2023–2025-мĕш ҫулсем валли йышăнмалли республика бюджетне хатĕрлессипе хастар ĕҫе тытăннă

«Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерстви тĕп параметрсене пире ĕҫлĕ канашлусем ирттернĕ чухне тĕплĕн паллашарса хăварнă. Вĕсене тĕпе хурса эпир хамăр та ĕҫсен ҫирĕп йĕркине пăхса тухса ҫирĕплетнĕ. Паллă, хăшĕ-пĕрисене бюджета пăхса хăварнă чухне тӳрлетӳсем туса хăварма тивет. Чăваш Рспубликин Финанс министерствин анлă ларăвĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле палăртса хунă мĕнпур ыйтусене пăхса тухăпăр, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварăпăр. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те пăхса туха сӳтсе явăпăр. Кайран вара хăш-пăр палăртса хунă ыйтусене ĕҫ ушкăнĕсен ларăвĕсенче пăхса тухасси те куҫ кĕретех. Пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕрне-пĕри пулăшса тухăҫлă ĕҫлеме вĕренсе пырасси ыйту чи приоритетлисенчен пĕри пулса тăрать. Каярах вара бюджет валли палăртнă проекта Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче те тĕплĕн пăхса тухма плана кĕртсе хăварнă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Анлă правительствăн ларăвĕнче те хăш-пĕр ыйтусемпе тарăнрах ĕҫлеме палăртнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене пĕрле сӳтсе явасси те куҫ кĕретех пулĕ. Пĕрне-пĕри яланах итлеме пĕлмелле, пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесе пырсан, кăтарту та лайăх пуласси никама та иккĕлентермĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра.
Бюджетпа ҫыхăннă ыйтусем яланах уҫăмлă пулмаллине те каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Наци проекчĕпе ҫыхăннă мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе питĕ тимлĕ пулмаллине, кулленех халăхпа килĕшсе, мĕнпур объектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пĕлмеллине, тухăҫлăх тени ыйтăва малти вырăна кăларса тăратма та хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерсе пырасси ыйту кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл. Бюджетран куҫаракан укҫа-тенкĕпе асăрхануллă пулмалла, тĕллевлĕн ĕҫлемелле, тухăҫлăх пирки те манмалла мар тенĕ вăл. Апла пулсан, ыйтусене халăхпа, мĕнпур шайри влаҫ тытăмĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле килĕшсе, ятарлă йышăнусем туса хăварасси те пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.
Тĕлпулу вăхăтăнче Чăваш Ресрубликин финанс минстрĕ Михаил Ноздряков ведомство палăртнă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă регион Пуҫлăхне. Чи малтан кирек епле ĕҫе тытăниччен те, РФ Пезиденчĕ палăртнă тĕллевсене шута илмелле. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ палăртакан мĕнпур ыйтусем пĕтĕмпех ҫĕршыв Ертӳҫин тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе тӳр килсе тăнине палăртнă ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – наци проекчĕсемпе тӳр килсе тăракан мероприятисем. Патшалăх прграммисене пурнăҫа кĕртсе пырасси те чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕриех пулса тăрать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе пĕлсе ĕҫлемелле, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн те кирлĕ пек мĕнпур мерăсене пăхăнса объектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшмалла. Халăхăн ĕҫ укҫин шайне хăпартасси, социаллă пулăшусемпе тивĕҫтересси ыйтусем те актуаллă шутланаҫҫĕ.
«Пур ĕҫе те эпир явпалăха туйса пурнăҫласа пыратпăр. Чăваш Енĕн республика бюджечĕ туллин пурнăҫланса пыни куҫ кĕретех. 2020-2021-мĕш ҫулсенче Ковид пурсăмăра та тăкак кăтартрĕ. 2022 ҫулта та ҫĕнĕ кĕтмелĕх сиксе тухрĕ, тĕрлĕ санкцисем пуҫланчĕҫ. Кун пек чухне эпир хамăр енчен кăштах шикленме те пуҫларăмăр, ҫителĕклĕ таран хыснана укҫа-тенкĕ кĕреймĕ тесе пăшăрханатпăр. Тепĕр тесен, тепре чухне кĕтмен ҫĕртен палăртса хуман тăкак та пулма пултарĕ. Пĕтĕмпех асăрхануллă пулмалла, тухăҫлăх тенине манма юрамасть, бюджет укҫипе перекетлĕ усă курма тăрăшмалла», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Рспубликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ.