«Шупашкар – ĕҫ паттăрлăхĕн хули» пирки документлă фильмăн премьерине Олег Николаев ҫитсе курнă

«Шупашкар – ĕҫ паттăрлăхĕн хули»  пирки  документлă фильмăн премьерине Олег Николаев ҫитсе курнă

«Шупашкар – ĕҫ паттăрлăхĕн хули»  пирки «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем» тата «Перфекто» пултарулăх ушкăнĕсем культура пуҫарăвĕсен Президент фончĕ витĕм кӳнипе ятарлă кăларăм хатĕрленĕ.  Фильма ӳкерекенĕ «Сăр рубежĕ» документлă фильм режиссерĕ тата авторĕ Артем Чубуков пулнă.   

Раҫҫей Федерацийĕнче Аслă Ҫĕнтерĕве хутшăннă пĕр-пĕр регионти ĕҫ-пуҫ пирки хайланă пĕртен-пĕр документальнăй фильм пулса тухнă.  Пĕрремĕш кăларăм Сăр рубежне тунă строительсем пирки сăнарланнă. Кино ӳкерчĕкĕн иккĕмĕш пайĕ промышленноҫпа, тыл ĕҫченĕсем  ҫинчен. Кинори виҫҫĕмĕш пая 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн  ҫар салтакĕсене халалланă.  Киновăн виҫҫĕмĕш пайне 2022 ҫулăн вĕҫĕнче халăха кăтартса пама килĕшнĕ. Ун валли шăпах та, туллин хатĕрленсе ҫитме палăртаҫҫĕ ҫӳлерех асăннă пултарулăх ушкăнĕсем.  

«Шупашкар – ĕҫ паттăрлăхĕн хули»  пирки «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем» тата «Перфекто» пултарулăх ушкăнĕсем культура пуҫарăвĕсен Президент фончĕ витĕм кӳнипе ятарлă кăларăм хатĕрленĕ.  Фильма ӳкерекенĕ «Сăр рубежĕ» документлă фильмăн режиссерĕ тата авторĕ Артем Чубуков пулнă.   

Раҫҫей Федерацийĕнче Аслă Ҫĕнтерĕве хутшăннă пĕр-пĕр регионти ĕҫ-пуҫ пирки хайланă пĕртен-пĕр документальнăй фильм пулса тухнă.  Пĕрремĕш кăларăм Сăр рубежне тунă строительсем пирки сăнарланнă. Кино ӳкерчĕкĕн иккĕмĕш пайĕ промышленноҫпа, тыл ĕҫченĕсем  ҫинчен. Кинори виҫҫĕмĕш пая 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн  ҫар салтакĕсене халалланă.  Киновăн виҫҫĕмĕш пайне 2022 ҫулăн вĕҫĕнче халăха кăтартса пама килĕшнĕ. Ун валли шăпах та, туллин хатĕрленсе ҫитме палăртаҫҫĕ ҫӳлерех асăннă пултарулăх ушкăнĕсем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ мероприятине пухăннисене саламланă май, чăваш халăхĕ паянхи кун та ĕҫ паттăрĕсем пирки тĕрлĕ ӳкерчĕксем хайласа халăх патне илсе ҫитерме тăрăшнине асăннă. Тыл ĕҫченĕсен паттăрлăхĕ, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă ентешсен иксĕлми ĕҫри паттăрлăхĕ ĕмĕр асăмра пулнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Эпир пуҫарнă проект ҫакăн пек пысăк калăпăшлă пулса тухассине никам та ĕненмен пулĕ. Халĕ вара пурсăмăрта халăх пысăк тимлĕх уйăрнине курса ĕненетпĕр.  Хамăр ĕмĕтсене туллин пурнăҫларăмăр. Яваплăха туйса, таса чунпа паттăрсем пирки кирлĕ пек мероприятисем, куравсем, уҫă калаҫусемпе архив ĕҫĕсене  тĕпе хурса йĕркелесе ирттернĕ.  Сахал мар кăсăклă пулăмсем турăмăр. Кунпа лăпланса лармалла мар, ӳлĕмрен те асăннă темăпа ҫине тăрсах таса чунпа йĕркелесе пыма тăрăшмалла», - палăртнă сăмаха ҫавăрнă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Ольга Петрова, «Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» республикăри общество организацийĕн председателĕ Наталья Николаева хутшăннă.   

«Фильм питĕ чуна хумхантаракан ӳкерчĕк пулса тăнă. Унти сăнарсем ытарлă кăтартса панă хăй вăхăтĕнчи лару-тăрăва. Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пуҫламăшĕнче кашни шкулта асăннă кăларăма ачасене кăтартма плана кĕртнĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Алла Салаева.

Аса илтеретпĕр, 2021 ҫулта ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раҫҫй Президенчĕ «Шупашкар ĕҫ паттăрлăхĕн хули» пирки статуса пани ҫинчен Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Шупашкар хулине ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне парасси ҫинчен тунӑ йышӑну аслӑ ӑрури йӑхташӑмӑрсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхӗпе хӑйсене шеллеменлӗхне тивӗҫлипе ҫирӗплетни пулса тӑчӗ. Тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗн темине анлӑн сарас ӗҫе шкул музейӗсене аталантарса, архив материалӗсене тӗпчемелли наука центрне туса хурса, ҫавӑн пекех Наци музейӗнче те, республикӑри районсенче те ялан ӗҫлекен экспозицисем йӗркелесе малалла тӑсмалла.

 Вăл ҫулта авăн уйăхĕнче культура пуҫарăвĕсен Президент фончĕ фильм ӳкерме ыйтнă сĕнӳпе килĕшсе ăна пурнăҫа кĕртме ятарлă йышăну тунă.  Кино ӳкерес ĕҫе тĕрлĕ фактсене пухнă, архив ĕҫĕсене усă курнă, тыл ĕҫченĕсен уҫă калаҫăвĕсене шута илсе хайланă. Чылай музей ĕҫĕсемпе те усă курма тăрăшнă документальнăй фильма ӳкерекенсем.  Фильма хула тăрăх иртсе ҫӳренĕ май ӳкернĕ пек тунă. Шупашкарти кашни предприяти Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн ырми-канми вăй хуни сисĕннĕ.    Фильм проектне 2021 ҫулта авăн уйăхĕнче пуҫланă пурнăҫа кĕртме.  Чылай архив ĕҫĕсене пухнă, вĕсене тарăн тĕпчесе кирлĕ пек тишкерӳ ĕҫĕ туса хăварнă.  Вулавăшсенче те сахал мар калăплă материалсем пуҫтарнă, вĕсене пĕтĕмпех пĕр чăмăра пухса ятарлă сюжет туса хатĕрленĕ.   Фильм ӳкерме архив сăн ӳкерчĕкĕсемпе те усă курнă.        Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенчи предприятисемпе организацисенче ĕҫленĕ паттăрсем пирки сахал мар тĕпчев ĕҫĕсене пухнă, ветерансемпе тĕл пулса вăл вăхăтри йывăрлăхсем пирки тарăн пуплесе нумайăшне ҫырса хăварма тӳр килнĕ.   



22 июля 2022
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter