Шупашкарта РосДорБанк волейбол площадкине тума палăртать

Шупашкарта РосДорБанк волейбол площадкине тума палăртать

  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «РосДорБанк»  ПАО Правленийĕн Председателĕпе Глеб Гуринпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче спорт объекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă.  Тĕпрен илсен, вĕсем Чăваш Республикин тĕп хулинче волейбол плошадкине тума палăртасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. 

«Волейбол инфратытăмне аталантарас проектсене эсир хутшăнма кăмăл тунăшăн эпир савăннă ҫеҫ пулăпăр, палăртнă ĕҫсенче шăпах та, сирĕн шанчăклă партнер прлса тăма та хавас», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Кун пек проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе регионăн паха ĕҫ опычĕ те пур.  Пĕлтĕр ҫеҫ  «Промсвязьбанк» ПАО Шупашкарта залив хĕрринче урамра баскетболла выляма ятарлă Центр хута ячĕ.

«РосДорБанк» ПАО Правленийĕн Председательне Глеб Гурина регион Пуҫлăхĕ «Спартак-Чувашия» хĕрарăмсен волейбол командине витĕм кӳнĕшĕн тата Шупашкарта регионсен хушшинчи пĕрремĕш турнира - пляжри волейбол ирттерме тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. 

«Профессильлĕ спорта витĕм кӳрессипе пирĕн ҫакнашкал ĕҫ пуҫласа иртет.  Турнира ирттерессипе хăш-пĕр проектсене пулăшу пама та тинех ĕҫе тытăнтăмăр. РосДорБанк  спорта юратакансене пулăшу пама хатĕр.  Хамăрăн ĕҫчешсене, халăхăн сывлăхне ҫирĕплетме витĕм кӳрекен проектсем шăпах та пирĕншĕн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăраҫҫĕ те.   Эпир Шупашкарта пуҫарса янă ĕҫ, пуласлăхра тата та чаплăрах проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшассине шансах тăратпăр», - тесе каланă  «РосДорБанк» Правленийĕн Председателĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, транспорт инфратытăмне май паракан проектсем пирки те чарăнса тăнă.   Банка ҫавăн пекех технопарк тума хутшăнакансене кредит парса пулăшма  май пуррипе е ҫукки пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Ҫĕнĕ Шупашкарта ятарлă экономика зонинче те ĕҫлекенсене валли тĕрев пулсан аван пулассине асăннă, ҫитес уйăхра кунта та кирлĕ пек йышăнăва пăхса тухма палăртнине хыпарланă.



25 июля 2022
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter