Олег Николаев Химпромӑн пуласлӑхне предприятийĕн ҫӗнӗ ертӳлӗхӗпе сӳтсе явнӑ

Олег Николаев Химпромӑн пуласлӑхне предприятийĕн ҫӗнӗ ертӳлӗхӗпе сӳтсе явнӑ

 Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Группа Оргсинтез»  тулли мар яваплă обществăн председателĕпе Сергей Мерзляковпа тата «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕпе Дмитрий Колчинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем палăртса хунă инвестициллĕ проектсем пирки канашланă, хими промышленноҫ кластерне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  

«Палăртнă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма Чăваш Республикин Правительстви яланах тĕрев пама хатĕр.  Ҫĕнĕ Шупашкар территорийĕнче хăйне евĕр экономика зонине йĕркелесе ярас ĕҫе вĕҫлесе пыратпăр.  Унта шăпах та, тĕп резидентсенчен пĕри – «Химпром» шутланать.  Ҫу вĕҫленнĕ тĕле, ятарлă статуса тивĕҫессе те пĕлсех тăратпăр.  Ку вара, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫсенче сахал мар витĕм кӳме пултарайрать», - тенĕ Олег Николаев.  

Предприятийĕн планне пурнăҫа кĕртме республика Правительстви кӳлĕнме хатĕррине хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  Пулăшу пама кирлĕ пек мĕнпур инструментсене те шырама хатĕррине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Группа Оргсинтез» ООО директорсен канашĕн председателĕ Сергей Мерзляков хальхи вăхăтра предприятине аталантарассипе ҫыхăннă программа йĕркелессипе ĕҫ-пуҫ хĕрӳ пынине пĕлтернĕ.  Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырсан, чӳк уйăхĕн тĕлне ĕҫе пуҫарса яма та май килессине асăннă вăл сăмаха малалла тăсса. Сăмах май, кадр ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.  «Предприятийĕн пысăк пуласлăх пуррине курсах тăратпăр.  Апла пулсан, кирлĕ пек мĕнпур специалистсене упраса хăварма тăрăшатпăр тата та хăшĕ-пĕрисене кирлĕ пулсан, явăҫтарăпăр.  Заводра специалистсем ҫителĕксĕр пулни куҫ кĕретех.  Тепĕр тесен, хăшĕ-пĕрисене професси пĕлĕвне ӳстерсе пырассипе те тĕллевлĕн ҫителĕксĕр ĕҫлени сисĕнкелет», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «УПК-21 – Вĕренӳ производствин классĕсем» проект пирки чарăнса тăнă.  Шкул ҫулĕсенчех яш-кĕрĕме професси пĕлĕвне илме кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе пама тăрăшсан аван пуласса та асăннă вăл.  Ҫĕнĕ Шупашкарти Химипе механика техникумĕнче ятарлă уйрăм пуррине, унта шăпах та, професси пĕлĕвне илме Центр тĕллевлĕ ĕҫленине каланă вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитет Председателĕ Анатолий Аксаков  хăйĕн сăмахĕнче Ҫĕнĕ Шупашкар аталанăвĕшĕн   Химпром пысăк пĕлтерĕшлĕ яланах пулнине асăннă.  Апла пулсан, ӳлĕмрен те хулан социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырас ĕҫре предприяти кирлĕ пек проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлессе шанса каланă.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Петербургра иртнĕ экономика форумĕ пирки те сăмахланă. Перекис водород производствине хута ярассипе  инвестициллĕ контракта пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă, унти хăш-пĕр ыйтусене  тишкернĕ.  Форум ĕҫĕнче «Группа Оргсинтез»  акционерсен обществипе Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ хушшинче ĕҫлĕ килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнĕ, тĕлпулу вăхăтĕнче килĕшĕве тĕпе хурса пурнăҫланакан ыйтусем пирки сăмахланă, вĕсене пурнăҫа кĕртме плана  сӳтсе явнă.      

 ПАО «Химпром» хăйне евĕр ҫав тери пысăк калăпăшлă предприяти.  Предприяти пĕтĕмпе 150 тĕрлĕ тавар тирпейлесе кăларать.  Вĕсен таварĕсем Раҫҫейре те анлă сарăлнă.  Пурĕ предприятинче 3700 ҫынна яхăн тăрăшать.  Виҫĕ ҫул хушшинче предприяти сахал мар ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртнĕ.  Калăпăр, хальхи вăхăтра ҫулталăкне 50 000 тонна перекиса водород  тирпейлесе кăларма май паракан производствăна пурнăҫа кĕртессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.  



25 июля 2022
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter