"Университет смени" Донбас яш-кĕрĕмĕ валли уҫнӑ сменăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă

«Университетăн профильлĕ сменисем» Раҫҫей Ҫут ĕҫ  министерствипе Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви хатĕрленĕ федераци проектне регионти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ хутшăннă.  ДНР тата ЛНР  тăрăхĕсенчен килсе ҫитнĕ вăтам тата аслă классенче вĕренекен 43 ача валли,  вунă кунлăх ҫуллахи кану тапхăрне шута илсе,  вĕрентӳ программине хатĕрленĕ. Ҫамрăксене валли Раҫҫейпе Чăваш Ен культурине ăша хывса пурăнма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма тĕрлĕ мероприятисем программăна кĕртсе хăварнă.

Пĕрремĕш тапхăрпа вĕрентӳ пайĕ утă уйăхĕн 20-30-мĕш кунĕсенче пулать, иккĕмĕшĕ ҫурла уйăхĕн 3-13-мĕш кунĕсенче иртнĕ.

«Пирĕншĕн питĕ хавас сире хамăр тăрăхра кĕтсе илме. Умра сире кăсăклă та хаваслă программа кĕтет.  Чăваш Республикин пуян йăла-йĕркипе культурине тарăнрах пĕлме пултарайратăр. Паллă, пирĕн республика пысăках мар, пур-пĕрех 128 тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе, пĕрне-пĕри пулăшса пурăнать. Сире те эпир питĕ хавас. Яланах хамăр тăрăхра кĕтетпĕр», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫĕнĕ сменăна пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламланă. «Сире хамăрăн патăмăрта курма питĕ хавас.  Раҫҫейре наци халăхĕсем хушшинче Чăваш Ен пиллĕкмĕш вырăнта тăрать. Халăх шучĕ сахал мар пулни куҫ кĕретех.  Эпир пĕтĕм чун-чĕререн хамăрăн культурăна юрататпăр.   Пĕтĕм кăмăлпа кӳршĕллĕ республикăсене те хамăр тăрăха йыхравлама хавас, вĕсен йăли-йĕркипе те паллашма юрататпăр.  Шанатпăр, ҫитес кунсенче сире ҫав тери кăсăклă мероприятисем кĕтессине. Хăвăра валли те чылай ҫĕннине пĕлĕр. Ҫĕнĕ тус-юлташсем тупасса та пĕлсех тăратпăр, Чăваш Республики пирки ӳлĕмрен ырăпа аса илсе тăрассине те ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.  

Университетăн ĕҫ ушкăнĕн ячĕпе  мероприятине пухăннисене ректор тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Иванов ăшшăн саламланă.   «Питĕ савăнатпăр, сире саламлама ҫав тери сумлă ҫынсем килсе ҫитнишĕн.  Университетра пĕтĕмпе пиллĕк пин студент вĕренет, вĕсене тарăн пĕлӳ парассишĕн 450 ĕҫчен вăй хурать. Эпир чăнласах та, хамăр тăрăхра хăнасене кĕтсе илме хавас, яланах пĕрле туслă пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ», - тенĕ вăл.  

Ҫамрăк яш-кĕрĕм     Раҫҫей тата Чăваш историпе культурине анчах мар, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнĕ, театрсене, музейсене, историллĕ паллă вырăнсене ҫитсе килĕ, вĕсемпе тарăнрах паллашĕ.

  Ку чухнехи йăла-йĕркесене, тĕрлĕ историллĕ пулăмсене те тĕпчеме меллĕ пулĕ, специалистсем вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарĕҫ.  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ДНР тата ЛНР килсе ҫитнисене валли ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма май паракан мероприятисемпе паллаштарма программăна тĕрлĕ пулăмсем кĕртнĕ.  

Ҫамрăксене  тарăн пĕлӳпе тивĕҫтерме ятарлă палăртнă сменăна хаваслă лару-тăрура уҫма Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерствин аслă шкулсен Академийĕн педагогсен ĕҫĕсене йĕркелесе пырассипе ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Инна Головина килсе ҫитнĕ.  Ҫакнашкал мелпе йĕркеленĕ мероприятисем Раҫҫей Федерацийĕн 33 аслă шкулĕнче иртнине хыпарланă. «Университет сменисем» проекта 2022 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуҫарса янă.  Палăртса хунă тăрăх, ҫĕршывра йĕркеленĕ сменăсенче пурĕ 15 пин ҫамрăк яш-кĕрĕм, вăл шутран ДНР тата ЛНР килнĕ 3700 шкул ачи асăннă мероприятисене хутшăнма кăмăл тунă.



21 июля 2022
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter