«Химпром» предприяти пуласлăхĕ çинчен калаçрĕç
«Химпром» предприяти пуласлăхĕпе, аталану çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев «Оргсинтез ушкăнĕ» пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕпе Сергей Мерзляковпа тата «Химпром» предприяти ертӳçипе Дмитрий Колчинпа йĕркеленӳ тĕл пулура сӳтсе яврĕ. Канашлура палăртса хунă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, хими промышленноçĕн кластĕрне аталантарасси çинчен те сăмах пулчĕ. «Химпром» пуласлăхĕн ыйтăвне татса пама предприяти аталанăвĕн программи пулăшмалла. Хальхи вăхăтра шăпах та çак кирлĕ документа йĕркелес енĕпе тимленине палăртрĕ «Оргсинтез ушкăнĕ» пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ Сергей Мерзляков. Çавăн пекех вăл çĕнĕ кадрсем хатĕрлес ыйту çивĕч пулнине те асăнчĕ. Ку енĕпе тивĕçлĕн ĕçлеме «УПК-21» проекта хутшăнма сĕнчĕ регион ертӳçи Олег Николаев. Асăннă программăпа килĕшӳллĕн республикăри вĕренекенсем шкулта ăс пухнипе пĕр танах хушма пĕлӳ илме пултарĕç. Тĕлпулура çавăн пекех ятарлă инвестици килĕшĕвĕпе водород перекисьне туса кăларас ĕçе мĕнлерех йĕркелесе пыни пирки тата Чăваш Республикин министрсен кабинечĕ «Оргсинтез ушкăнĕ» пĕрлешӳпе тачă çыхăнса ĕçлесе тĕрлĕ килĕшӳ çирĕплетесси çинчен сÿтсе яврĕç.