Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсен ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсен ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсен хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Уяв ҫамрăк пулин те ĕҫ-хĕлне суйлав йĕркелессипе ҫыхăнтарнă ҫынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Енре тăхăр пине яхăн ҫын тĕрлĕ шайри суйлав комиссийĕсен членĕсем шутланаҫҫĕ. Тĕрлĕ профессипе ĕҫлеҫҫĕ, пурнăҫ ҫине тĕрлĕрен пăхаҫҫĕ пулин те вĕсене ĕҫе чунтан парăнса пурнăҫлани пĕрлештерсе тăрать. Кăҫалхи авăн уйăхĕнче суйлав комиссийĕсен республикăн чылай муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттерме тивет. Суйлав комиссийĕсен ĕҫченĕсен ăсталăхĕ суйлава саккунпа килĕшӳллĕн тĕрĕс, уҫҫăн ирттерме пулăшасса шанатăп.

Сире республика тата ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫленĕшĕн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, ырăлăх, ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                   Олег Николаев

 



27 июля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter