Чӑваш Енре хутса ӑшӑтмалли ҫĕнĕ тапхăра хатӗрленеҫҫӗ

Чӑваш Енре  хутса ӑшӑтмалли  ҫĕнĕ тапхăра хатӗрленеҫҫӗ

 Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенче пĕри 2022/23 ҫулсенче хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси.  Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Максимов тĕплĕн каласа кăтартнă. Котельнăйсене, сетьсемпе станцисене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене республикăра вăтамран 59,9% пурнăçланă.

Пĕтĕмпе республика территорийĕнче 948 котельнăй шутланать.  Вĕсем пĕтĕмпех социаллă сферăри объектсене хĕллехи вăхăтра ăшăпа тивĕҫтерсе тăраҫҫĕ.  Вăтамран калас пулсан, хутса ăшăтма май паракан котельнăйсене вырнаҫтарса лартнăранпа 19 ҫул та иртнĕ, пур ҫавăн пек хăш-пĕр котельнăйсем  - вĕсем 29 ҫултан та иртнĕ.   Планпа пăхса хунă тăрăх, мĕнпур котельнăйсенчен 569-ше тĕпрен ҫĕнетсе юсав ĕҫĕсене туса ҫитернĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ, мĕнпур ĕҫсенчен ҫакă 60 процентпа танлашать.

Пурĕ хутса ăшăтмалли тапхăрта усă курăнакан сетьсен тăршшĕ 975,1 ҫухрăма тăсăлать. Планпа пăхса хăварнинчен 554,3 ҫухрăм тăсăлса выртакан сетьсене тĕпрен юсаса, кирлĕ пек ĕҫлеме май паракан туса ҫитернĕ, 7,8 ҫухрăм сетье тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Юрăхсăра тухнисем, кивелсе ҫитнисем те ҫук мар-ха, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 23,1 ҫухрăм тăсăлса выртать.    

Шыв сечĕсем пĕтĕмпе республикăра 3500,3 ҫухрăм шутланаҫҫĕ, хĕллехи тапхăрта 32086,1 ҫухрăм выртакан шыв пăрăхĕсемпе усă кураҫҫĕ. Хальхи вăхăтра 24,4 ҫухрăм тăсăлса выртакан сетьсене  ҫĕннипе ылмаштарнă, вăл мĕнпур палăртса хунă виҫерен 71,6 процент шутланать.

Хĕллехи тапхăр валли электричество сечĕсене те тĕпрен юсаса ҫĕнетсех пыраҫҫĕ.  Ку тĕлĕшпе палăртса хунинчен 67,9 процентне юсаса ҫĕнетнĕ.

Коммуналлă хуҫалăхри объектсене хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе хĕрӳ тăрăшаҫҫĕ.  Вăтамран ку ĕҫсене 59,9 процента ҫити тĕпрен юсаса ҫитернĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ.     

Республикăра пур ҫавăн пек объектсем, вĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесех ҫитереймен.   Ҫакнашкал объектсем Йĕпреҫре, Сĕнтĕрвăрринче, Ҫĕмĕрлере, Ҫĕрпӳре. Ку асăннă районсенче палăртса хунă планран, чылай сахалтарах пулни куҫ кĕретех.  

Лайăх ĕҫлесе пыракан районсемпе хуласем те пур. Вĕсем: Улатăрсем, Элĕксем, Патăрьелсем, Каҫал енсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Шăмăршăсем, Тăвайсем тата Улатăр хули.   

Ҫурт-йĕр фондне хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе хĕрӳ  тăрăшаҫҫĕ. Ку енĕпе те хăш-пĕр йывăрлăхсем пур, вĕсене  татса парассишĕн ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ ятарлă специалистсем.  

Ҫуртсен ҫивĕттисене юсаса ҫĕнетессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ строительство пайĕнче тăрăшакансем. Пĕтĕмпе 23,6 пин тăваткал метр чухлĕ ҫуртсен ҫивĕттисене ҫĕнетсе улăштарнă, ҫуртсенче шалти ĕҫсене те сахал мар пурнăҫланă.

 Пĕтĕмпе  республикăра нумай хваттерлĕ ҫуртсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕррине ҫирĕплетекен паспорта 159 парса тивĕҫтернĕ, ку палăртса хунă ҫуртсенчен 3,2 процент чухлĕ пулать. Пĕтĕмĕшле хĕллехи тапхăра валли 4936  нумай хваттерлĕ ҫурта тĕпрен юсаса, хутса ăшăтмалли тапхăра валли хатĕрлесе ҫитерме плана кĕртнĕ.  

Ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхпа ĕҫлекен предприятисемпе организацисем хутса ҫунтармалли топлива таврашне ҫĕр процента ҫити хатĕрленĕ.  Уголь таврашне те ҫителĕклĕ калăпăша тивĕҫтерес тесе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ специалистсем.  Хăш-пĕр предприятисем запас таврашне те ҫителăклĕ таран хатĕрлесе ҫитереҫҫĕ.   Республикăра резерв ҫителĕклĕ. Пурĕ 501 энергипе тивĕҫтерекен объект пур, паллă, вĕсем резерв шутланаҫҫĕ.

Владимир Максимов хăйĕн сăмахĕнче тепĕр ҫитменлĕх пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă,  вĕсем пирки кĕскен каласа хăварнă.  Энергоресурссемпе усă курнăшăн хăш-пĕр организацисен парăмсем пухăнса кайнă. Вĕсене те вăхăтра парса тивĕҫтерессипе ҫине тăрсах ĕҫлеме тăрăшмаллине чĕнсе каланă Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕмен вăхăтлăх пурнăҫлакан.  Кĕсен калас пулсан, пĕлтĕрхипе танлаштарас пулсан, пур-пĕрех парăмсем кăштах чакни сисĕнет, кăтартăва пăхас пулсан, ытти чухнехинчен 13,44 процент пĕчĕкленнĕ.  2022 ҫул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм виҫи 2 260,6 млн танлашать.  

Парăмсене вăхăтра парса татас ыйтăва Чăваш Республикин Правительстви кулленех ҫирĕп тĕрăслевре тытать. Энергоресурссемпе усă курнăшăн май пур таран, парăмсене вăхăтра татса пыма чĕнсе каланă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Мĕнпур палăртса хунă мероприятисене комплекслă пурнăҫласа пĕтерсен, пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр пулнине ҫирĕплетекен документа алă пусса ҫирĕплетеҫҫĕ, муниципалитет пĕрлешĕвĕсене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕррин паспорчĕсене парса тивĕҫтереҫҫĕ.  



26 июля 2022
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter