Чӑваш Ен пулӑшнипе Донецк тата Торезск электротехника завочӗсем ҫулталӑкра 30 яхӑн подстанци тума пултарĕҫ

Чӑваш Ен пулӑшнипе Донецк тата Торезск электротехника завочӗсем ҫулталӑкра 30 яхӑн подстанци тума пултарĕҫ

Кун пирки Донецк тата Торезск электротехника завочĕсенче ĕҫлĕ визитпа пулнă май паллă пулнă.  Чăваш  Енĕн сумлă делегацийĕн  йышне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Рспубликин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев, «ЧЭАЗ» АО генеральнăй директорĕ Алексей Ильбеков кĕнĕ.

«ЧЭАЗ специалисчĕсем мĕн туса пулăшмаллин планне лайăх курса тăраҫҫĕ.  Пирĕн ĕҫе пĕр икĕ-виҫĕ уйăх хушшинче тĕпрен пурнăҫа кĕртсе пĕтерме тăрăшмалла.  Пĕрремĕш таварсене калăпласа кăларма пуҫламалла.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – заводсене хута  яма пулăшу парса пулăшасси.  Халăхăн ĕҫлемелле, пурăнма хăтлă условисем йĕркеленмелле.  Торезск тата Донецк электротехника завочĕсем коорпорацинче тимлемелле.  ДНР территорийĕнче анлă сарăлса вăй илсе пыма тăрăшмалла», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Енрен киле ҫитнĕ сумлă делегаци юсамалли  ĕҫсен калăпăшне курса хакланă.  Программăна тĕпе хурса, ҫирĕп йĕркепе ĕҫсене пурнăҫласа пырасси пирки ыйтăва тарăн сӳтсе явнă.   Килĕшĕве те хăй вăхăтĕнче алă пуса ҫирĕплетнĕ, ăна тĕпе хурса планпа килĕшӳллĕн объектсене пурнăҫа кĕртсе пыма  тĕрев парасси ыйту та кун йĕркинчех тăнă.  Аса илтерсе хăваратпăр: Чăваш Республикин Промышленноҫ министерствипе ДНР Минпромторгĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки  документа ҫĕртме уйăхĕнче алă пуса ҫирĕплетсе хăварнă.  Тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларма май паракан производствăсем уҫасси ыйту та пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  ДНР электричествăпа тивĕҫтерекен объектсене тĕпрен ҫĕнетсе хута ярса пымалла. «ЧЭАЗ» АО, Донецк тата Торезск электротехника завочĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки килĕшĕве ҫирĕплетнĕ.  

ДНР Правительствин Председателĕн ҫумĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Ежиков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин делегацине пысăка хурса хакланă. Пысăк тавра курăмлă ертӳҫĕсене хăйсен патне килме кăмăл тунăшăн мухтаса  тав сăмахĕсем каланă.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, ҫĕршывăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине тата та вăйлăрах аталантарса пыма витĕм кӳрессе те шанса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пурнăҫа кĕрсе пырсан, малашне те ҫакăн евĕр паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма тăрăшмаллине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Килĕшĕве тĕпе хурса предприятисем ĕҫе хастар кӳлĕннĕ, таварсен калăпăшне ӳстерсе ДНР кирлĕ пек таварсем тирпейлесе кăларассипе те ырми-канми тăрăшаҫҫĕ пысăк профессионалсем.  Чи пахи – заводра ĕҫлекенсем пурри.  Территорисем те ҫук мар, вĕсене сарса тата та хăватлăрах ĕҫлесе пырассишĕн тăрăшмаллине асăннă ертӳҫĕсем. «Пуласлăх пысăккине те ĕненетпĕр, ĕҫлемелли сахал мар.  Чи кирли электричество подстанцийĕсене ĕҫлеттерсе ярасси»,  тесе каланă «ЧЭАЗ»  АО генеральнăй директорĕ Алексей Ильбеков.  Сăмах май, паянхи куна калас пулсан, ДНР промышленноҫпа суту-илӳ министерствипе килĕшĕве тĕпе хурса заказсем  тума та  хатĕрленнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Малалла вара промышленноҫа аталантарассипе тимлекен фондпа кирлĕ пек ятарлă хатĕрсене те туяннине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Ĕҫлĕ визитпа ҫӳренĕ май, «ЧЭАЗ» АО представителĕсем ДНР энергообъекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕрев пама хатĕррине пĕлтернĕ.   Паянхи куна калас пулсан, ДНР конструкцисене хатĕрлеме витĕм кӳрекен ĕҫ хучĕсене панине асăннă ЧЭАЗ ертӳлĕхĕ.  Ҫу вĕҫлениччен мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене тĕпрен вĕҫне хĕрне ҫитерме палана кĕртсе хăварнă.  Планпа килĕшӳллĕн производство ĕҫне ҫурла уйăхĕн вĕҫĕнче е авăн уйăхĕн пуҫламăшĕнче кăҫал пурнăҫа кĕртме план туса йышăнса хăварнă.

Электричество подстанцийĕсене тĕпрен хута ямалла.  ДНР электросеть хуҫалăхне аталантарса вăй илтерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  Хăй территорийĕнчех таварсене тирпейлесе кăларни питĕ вырăнлă пуласса шанса каланă ерӳҫĕсем. Ытти регионсенчен илсе килесси – тăкаклă пулма пултарасса  асăннă вĕсем.   Тĕрлĕ таварсене тирпейлесе кăларассипе хĕрӳ ĕҫсем пуҫлансса хыпарланă Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Алекандр Кондратьев сăмаха малалла тăснă май.

Торезск электротехника завочĕн директорĕ Игорь Неваленный хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ хучĕсене пирĕн енчен туллин тивĕҫнине ҫирĕплетсе каланă.  «Енчен те укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса пама тӳр килсен, тӳрех таварсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫе пуҫарса ярăпăр», – тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май. Кунсăр пуҫне «ЧЭАЗ» АО электротехника таварĕсене кирлĕ пек чухлĕ хатĕрлесе кăларма шантарать. ДНР ҫӳлерех палăртнă заводсене  предприятисем кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене  куҫарса пама, юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама, чи кирлĕ объектсене ҫĕклесе лартма витĕм кӳме  пикенет.    

Пĕрремĕш подстанци чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕҫлесе каясси те куҫ кĕретех.  Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, тупăш пайĕ 500 млн кая пулмалла мар тесе палăртаҫҫĕ специалистсем.  Производство ĕҫлесе кайсан, халăх валли ҫĕнĕ 100 вырăн йĕркеленесси те паллă.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.   

«ДНРта кăмрăк кăларассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ.  «ДЭТЗ» ĕҫне пуҫарса яни чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать республикăшăн. Шăпах та, ку тĕлĕшпе активлăрах ĕҫлесе пымалла. ДНР социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырассинче те ҫак производствăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Тепĕр тесен, халăха та ĕҫпе тивĕҫтерме аван. Ҫынсене валли ĕҫ вырăнĕсем тупăнсан, пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пырасси куҫ кĕретех.  Заводсене ура ҫине тăма пулăшакан Чăваш Енĕн предприятийĕсем ДНР социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăй илтерсе витĕм кӳрессине те пурсăмăр та лайăх курса тăратпăр», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ Александр Кондратьев.



27 июля 2022
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter