Кăҫал ҫулла Чăваш Енре Донбасран килнĕ 40 ача канĕ

RT каналĕнче «Летучка» ирхи тĕлпулура Донбаса епле кайса килни пирки хăйĕн шухăш-кăмăлĕ ҫинчен каласа кăтартнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Ҫурла уйăхĕнче Донбасран пирĕн тăрăха килнĕ ачасене 40-шне уйрăмах Торез тата Донбасран килнисене, хамăрăн республикăри кану ҫуртне юлташла вырнаҫтарма килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр вĕсене валли.  Пирĕн республикăра ачасем канса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетчĕр тесе хăтлă условисем туса пама килĕшнĕ. Пĕтĕм кăмăлпа каялла тăван тăрăхне пирĕн патăртан таврăнччĕр»,  тесе каланă Олег Николаев.  Ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуҫласа 25-мĕшĕччен, республика Правительстви Чăваш Республикинчи промышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле «Эткер» пултаруллă ачасене тарăн пĕлӳ паракан центрта  ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, тавракурăмлăха ӳстерме ҫуллахи кану мелĕпе сывлăхĕсене те ҫирĕплетме условисем хатĕрленĕ.  Палăртса хунă тăрăх, пурĕ 40 ача кану учрежденийĕнче хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ.  Паллă,  ачасен ашшĕ-амăшăсем Донецкпа Торезри электротехника завочĕсенче тăрăшаҫҫĕ.   

 Кунсăр пуҫне регион тепĕр федераци программине те хутшăнать. «Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерствин тата РФ Вĕренӳ министерствин проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ программăна тĕпе хурса  И.Н. Ульянов  ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ҫумĕнче ачасене валли икĕ ушкăн йĕркеленĕ.  Палăртса хунă тăрăх, ҫитес кунсенчех вĕсемпе тĕлпулу ирттерме те палăртнă.     Донбаса тухса киличчен, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧГПУ базинче вырнаҫнă ачасемпе уҫă калаҫу ирттернĕччĕ.  Тепĕр темиҫе кунтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырнаҫтарнă ачасемпе те тĕл пуласси планра пур.   Донбасра пулнă хыҫҫăн, ачасемпе тата та кăсăклăрах калаҫу пуласса та шансах тăратăп.  Хам мĕн курса ĕненнине те тĕплĕн каласа кăтартăп. Хамăн кăмăл-туйăм пирки те пĕлтерĕп ачасене»,  тесе каланă Олег Николаев.

"Донбасра пулса курнă хыҫҫăн, гуманитари пулăшăвне тата та хастартарах  пама тăрăшăпăр. Вĕсене ытларах мĕн кирлине те курса ĕнентĕмĕр. Калăпăр, Интернатра эпир пултăмăр, вĕсене валли мĕн ҫителĕксăр пулнине те куртăмăр.  Ҫитес тапхăрта пулăшăва адреслă майпа куҫарса парас  ыйту ҫине  ытларах тимлĕх уйăрма палăртатпăр.  Официаллă пĕтĕмлетӳ тăрăх, ҫар операцийĕ пуҫланнăранпа Донбаса Чăваш Енрен пĕтĕмпе 300 тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатăннă",  тенĕ вăл.    

Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тĕп тĕллевсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă. Донбасра производствăсене хута ярасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине те асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.   Енчен те предприятисемпе организацисем ура ҫине тăрсан  - халăх валли ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ, пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пырĕ.  Донецк тата Торез электротехника завочĕсем хута кайни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.    Ҫулталăкне 30 ытла подстанци хута ярасси те куҫ кĕретех пулĕ ун чухне.  Машинăсем калăпласа кăларасси, хими промышленноҫ тытăмне вăй илтересси, чӳречесем, алăксем туса кăларакан предприятисем хута ярасси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăраҫҫĕ.  «Донбасăн калама ҫук ҫав тери пысăк промышленноҫ  потенциалĕ пур.  Унта пурăнакансем пĕтĕмпех пысăк промышленноҫ тытăмне вăй илтерессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Ку вара – чи пахи», тесе каланă хăйĕн сăмахне малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Донбарса пулса курнă май, темиҫе кун хушшинчех манăн мăнаҫлăх туйăмĕ тата та ытларах ҫуралчĕ. Вырăссем пурăнма пĕлеҫҫĕ, пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе ĕҫлеме пĕлни те куҫ кĕретех.  2014 ҫулта та вырăс халăхĕ хăйне упраса хăварассишĕн ҫине тăрсах кĕрешнĕ.  Ку тата та пысăк хисепе тивĕҫ.  Вырăс тĕнчин пĕр пайĕ пулма, хамăра та вĕсемпе пĕр чăмăрта пулса ĕҫлеме питĕ кăмăллă.  Раҫҫейре тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсем яланах пĕрне-пĕри хисеплеме пĕленҫҫĕ, йăла-йĕркесене ăша хывса пурăнаҫҫĕ.  Эпĕ хам чăваш.  Пурпĕр эпир вырăссемпе пĕрле тесе хамăра яланах ҫапла шутлатпăр. Вырăс патшалăхĕн историне ĕмĕр аса тытса, хамăрăнне те упраса  вĕсене хисеплесе пурăнатпăр. Туслăхра вăй пулнине те яланах ĕненетпĕр.  

Великобританий Чăваш Ен Пуҫлăхне санкци  списокне кĕртни пирки те хыпарланă, хăй шухăшне пĕлтернĕ.  «Кашни регион пысăк Раҫҫейĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Эпир РФ Президенчĕн командинче пĕрле килĕштерсе ĕҫлетпĕр.  Енчен те ют ҫĕршывсем те Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пирки пĕлеҫҫĕ пулсан, апла  эпир лайăх ĕҫленине кăтартса парать пулĕ ҫакă.  Тепĕр тесен, Донбаса пулăшассипе те эпир хастар ĕҫе кӳлĕнни куҫ кĕретех.  Эпир яланах хамăрăн ĕҫе пĕлсе тата тĕрĕс йĕркелесе пыратпăр.  Тепĕр тесен, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕсене те тĕллевлĕн пурнăҫласа пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Эпир хамăр ҫапла лайăх ĕҫлесе пыма пĕлнишĕн савăнатпăр кăна. Кӳренмелли кунта ман шутпа нимĕн те ҫук пек туйăнать.  Тепĕр тесен мана Чечен Республикин Пуҫлăхĕ Рамзан Кадыров хуравĕ те кăмăла кайрĕ.  Вăл санкци пирки ҫапларах хурав панă: «Маншăн ыттисем пире хирĕҫ мĕн туни питех хăрушă мар, РФ Президенчĕ, Чи Аслă ҫӳлти Турă пире  ан  пăрахчĕр кăна. Вĕсене кăна эпир пăхăнса пурăнатпăр, ыттисем пире хăратаймĕҫ» ,  тенĕ. Чăнласах та ҫапла, эпир ют патшалăхсене нихăҫан та парăнман, парăнма та шутламастпăр.  Пирĕн хамăрăн Президент пур, ăна пăхăнса пурăнатпăр тесе ҫапларах сăмаха ҫавăрса каланă Ертӳҫĕ.  «Эпĕ яланах РФ управленийĕн тытăмĕнче ĕҫлеме хатĕр, унăн шанчăклă пайĕ тесе шутлатпăр,  Раҫҫейшĕн, Чăваш Ен халăхĕшĕн яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма шантаратăп. Яланах ҫапла тунă та, малашне те ҫаплах пулĕ»,  тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   



27 июля 2022
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter