Донбасри электротытăма аталантарма Чăваш Ен предприятисем пулăшĕç

Чăваш Республикин ертӳлĕх ушкăнĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Донецк тата Торез электротехника завочĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Шупашкарти электроаппарат завочĕн тĕп директорĕ Алексей Ильбеков икĕ-виçĕ уйăхра пĕрремĕш продукцие хатĕрлесе ĕçе кĕртме пултаратпăр терĕ унта. Донецк тата Торез электротехника завочĕсем кооператива пĕрлешсе ĕçлеме тĕллев лартнă. Чăваш Ен делегацийĕ Донбасри арканнă электротытăма хута яма пулăшасшăн. Çав тĕллевпе Шупашкарти электроаппарат завочĕ, Донецкри электротехника завочĕ тата Торез электротехника завочĕсем ятарлă килĕшӳ алă пусса çирĕплетрĕç. Донецк халăх республикинче ĕç питĕ нумай. «Чăваш Енре ăста кадрсем, хăйсен тивĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçлакан çынсем пулни пире савăнтарать», – терĕ Донецк халăх республикин Правительствин председателĕн çумĕ Владимир Ежиков. Ĕç калăпăшĕ пысăк, предприятисене темиçе çула çак саккассемпе тивĕçтернĕ. «Социаллă тытăма çĕнĕ варкăш кĕртмеллех», – теççĕ Донецк Халăх Республикин Правительствин пайташĕсем. Чи пĕлтерĕшли – заводсенче производствăпа технологи ĕçне лайăх пĕлекен çынсем упранса юлни. Шупашкар предприятисен продукцине Донецкра кăларĕç, вĕсен номенклатури нумайланĕ. Чи малтанах электричество подстанцисене ĕçлеттерсе ямаллине палăртрĕç завод ертӳçисем. Чăваш предприятиййĕсен конструкторсен документацийĕпе усă курса çурла уйăхĕн вĕçĕнче производство ĕçлеме пуçламалла. Торезри электротехника завочĕ, тĕслĕхрен, тимĕр шкапсене юсамаллине кăтартакан документсем илтĕмĕр терĕ. Промышленность аталанăвĕн фончĕн кредичĕпе усă курса кирлĕ оборудование кăларма пуçласси пирки пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш подстанци чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе каймалла. Тупăш 500 миллион тенкĕпе танлашĕ. 100 ытла çынна çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç/



28 июля 2022
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter