Чăваш Ресрубликинчи муниципалитетсенчи цифра программисем грантсем тивĕҫесси паллă

Чăваш Ресрубликинчи муниципалитетсенчи цифра программисем грантсем тивĕҫесси паллă

 Экономика отраслĕнчи цифра трансформацийĕпе, социаллă сфера, патшалăх управленийĕн ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче паллă пулнă ятарлă  йĕркен форми епле пуласси пирки. Координаци канашлăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

«Пирĕн «цифра витĕмлĕхĕ» муниципалитетсем хастар ĕҫленине кăтартса пачĕҫ.  Паллă, вĕсен хăйсен проекчĕсем те ҫителĕклĕ пуласси куҫ кĕретех.  Тепĕр тесен, вĕсене пурне те тенĕ пекех районсемпе хуласенче пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшсах ĕҫлеҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина.  Сăмах май, паха проектсене пурнăҫа кĕртме май паракан ятарлă гранта 2023 ҫул валли пăхса хăварсан та аван пуласса палăртнă вăл сăмаха малалла тăсса.  Цифра тĕлĕшĕпе ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан муниципалитетсене хавхалантара пыма тăрăшмаллине те чĕнсе каланă ведомство ертӳҫи. «Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене хăйсен проекчĕсем пирки кăтартса пама условисем туса пани паха,  ун пек чухне вĕсем малалла та хавхалансах ĕҫлĕҫ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса.

Муниципалитетсенчи проектсен тухăҫлăхне хаклама май паракан мониторинга тарăн пăхса тухса тишкермеллине те асăннă чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Палăртнă тĕллевсене вĕсем епле пурнăҫласа пынине те пĕтĕмлетмелле, чи  кирлĕ ĕҫсене епле шайра пурнăҫланине хакламалла.  Республикăра пĕтĕмĕшле Цифра стратегийĕн тĕп тĕллевĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Вĕсем пĕтĕмпех Раҫҫей Федерацийĕн 2030-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă наци тĕллевĕсемпе тӳр килсе тăнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Чи приоритетлисенчен пĕри – халăха социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕҫтересси.   Ҫынсене кирлĕ пулăшусене тĕпрен электронлă майпа ĕҫсене йĕркелесе пыни те паха, ку кăтартăва 95 процента ҫитерме тăрăшмаллине палăртнă регион Ертӳҫи.  

«Цифра трансформацийĕ ҫине куҫа пынин практики пурсăмăра та лайăх кăтартса парать, пирĕн ĕҫчешсен вăхăтне перекетлеме те аван.  Чăваш Республикинче пурăнакансене кирлĕ пек сервиссем йĕркеленсе пыни те лайăх», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«Социаллă пулăшупа тивĕҫтермелли пулăшăвăн условийĕсене тарăн пăхса тухмалла, хăш-пĕр  элементсене пăрахăҫлама тăрăшмалла, хальхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан цифра сервисĕсемпе усă курма пĕлмелле, ведомствăсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пымалла. Кун пек мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пырсан, халăхăн вăхăчĕ те самай перекетленет. Енчен те вĕсем малтанхи тапхăрсенче талăкĕ-талăкĕпе ятарлă учрежденисене ҫӳресе хăйсен вăхăтне пĕтернĕ пулсан, халĕ вара темиҫе сехет хушшинчех патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене электронлă майпа илме пултарайраҫҫĕ», - тесе сăмаха ҫавăрнă.   

Социаллă пулăшусемпе тивĕҫтермелли ятарлă перечень пăхса хăварнă Раҫҫей Федерацийĕнче.  Унта пĕтĕмпе халăх 183 тĕрлĕ пулăшăва тивĕҫтейрет, вĕсенчен 90-шĕ федераци шайĕнчи пулăшусем тата 93-шĕ  регионсемпе муниципалитетсен шайĕнче.    Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна Чăваш Республикинче 81 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе халăх электронлă майпа тивĕҫнине пĕлтернĕ.   Сăмах май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ пуласса та тепĕр ҫичĕ пулăшу пирки проектсем хатĕррине асăннă. Вĕсене те ҫитес ларусенчех пăхса тухма тăратассине хыпарланă ведомство ертӳҫи. Вĕсем Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви, ГКЧС, Культура министерствисемпе ҫыхăннă.  Ҫурт-йĕр фондĕнчи приватизаци ыйтăвĕпе ҫыхăннă проект та пуррине асăннă вăл.    Ларăва пухăннисем цифра трансформацийĕн проекчĕсене тарăн тишкернĕ, вĕсем Чăваш Республикинчи социаллă пурнăҫпа экономикăна 2022 ҫулта аталантарса пырассипе йышăннă Индивидуаллă программăпа тӳр килсе тăнине асăннă.  Паянхи куна калас пулсан, вĕсен йышĕ саккăра та ҫитнĕ.   Республика бюджетĕнчи укҫа-тенкĕпе кăҫал тата тепĕр икĕ проекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.  Вăл проектсем те Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пырассипе пăхса хăварнă программăпа тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Патшалăх управленийĕнче, вĕренӳ пайĕнче асăннă ҫĕнĕ проектсем питĕ пĕлтерĕшлĕ пуласси те куҫ кĕретех тесе хакланă ларăва пухнă ерӳҫĕсем.



29 июля 2022
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter