Чӑваш Ен Правительствипе ДНР Правительстви пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси пирки ыйтусене сӳтсе явнă

Чӑваш Ен Правительствипе ДНР Правительстви пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси пирки ыйтусене сӳтсе явнă

Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ ДНРта ĕҫлĕ визитпа пулнă май, паянхи пурнăҫ таппишĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе документсене алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Шупашкар хулипе Торез хули хушшинче юлташла ҫыхăнусем сарăласси те куҫ кĕретех, килĕшĕве алă пуснă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Донецкри наци техника университечĕ хушшинче те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пыма май паракан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

«Эпир ҫу уйăхĕнчен пуҫласа тачă ҫынăну тытса ĕҫлесе пыма пикентĕмĕр.  ДНР предприятийĕсемпе Чăваш Республикинчи промышленноҫ предприятийĕсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнĕ. Электротехника кластерне вăй илтерсе пырассипе те курăмлă ĕҫе кӳлĕнни куҫ кĕретех.  Паянхи куна калас пулсан, чылай ыйтăва уҫăмлатнă.  Ҫитес вăхăтрах Донецк тата Торез электротехника завочĕсем хăйсен таварĕсене тирпейлесе кăларма тытăнĕҫ, халăх патне илсе ҫитересси те часах.  Вĕсен таварĕсем ДНР хуҫалăхĕсемшĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

ДНР Правительствин Председателĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Солнцев  хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăҫ таппинче халăха ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтересси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Ĕҫ пулсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пырасси куҫ кĕретех. Сăмах май, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫĕнĕ производство ĕҫлесе кайĕ. Хваттерсене, заводсене, электричество тытăмне трансформаторсемпе тивĕҫтерме ятарлă таварсем калăпланса тухĕҫ», –  ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин промышленноҫ тата энергетика министрĕ Александр Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче, ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тĕлĕшпе алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса ятарлă план пăхса тухса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  «Хальхи вăхăтра, предприятисене мĕн кирли пирки хыпарсене туллин пухнă.  Хăш-пĕр хатĕрсем ҫителĕклĕ таранах.  Электротехника хатĕрĕсене тирпейлесе кăларма май паракан производство ĕҫне пуҫарса яма тăрăшмалла.  Электроэнерги пайне ҫĕнетсе улăштарса пымалла», – тепĕр хут асăнса хăварнă ведомство ертӳҫи. Сăмах май, Чăваш Енĕн предприятийĕсен потенциалĕ пирки те чарăнса тăнă.  Донбасра арканнă промышленноҫа вăй илтерсе пыма Чăваш Ен предприятийĕсем хатĕр пулнине те  каланă ведомство ертӳҫи. Чи пахи – машинăсем калăпласа кăларасси, хими, ҫăмăл промышленноҫ пайне вăй илтерсе пырасси.  Объектсене кирлĕ алăксем туса кăларассипе те предприятисем ҫине тăрсах ĕҫлеме хатĕррине хыпарланă министр. 

«Инфратытăм анчах мар, пурăнмалли ҫурт-йĕрсем те тĕпрен арканса пĕтнĕ, тăшман пĕтĕмпех ҫапса аркатни куҫ кĕретех.  Хутса ăшăтмалли тытăма вăй илтермелле, чӳречесене, алăксене кулленех калăпласа кăлармалла.  РФ Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин  ҫӳлерех асăннă ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тытать,  вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн кашни ырми-канми вăй хурать. Чăваш Республики те ытти регионсем пекех палăртнă тĕллевсене пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлет.  ДНР территорйĕнче производствăсем хута ярас ĕҫе пуҫарса яма хатĕр республика, май пур таран, хамăр патĕнче тирпейленсе тухакан таварсене тӳрремĕнех ДНР тăратма  тен тытăнăпăр», – каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

ДНР Правительствин Председателĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Солнцев  хăйĕн сăмахĕнче ДНРта алăксем тирпейлесе кăларассипе тимлекен предприятисене хута ярсан аван пуласса асăннă.  Енчен те предприятисем ĕҫлесен, шкулсемпе ача сачĕсене валли кирлĕ пек мĕнпур шкул хатĕрĕсем пуласса асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.   

«Пирĕншĕн уйрăмах лайăх, енчен те предприятисем хамăр тăрăхра ĕҫлесе вăй илсе кайсан.   Тĕрлĕ хатĕрсем тирпейленсе тухĕҫ, ҫуртсем тума та майсем пулĕҫ.  Механизма лайăх ăнланса илмелле, пĕр-пĕр япалана тирпейлесе кăларма мĕн-мĕн кирлине те ҫирĕп йĕрке туса шута илсе хăвармалла», – тесе каланă  Чăваш Енре промышленноҫ кластерне витĕм кӳрессипе ĕҫлекен Ассоциацийĕн председателĕ Андрей Марушин

Хими промышленноҫ ыйтăвĕсене хускатнă май, Александр Кондратьев ял хуҫалăхĕнче усă курăнакан таварсем пирки чарăнса тăнă. Пестицидсем тирпейлесе кăларма май паракан производство ĕҫне пуҫарса ярсан та вырăнлă пуласса асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Чăваш Республикинче «Август» предприяти питĕ анлă сарăлнă. Ăна пĕлменни ҫук тесен те йăнăш мар пулĕ. Вĕсен таварĕпе ҫĕршывĕпех усă кураҫҫĕ.  Енчен те таварсем сирĕншĕн кăсăклă пулсан, вĕсем тачă ҫынăну тытса ĕҫлеме те хатĕр сирĕнпе», – тесе ырă хыпара каланă министр.

ДНР Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви «Лента» АО ĕҫĕпе кăсăкланнă, вĕсен таварĕсем те паха пулнине асăннă.  Донецк наци техника университечĕпе Чăваш патшалăх университечĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Аслă шкулăн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, пуласлăхра пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени, паха специалистсене хатĕрлесе кăларма витĕм кӳрессине палăртнă. Тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать те. Специалистсем пулсан, заводсенче, предприятисенче ĕҫлекенсем пулаҫҫĕ, таварсем те тирпейлесе тухасси часах пулĕ. 

ДНР вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Михаил Кушаков вĕрентӳ тытăмĕнче пурлăхпа техника бази тĕпрен пĕтнине хыпарланă. «Аслă шкулсем уйрăмах пысăк йывăрлăха тӳсеҫҫĕ.  Строительство тытăмĕ валли паха специалистсене хатĕрлесе кăлармалла.  Объектсене тума профессионалсем кирлĕ, апла пулсан кадр ыйтăвĕсемпе те ҫине тăрсах тăрăшма тивет», – тенĕ ведомство ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ.    Торез хулинче ачасене валли  интерната модернизацилесен те вырăнлă пуласса палăртнă вăл.       

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Правительстви ҫурла уйăхĕн 12-25-мĕш кунĕсенче пултаруллă ачасен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма май паракан «Эткер» бази ҫумĕнче регионти помышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле  Донецк тата Торезск заводĕнче вăй хуракансен ачисене канма, 40 ҫамрăкăн сывлăхне ҫирĕплетме кану йĕркелеме йышăннă. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Русский Центр» общество организацийĕпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ыйтусене те хускатнă.  Организацийĕн директорĕн ĕҫĕсене пурнăҫлакан Елена Евсеева хăйĕн сăмахĕнче, иртнĕ эрнере наукăпа техника центрĕнче тăрăшакансем ĕҫлĕ канашлу йĕркелесе ирттернине пĕлтернĕ.  Вăл ĕҫе Шупашкарти наци вулавăшĕнчен те, Гайдар ячĕпе хисепленсе тăракансен центрĕнче вăй хуракансем те хапăл тусах хутшăннине хыпарланă. Пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пырасси пирки канашланă, ĕҫлĕ килĕшĕве ҫирĕплетес пирки те калаҫса килĕшнине пĕлтернĕ вăл.

Сăмах май, ДНРта  Чăваш Енĕн ҫичĕ артисчĕ пиллĕк концерт лартса пама плана кĕртнĕ, ятарлă ҫар операцине хутшăнакансене савăк кăмăл-туйăм парнелеме килĕшнĕ.        



26 июля 2022
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter