Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут пляжри волейболпа турнир иртрĕ

«РосДорБанк» ПАО парнисене ҫĕнсе илессишĕн Чăваш Енĕн тĕп хулинче пляжри волейболла выляссипе регионсен хушшинчи уҫă турнир иртнĕ. Пĕтĕмпе палăртнă спорт ăмăртăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕнчи 14 регионтан 40 команда хутшăнма кăмăл тунă.
«Волейбол – хăйне евĕр спорт ăмăртăвĕ. Кунта пĕрле ушкăнра пĕрне-пĕри ăнланса выляма пĕлмелле. Спорт ăмăртăвне пирĕн тăрăхра паян йĕркелеме пулăшакансене уйрăммăн пысăк тав. «Спорт – пурнăҫ норми» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырас тесе сахал мар ĕҫлет Чăваш Республики. Эпир хăнасене хамăр тăрăхра кĕтсе илме яланах хавас. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе хăварассипе те курăмлăн ĕҫлесе пыма яланах хатĕр. Халăхăн сывлăхне упраса хăварма май паракан проектсемпе кулленех ĕҫлесе пыратпăр. 2030 ҫулсем тĕлне мĕнпур халăхран 70 процетне спорта явăҫтарма, сывлăха ҫирĕплетме май паракан условисем туса пама та хатĕр. Кун пирки ҫирĕппĕнех калатпăр», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫакнашкал мероприятисене ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине те асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Пĕрне-пĕри хавас кăмăл-туйăм парнелеме, ҫитĕнӳ патне ăнтăлма вăй-хăват та хушнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.
Пляжри волейбол халăхра анлă сарăлнă. Ăна Олимп вăййисен тĕсне те кĕртнĕ. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă Раҫҫй Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитет Председателĕ Анатолий Акасаков. Турнира йĕркелекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, спорт ăмăртăвĕ хăйне евĕр питĕ кăсăклă пулнине те асăнса хăварнă вăл сăмаха ҫавăрса. Ҫулсерен пирĕн тăрăхра спортăн ҫак енĕпе ăмăрту йĕркелесе ирттерме плана кĕртсен те питĕ аван пулассине асăннă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ.
«РосДорБанк» ПАО Правленийĕн Председателĕ Глеб Гурин хăйĕн сăмахĕнче, шăпах та бизнес тытăмĕнче командăра ĕҫлесе пыма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе, спорт ĕҫре ҫитĕнӳсем тума пулăшасса шанса каланă. «Эпĕ питĕ савăнатăп, турнира халăх йышлă хутшăнма кăмăл тунишĕн. Ӳлĕмрен те сире пулăшма, тĕрев пама хатĕр. Спорта хамăрăн ĕҫчешсене явăҫтарма пĕлни те питĕ аван», – тесе каланă сăмаха ҫавăрнă май ертӳҫĕ.
Чăваш Республикинчи волейбол спорчĕн президенчĕ Юрий Кислов турнира ирттерме палăртнă хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă. Раҫҫейре волейбол спортне пуҫарса янăранпа утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 99 ҫул ҫитнĕ.
Сăмах май, спортăн ҫак тĕсне тата та анлăрах аталантарса пыма инфратытăма ҫĕнетсе пырасси пирки курăмлă ĕҫсем тăвассине те шанса палăртнă. «100 ҫул ҫитнине тата та чаплăрах палăртса ирттерессине пурсăмăр та ĕненетпĕр, РосДорБанк пулăшнипе ҫĕнĕ площадка йĕркеленсе каясса шанатпăр», - тенĕ вăл.
Чăваш Енре волейболла выляс текенсем сахал мар, ҫулсерен вĕсен йышĕ ӳссех пырать. Паянхи куна илес пулсан, пĕтĕмпе регионта 33 пин ҫын хастар спорта ҫӳрет, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пырать. Чăваш Респрубликинче пĕтĕмпе 25 спорт шкулĕн бази ҫумĕнче волейбол выляссипе хушма секцисем хута янă. 2021 ҫулта Чăваш Республикин Спорт министерствин 11-мĕш №-лĕ Спорт шкулĕ ҫумĕнче волейбола аталантарма профильлĕ спорт шкулĕ хута кайнă.