Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Донецк Халӑх Республикин Пуҫлӑхӗпе Денис Пушилинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Донецк Халӑх Республикин Пуҫлӑхӗпе Денис Пушилинпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Инкеке  тӳснĕ хыҫҫăн, Донбас инфратытăмне ҫĕнетсе экономикăна ура ҫине тăма пулăшасси пирки  икĕ ен ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче паха ĕҫ опытне пĕрле пайлассине шантарсах каланă.  Маларахри тапхăрта профильлĕ министерствăсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа ДНР сумлă делегаци те килсе кайнă пулнă.  Ун чухне шăпах та, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки  калаҫса татăлнă.

Кăҫал ҫар операцийĕ пуҫланнăранпах, Чăваш Республики Раҫҫейри ытти регионсем пекех инкек тӳснĕ республикăсене май пур таран тĕрев парса пулăшса пынине асăннă сăмаха пуҫланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Республикăн хăйне евĕр паха ĕҫ опычĕ пур.  Калăпăр, ытти регионсенчен республика промышленноҫ пайĕ вăйлă аталанса пынине уйрăлса тăрать тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Тепĕр тесен, пирĕн хăш-пĕр предприятисене тĕнчипех лайăх пĕлеҫҫĕ, электротехника кластерĕ ытти субъектсемшĕн тĕслĕхре.

«Кĕске вăхăт хушшинчех икĕ завода хута яма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ таран хатĕрлесе ҫитернĕ. Донецкри электротехника завочĕ тата Торезский электротехника завочĕ.  Енчен те палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, халăх валли хушма ҫĕре яхăн ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет.  Таварсене те пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, пысăк калăпăшпа тирпейлесе кăларма май килсе пырĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вăл.    

Палăртса хунă тăрăх, предприятийĕн тупăшĕ вăтамран 500 млн кая мар пуласси те куҫ кĕретех имĕш.

Тепĕр пысăк проектсенчен пĕри – алăксем, чӳречесем тирпейлесе кăларма май паракан ҫĕнĕ йышши предприятисем хута ярасси. Палăртма кăмăллă, Раҫҫейри мĕнпур таварсенчен 33 проценчĕ ытла Чăваш Енре калăпланса тухать.  Ку таварсем паянхи пурнăҫ таппинче уйрăмах пысăк вырăн йышăнаҫҫĕ, арканса пĕтнĕ инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма, пурăнмалли ҫурт-йĕрсене хута ярас ĕҫре те сахал мар усă курăнать.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Йывăрлăха  тӳснĕ республикăри ĕҫсемпе тĕплĕн паллашма ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă. «Пирĕн предприятисемпе организацисен ертӳҫисем сирĕн ĕҫчешсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлеҫҫĕ.  Йывăрлăхсене сирсе ярассипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Пуласлăхри плансем те пысăк, трактор таврашне те республикăна илсе ҫитерме тĕллев лартаҫҫĕ ертӳҫĕсем.  

Сăмах май, пирĕн тăрăхран кайнă ĕҫлĕ ушкăнăн тĕп тĕллевĕ,  май пур таран кĕске вăхăт хушшинче арканнă инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма витĕм кӳресси.  Пĕр сăмахпа каласан, кирек епле ĕҫре те хăвăртлăх тата пахалăх текен ăнлавсем малти вырăна тухса тăмалла. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Промышленноҫ пайĕнче тирпейленсе тухакан таварсен пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Вĕсем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пыма часах витĕм кӳрĕҫ. Тепĕр тесен, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленеҫҫĕ, пурнăҫ условийĕ лайăхланса пырасси те ун чухне часах», – тесе каланă Олег Николаев.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Донбаспа Чăваш Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну ҫар операцийĕсем пуҫланичченех йĕркеленсе кайнине асăннă.  Пирĕн республикăна 2014 ҫултан пуҫласа сусăрсем Горловкăран тата ДНР ытти районĕсенчен тăтăшах сипленме, реабилитаци тухма килнĕ.  Тепĕр тесен, ачасем хăйсен канăвне пирĕн республикăра ирттерме те кăмăлланă. Вĕренме те вĕсене валли хăтлă условисем пулнă.  ДНР Пуҫлăхĕ Денис Пушилин хăйĕн сăмахĕнче, тăшмансем кирлĕ пек чи лайăх инфратытăма тĕпрен аркатнине хыпарланă.  Энергетика тытăмĕнче те курăмлă ĕҫсем туса пымалли чылай тесе пĕлтернĕ вăл.

«Ҫар операцийĕсем хальлĕхе пыраҫҫĕ. Пур-пĕрех социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерсе аталантарса пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшма тивет. Предприятисен ĕҫĕсене пуҫарса ямалла, халăха ĕҫпе тивĕҫтермелле, пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла.  Раҫҫей Федерацийĕнчи мĕнпур регионсем хапăл тусах инкек тӳснĕ республикăна пулăшма хатĕр. ДНР тĕпрен ҫĕнетсе ырă пурнăҫа йĕркелесе ярассишĕн кашни ҫине тăрсах ĕҫлет.   Сирĕн паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, промышленноҫ пайне вăй илтерсе пыма тăрăшăпăр.  Пуласлăхра шансах тăратпăр, пĕрле пĕр-пĕринпе килĕштерсе курăмлăн ĕҫлесе пырассине.  Ку пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те»,  – тенĕ ДНР Пуҫлăхĕ.   

Донбасра пурăнакансем ĕҫе кӳлĕнме хатĕр. Гуманитари пулăшăвне кăна кĕтсе лармаҫҫĕ. Хăйсем те хапăл тусах, кирек-епле  ĕҫе  те хутшăнаҫҫĕ.  Производствăсем йĕркеллĕ ĕҫлесе кайсан, арканнă объектсене те ҫĕнĕрен хăпарса лартма авантарах пулĕ.

«Эпир сирĕнпе пĕрле халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе, вĕсене май пур таран пулăшасси пирки кулленех шутлатпăр.  Ĕҫлетпĕр, аталанатпăр, хамăрăн Пысăк Раҫҫей пуласлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пырăпăр», – тесе каланă Денис Пушилин.  Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те сӳтсе явнă, кирлĕ пек ҫирĕп йышăнусем туса хăварнă.  Палăртма кăмăллă, ҫак кунсенче чăваш эстрада ҫăлтăрĕсем ДНРта хăйсен юрри-кĕввине ятарлă  ҫар операцине хутшăнакансем патне илсе ҫитерĕ, савăк кăмăл-туйăм парнелĕ.  Кун пирки ырă хыпара каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ҫичĕ артист хапăл тусах республикăна ҫитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл тунă.

ДНРта Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ электротехника заводĕнче пулĕ,  Шупашкар хулипе Торез хули хушшинчи туслăха тытса пырассипе те ĕҫ хутне алă пуса ҫирĕплетесси программăра пур.  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Донецкри наци электротехника университечĕ те ĕҫлĕ ҫынăнăва сарма пулăшакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетĕҫ.  Донбаса ирĕке кăларма пулăшнă паттăрсене асăнса Чăваш Ен делегацийĕ ятарлă монумент умне самантлăха шăплăха тытса чечексем хурĕ.  



26 июля 2022
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter