Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Суту-илӳ ĕҫченĕн кунĕпе саламлани
Хисеплĕ суту-илӳ ĕҫченĕсем, отрасль ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе - Суту-илӳ ĕҫченĕн кунĕпе - саламлатăп!
Суту-илӳ тата общество апатланăвĕ Чăваш Ен экономикин халăх пурнăҫĕн пахалăхне палăртакан тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăраҫҫĕ. Чăваш Енре ку отрасль ҫирĕппĕн аталанать. Республикăра 6,2 пин суту-илӳ тата общество апатланăвĕн 1 пине яхăн объекчĕ ĕҫлет, вĕсенче 35 пин ҫын вăй хурать.
Паян суту-илӳ инфратытăмĕ те лайăх аталанать, суту-илĕвĕн ҫĕнĕ меслечĕсене ҫул параҫҫĕ, фирмăсемпе ярмăрккăсен суту-илĕвĕ вăй илет, хулара тата ялта пурăнакансен тавар туянаслăхĕ пĕр пекленет. Кăҫал ял хуҫалăх продукцине сутмалли вырăнсен шутне ӳстернĕ, автолавкка нумайланнă. Ĕҫ-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕ ҫул-йĕрĕ шутĕнче - республикăри тавар туса кăларакансен продукцине регион тулашне пĕр евĕрлĕ брендпа кăларасси.
Малашне те эсир професси ăсталăхне ӳстерсе, йывăрлăхсене парăнтарса пырасса шанатăп. Ҫирĕп сывлăх, ырлăх, тĕллевсене пурнăҫа кĕртме ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.