Олег Николаев Чӑваш Енри ИТ-специалистсене хатĕрлемелли майсене пысӑклатма сӗннӗ

Олег Николаев Чӑваш Енри ИТ-специалистсене хатĕрлемелли майсене пысӑклатма сӗннӗ

Регионта паянхи куна илес пулсан програмистсем ҫителкĕксĕр. Ҫитес виҫĕ ҫул валли вăтамран та 1500 ĕҫчеш кирлĕ пулĕ ИТ-кластер тытăмне.

Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина Чăваш Республикин Пуҫлăхне  Олег Николаева ведомствăн аталану ҫул-йĕрĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кадрсене хатĕрлеме палăртнă планпа та паллаштарнă министр уҫă калаҫу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхне.  

Сбер витĕмлĕхне тĕпе хурса, Чăваш Енре Шкул21 тӳлевсĕр вĕренӳ пайне йĕркелесе яма ыйтăва тĕпченине пĕлтернĕ министр.  Палăртнă проекта Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пуҫарса яма сĕнĕве пăхса тухнă.  Паллă, кунтах peer-to-peer принципне шута илсе квалификаци те ӳстерсе пыма май пулĕ. Аслă шкулта пĕр чăмăрта тĕп профессипе хушма пĕлӳ илме май паракан тытăма та пурнăҫа кĕртсе пыма аван.

Кунсăр пуҫне тепĕр ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствипе пĕрле республикăри хăш-пĕр шкулсенче  ИТ-классем йĕркелесе ярасшăн.  Ҫамрăк яш-кĕрĕме вĕрентме ятарлă вĕренӳ пособийĕсене хатĕрленине хыпарланă ведомство ертӳҫи.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче пуҫаруллă проектсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртме условисем ҫителĕклĕ пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Енчен те кирлĕ пек йышăну туса хăварсан, ĕҫ-пуҫ малалла каясси те куҫ кĕретех пулĕ тенĕ вăл. «Синергия» университет регионпа кăсăкланать. Вĕсем пирĕн тăрăхра  IT-Лицей уҫма палăртасшăн. Ятарлă учреждени республикăра пулсан, кадрсене тата та лайăхрах тупса палăртма майсем пулĕҫ. Йошкар-Олара та инвесторсем пур, вĕсем те пирĕн республикăпа ĕҫлĕ ҫыхăну тытасшăн.  Калăпăр, Атăл леш енче ачасен канăвне йĕркеленĕ тапхăрта, е тата ытти вăхăтра кунĕ-ҫĕрĕпе ĕҫлеме май паракан IT-лагерь уҫасшăн. Енчен те проекта пурнăҫа кĕртес пулсан, харăсах 1000 ҫын унта вырнаҫма пултарĕҫ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пуҫарнă мĕнпур ĕҫе ырланă.  «Пирĕн горизонтсене анлăлатмалла.  Тĕп тĕллев – стратеги туса хатĕрлесси. Ҫамрăксене професси пĕлĕвне илме кирлĕ пек тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратмалла. Аслă шкулсемпе ытларах тачă ҫыхăнура тăмалла. Вĕсем те пысăк тĕрев парасси куҫ кĕретех.  Пĕрлехи ĕҫе йĕркелесен, проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма та лайăхрах пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Пур ҫавăн пек хăш-пĕр компанисем, вĕсем пысăк хакпа специалистсене хатĕрлесе кăлараҫҫĕ, пирĕн вара вĕсенчен юлмалла мар, тата та лайăхрах вĕренӳ центрĕсене йĕркелесе ярассишĕн ҫине тăрсах тăрăшмалла», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Кристина Майнина  хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра республикăра пĕтĕмпе цифра енне куҫассипе 24 проект анлăн пурнăҫа кĕрсе пынине хыпарланă. Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пысăк технологиллĕ условисем йĕркелесе пынине те асăннă ведомство ертӳҫи.

«Ҫĕнĕ ҫул-йĕр тупса палăртнă, унпа пачах та малтанхи тапхăрсенче ĕҫлемен.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерме май паракан харпăр хăй программине тĕпе хурса ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», – тенĕ министр.   Ачасен туризмне аталантарассинче, сунарҫăсен тытăмĕнче, электричество сечĕсен пайĕнче тата ытти сферăсенче цифра пайне тĕпе хурса ĕҫсене йĕркелесе пыма майсем туса парасси ыйту та кун йĕркинчех пулнине асăннă вăл.  Пуласлăхри план пысăк, Чăваш Республикин Строительство министерствипе пĕрле пăхса хунă ҫĕнĕ проектсем пуррине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2023 ҫул пуҫламăшĕнчен тытăнса  республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче ĕҫ хучĕсене пĕтĕмпех электронлă майпа йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.  Кун пек йĕркепе ĕҫсене йĕркелеме пире пурсăмăра та федераци саккунĕсем ирĕк параҫҫĕ. «Тĕплĕн тишкерӳ туса ирттерĕр, тăхăр уйăхри ĕҫсене пĕтĕмлетĕр. Кам хутпа ытларах ĕҫлеме юратать, вĕсене тепĕр квартал хушши ирĕк пама та тен юрĕ. Вăл тапхăрта хăйсене электронлă майпа ĕҫлесе пыма вĕрентсе ҫитĕҫ.  Кайран вара, ĕҫ-пуҫа ҫирĕппĕн туса пыма тăрăшăпăр. Пурне те палăртнă ресурссемпе усă курма ыйтăпăр», – тенĕ вăл.



22 июля 2022
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter