Пулăшма хатĕр
Регион ертӳçи Олег Николаев Донецк Халăх Республикинче ĕçлĕ çул çӳревре. Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессине, пĕр-пĕрин паха опытне усă курассине сӳтсе яврĕç вĕсем. Кĕске вăхăтрах икĕ завод хута яма вĕçех хатĕр. Донецк тата Торез электротехника предприятисенче çĕр çынна ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулать. Чи пĕлтерĕшли вара – Донецк халăх республикинчех кирлĕ продукци кăларма май пур. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Донецк халăх республикин ертӳçипе Денис Пушилинпа тĕл пулса сӳтсе яврĕ. Ĕçлĕ хутшăнусене аталантарасси, экономикăпа тата шар курнă инфратытăма çĕклесси. Тĕл пулура тĕрлĕ ыйтăва мала кăларчĕç. Чăваш Республики – промышленность регионĕ. Электротехника кластер предприятисем çирĕппĕн аталанса пыраççĕ. Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Донецк халăх республикинчен эвакуациленĕ. Ятарлă çар операци пуçлансан Раççейри кашни регион Донецка пулăшма тăрăшать. Чăваш Ен те айккинче юлмарĕ. Электротехника производствипе пĕрлех Чăваш Республики алăк тата чӳрече кăларассипе те пулăшма хатĕр. Çуртсене, предприятисене, инфратытăма çĕклеме кирлĕ çак производствăна йĕркелени. Палăртмалла, Чăваш Республикинче çĕршыври алăксен 33 процентне хатĕрлеççĕ. Тракторсемпе тивĕçтерме те май пуррине каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев