Чăваш Енре «PRофи-21» республикăри конкурс кăҫалхипе иккĕмĕш хут старт илет

Чăваш Енре «PRофи-21» республикăри конкурс  кăҫалхипе иккĕмĕш хут   старт илет

Юпа уйăхĕн пуҫламăшĕнче  заявкăсене йышăнма пуҫлĕҫ, раштав уйăхĕнче куҫăм тапхăрĕ пулать, ăмăртăвăн финалне палăртаҫҫĕ.

Конкурса хутшăнакансем общественноҫпа ҫыхăну тытакан специалистсем, Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, федерацин республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсем, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче тимлекенсем, студентсем хутшăнма пултарайраҫҫĕ.

«Енчен те иртнĕ ҫулта конкурса хутшăнакансене виҫĕ номинацире палăртнă пулсан, кăҫал хушма номинаци пуласси куҫ кĕретех. Студентсен йышĕнчен те чи хастаррисене тупса палăртăпăр.  Медиаклубсемпе, медиацентрсенче тăрăшакансен тавракурăмлăхне те тĕллевлĕн хаклама тăрăшăпăр», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов.   

Конкурса тăратнă ĕҫсене те ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.  Паллă каламасăрах, кăҫалхи ҫул ирттерме палăртнă ăмăрту пĕлтĕрхинчен тата та кăсăклă пуласси куҫ кĕретех.  Куҫăм формăпа ирттерекен тапхăрта специалистсене валли ҫĕнĕ тӳсĕм кĕтĕ.  Конкурса хутшăнма кăмăл тунисем  массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсемпе епле калаҫнине, палăртнă темăна уҫăмлатассипе кирлĕ пек мерăсем  туххăмрах йышăнма пĕлнине те хаклама плана кĕртнĕ.

Иртнĕ ҫулта конкурсăн жюри пайташĕсем ҫаксем пулнă: Олег Полетаев комиссийĕн председателĕ, «РАСО» НП пĕрремĕш вице-президенчĕ, Кирилл Истомин    «Диалог Регионы»  АНО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш ҫумĕ (асăннă комиссийĕн председателĕн ҫумĕ), Елена Барсегова  «Россия – страна возможностей» АНО регионсенчи коммуникацисене аталантарассипе ĕҫлекен ертӳҫĕ, Юлия Грязнова «Национальные приоритеты» АНО стратеги, тĕпчевпе тишкерӳ ĕҫĕсене ертсе пыракан дирекцийĕн ертӳҫи, Лариса Катышева  «Российская академия народного хозяйства и государственной службы при Президенте РФ»  ФГБОУ ВО хальхи пурнăҫа тивĕҫтерекен коммуникацисен центрĕн директорĕ, Алексей Кутаев «Интегрум медиа» ООО проектсемпе тимлекен ертӳҫĕ,   Юлия Оглоблина –   «Международное информационное агентство «Россия сегодня» ФГУП регионти хыпарсен редакцийĕн ертӳҫи,   Владимир Томилов «Московский финансово-промышленный университет «Синергия» ВО НОЧУ  PR-директорĕ,     Андрей Цицинов «ИТАР-ТАСС» ФГУП регионти хыпарсен редакцийĕн ертӳҫи,   Роман Черниговцев - «Национальный исследовательский ядерный университет «МИФИ» ВО ФГАОУ советникĕ тата ыттисем те.  Кăҫал вĕсен йышне ҫĕнĕ пайташсем кĕнĕ: Дарья Кислицына – «Экспертный институт социальных исследований» АНО регионти программăсен департаменчĕн директорĕ, Яна Харина «ПУСК» PR-директорĕ (ВТБ Группăн пайĕ), Анна Ковтунова – RT вĕрентӳ проекчĕсен ертĕҫи, «Грани» тата «Советская Чувашия» хаҫатсен тĕп редакторĕсем,  иртнĕ ҫулта мала тухнă специалистсем пулĕҫ.  Вĕсен йышĕнче ҫавăн пекех пысăк тавра курăмлă экспертсем, ушкăнпа ĕҫленине хаклакан ятарлă специалистсем, психологсем пуласси те паллă.   

 Професси ăсталăхĕн профессире чи лайăххи  "PRофи-21" конкурс  пысăк квалификациллĕ специалистсене тупса палăртма май парать.

Кĕскен: Конкурса республикăра йĕркелесе ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  указа 2021 ҫулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ,  PR-специалисчĕсен кунĕ тесе йышăнса хăварнă.    Ăмăртăва ӳлĕмрен ҫулсерен ирттерме плана кĕртнĕ, паха специалистсене тупса палăртса вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе, вĕсем пысăк профессионалсем пулнине ҫирĕплетекен сертификата парса чыслама палăртнă.



28 июля 2022
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter