Хăйăр çинчи турнир
Шыв, хăйăр, мечĕк тата сетка. Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут пляжри волейболпа турнир иртрĕ. Ăмăртăва çĕршыври 14 регионтан 40 ушкăн хутшăнчĕ. Чăваш Енре çак спорт тĕсĕпе 33 000 яхăн çын кăсăкланать. Регионти 25 спорт шкулĕнче волейбол уйрăмĕсем пур. Шăрăх çанталăкра спортзалта мар, уçă сывлăшра çан-çурăма çирĕплетме чылай аванрах. Çумра шыв пулсан пушшех те. Муркаш районĕнчи Константин Никифоров шăпах çапла шутлать. Ыттисем те пляжри волейбола çакăншăнах кăмăлланине иккĕленмест вăл. Пилĕк çул вăл çак спортпа туслă. КОНСТАНТИН НИКИФОРОВ: «Пляжри волейбола выляма йывăртарах, мĕншĕн тесен кунта икĕ çын кăна лапамра, классика волейболĕнче ултă çын. Çавăнпа пляжри волейболта икĕ выляканăн та пĕр шайра пулмалла». Йывăрлăх хăратмасть пляжри волейбола кăмăллакансене. Кунта ытларах пуçпа ĕçлемелле, шутламалла, пĕрне пĕри пулăшмалла, ахаль волейболта вара вăй-хăват, хăвăртлăх тĕп вырăнта. Ăмăртăва «РосДорбанк» пĕрлешӳ пулăшнипе йĕркеленĕ. – Çĕнĕ енлĕ ăмăртусем пирĕн патĕнче ирте пуçлани, паллах, пирĕн спорт аталану шайĕ çитĕнсе пынине пĕлтерсе пырать. Кăçал калас пулать ĕнтĕ, пирĕн Раççей шайĕнчи ăмăртусем самаях нумай. Çав нумай ăмăртусем иртекен шутне пляжра иртекен те, волейбол та кĕни, ман шутпа, пирĕншĕн пысăк çитĕнӳ тата ачасем валли самаях хавхалану. Пляжри волейболпа Чăваш Енре 33 000 кăсăкланать. Ку спорт тĕсĕпе республикăра çулла кăна выляма пулать. Çакна шута илсе çывăх вăхăтра пляжри волейбола аталантарма çĕнĕ объектсем хута кайĕç.