăхĕн 19-21-мĕш кунĕсенче иртет.  

Мероприятисене «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проектне тĕпе хурса йĕркеленĕ вăл  «Демографи» наци проекчĕпе те тӳр килсе тăрать.  Универсиадăра куҫăм формăпа ăс пухакан студентсем, аслă вĕренӳ учрежденийĕсенче вĕренекен аспирантсем тата ҫакăн пекех 2022 ҫулта вĕренӳ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисем пухăннă.   Пĕтĕмпе спорт программине спортăн 14 тĕсне кĕртнĕ.

Мероприятине РФ 36 субъектран спортсменĕсем килсе ҫитнĕ. Пурĕ 450 спортсмен ăмăртусенче тупăшать. Пĕтĕмĕшле 41 команда пухăннă.  Чăваш Ен чысне И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш педагогика университечĕн 20 спортсменĕ тата И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университечĕн 15 яш-кĕрĕмĕ хӳтĕлет.



20 июля 2022
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter