Чăваш Енĕн хăйĕн экотехнопаркĕ пулĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕпе Эмир Бедертдинова ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, экологи енĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, 2024-мĕш ҫулсем валли палăртса хунă аталану ҫул-йĕрне тишкернĕ. Экологи проекчĕсемпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курса пынине кура, мероприятисене май пур таран комплекслă йĕркелесе пурнăҫа кĕртсе пынине шута илсе, вăрман хуҫалăхĕн ĕҫне тĕрĕс пĕлсе тытса пынипе Чăваш Ен Раҫҫейри ытти регионсем хушшинче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă субъект хушшинче тăрать. Палăртма кăмăллă, пирĕн паха ĕҫ опычĕсем ытти регионсемшĕн тĕслĕхре пулса тăраҫҫĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.

Министр хăйĕн сăмахĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, йăлари хытă каяшсене иккĕмĕш тапхăрпа тирпейлесе кăларма май паракан экотехнопарк ĕҫне пуҫарса ярсан вырăнлă пулассине хыпарланă.  Предприятисене пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме май пулĕ, хушма производствăпа технологи компанийĕсем йĕркеленĕҫ, йăлари хытă каяшсене пухса тарăнрах тирпейлесе кăларма май тупăнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курса пыма вĕренсе пыни - паянхи пурнăҫ таппишĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Палăртнă ыйтăва уҫăмлатассипе кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма кăҫал кĕркунне тĕплĕнрех паллă пуласси куҫ кĕретех тесе асăннă ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

Кун йĕркинчи ҫивĕч ыйтупа хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Кĕркунне пуҫламăшĕ – лайăх вăхăт. Хальхи вăхăтра пухăнакан  укҫа-тенкĕ ҫăлкуҫĕсем пирки те питĕ лайăх пĕлсе тăратпăр. Бюджет кредичĕсемпе тухăҫлăн усă курма тăрăшмалла.  Ҫĕнĕ инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме шăпах та, вĕсемпе усă курма майсем пур. Пирĕн пуласлăхра 2024-мĕш ҫулсем валли хăш-пĕр объектсене палăртса хумалла, хăҫан пурнăҫа  кĕртсе пымалли пирки те тĕплĕн тишкермелле, вĕсене пурнăҫламалли ĕҫсен тапхăрне те палăртса хурсан аван», - тенĕ вăл.  

Регион Ертӳҫи тĕрлĕ вариантсене пăхса хăварма чĕнсе каланă. Экотехнопарксене пĕрре ҫеҫ пурнăҫа кĕртмелле маррине те асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.  Е тата пур пек предприятисене пĕр чăмăра пухса, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне шута илсе ĕҫе пуҫарса ярсан та аван пулассине шанса каланă Пуҫлăх.   «Питех те аван пулĕччĕ, енчен те вĕсем пĕрлешсе ĕҫлесе пырсан. Инфратытăма йĕркелесе яма та аван.  Тепĕр тесен, промышленноҫ ипотеки пурнăҫа кĕме тытăнать, РФ Президенчĕн йышăнăвĕ аталанса пыма витĕм кӳрĕ, ĕҫ-пуҫ вăй илсе каяссине те шансах тăратăп», - тенĕ Олег Николаев.    

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче экологи сферишĕн йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ыйту пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса хăварнă ертӳҫĕсем, мĕнпур мероприятисене комплекслă йĕркелесен аван тенĕ вĕсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ палăртса хунă тĕллевсем пирки каланă. Йăлари хытă каяшсене туллин пухса тирпейлесси чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине те асăннă, иккĕмĕш тапхăрпа ҫӳп-ҫапа тирпейлесе тепĕр тĕрлĕ таварсем калăпласа кăларасси тĕп ыйтусен шутĕнче тăнине палăртнă вăл, ку енĕпе кăтартăва 100 процента ҫити илсе ҫитерме тĕллев лартнине те асăннă  Пуҫлăх.  Ҫӳп-ҫапа суйласа пухма тăрăшмалла, кун пек ĕҫе йĕркелесен, иккĕмĕш тапхăрпа урăх таварсем тирпейлеме те лайăхрах пуласси куҫ кĕретех пулĕ.

«Халăхран йăлари хытă каяшсене пухассипе хастар ĕҫлени сисĕнет. Мĕнпур ĕҫсем палăртса хунă пек пулса пыраҫҫĕ, анчах та ăна иккĕмĕш тапхăрпа тирпейлесси кăштах айвантарах пулса пырать.  Инфратытăм та ҫук мар. «Ситиматик» компанипе алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшĕве тӳрлетӳсем кĕртсе хăварма шутлатпăр.  Енчен те ĕҫ хучĕсене ҫĕнетсе йĕркелесе ҫитерсен, палăртнă тĕллевсем патне ҫитесси те часах пулĕ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. 

Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министерстви ТКОпа ĕҫемелли ятарлă тытăм аталанăвĕн ҫул-йĕрне пăхса тухнă, унпа ĕҫлеме план та хатĕрленĕ, схема та ӳкернĕ. Пуласлăхра Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Патăрелĕнче Муркашра виҫĕ объект тата RDF-топлива тирпейлесе кăларма   завод хута ярасси те планра пур.   

«Эсир пулăшу панине кура, пирĕн ҫулсен карттине те туса хума май килчĕ. Объектсене 2024 ҫулта туллин пурнăҫа кĕртме палăртса хунă. Раҫҫейри экологи центрĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Строительство министерствипе муниципалитетсем ҫĕр лаптăкĕсене уйăрассипе тимлеҫҫĕ», - тесе хыпарланă Эмир Бедертдинов.  Палăртса хунă мероприятисен пĕрремĕш тапхăрĕ кăҫал кĕркунне пурнăҫа кĕме тытăнасса шанса каланă. Пĕтĕмĕшле объектсене 2030-мĕш ҫулсем тĕлне пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă. «Таса ҫĕршыв» проект та пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пырать. Ҫӳп-ҫап пухăнса выртакан вырăнсене пăрахăҫласа пыни пĕлтерĕшлĕ. Регионта проекта пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫлени те куҫ кĕретех. Хальхи вăхăтра пиллĕк свалка пăрахăҫлама май килнĕ.  Республикăпа районсенче тирпей-илем хуҫаланать тесен те йăнăшах мар пулĕ.  

«Атăла сыватас» регион проекчĕпе те хастар тăрăшаҫҫĕ республикăра. Вăрнарта, Пăрачкавра, Шупашкарта кирлĕ пек сооруженисем хута янă. «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта ҫĕнĕ сооружени тума строительсем ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен пурнăҫне лайăхлатма витĕм кӳрес тесе 2023 ҫул вĕҫленĕ палăртса хунă объектри строительство ĕҫĕсем, 127 пин ҫын ырлăха туйма тытăнасси те куҫ кĕретех. Пуласлăхра Етĕрнере, Шупашкарта объектсем тума плана кĕртнĕ.

«Вăрмансене сыхлас» проектăн пĕлтерĕшĕ те самай пысăк витĕм кӳрет халăха. Ҫулсерен вăрмансене лартса ҫитĕнтерессипе специалистсем курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Пĕлтĕр палăртса хунă лаптăксен калăпăшне ӳстерсе икĕ хут та нумайрах вăрмансем тума йывăҫсем  лартса хăварнă.  Тӳрех кăтартупа Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан, 39 пункт ҫӳлелле хăпарнă, лайăххисен йышне кĕнĕ, 4-мĕш вырăна тухнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.         



21 июля 2022
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter