Шкул ачисем валли туризм аталантарасси
Шкул ачисем валли туризм аталантарасси. Раççейре çĕнĕ проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн шкул ачисене тăван тăрăхăн историйĕпе паллаштарççĕ. Чăваш Енре те, ытти 17 пилотлă регионпа танах, çак программа пурнăçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хускатнă 13 ыйтура çакăн пирки те сăмах пулчĕ. Шкул ачисем республикăри тĕрлĕ кĕтесе те çитсе курма пултараççĕ. Паллах, ку программăпа тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çĕнтернисем, ырă ĕçпе палăрнисем усă кураяççĕ. Çакна пурнăçлама республика тата федераци хыснисенче 22 миллион тенкĕ таран пăхса хăварнă. Кăçал çулталăк вĕçлениччен 3 000 ытла пултаруллă хĕрачапа арçын ача çулçӳревре пулĕ. Ларура хускатнă тепĕр ыйту вырăнти йĕркелĕхшĕн тăрăшакансене пырса тивет. Малашне халăх дружинникĕсен пурин те алли çине хăйсем йĕркелĕх хуралçисем пулнине кăтартакан хăю çыхмалла, кăкăр çине те ятарлă паллă çаклатмалла. Кăçалтан пурин те пĕр пек тум пулĕ. Ăна суйланă чухне Шупашкарти дружинниксен çи-пуçне шута илнĕ. Хальлĕхе 369 жилет туяннă та.