«ТОСсем Чăваш Ен аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăҫа кĕртме пулăшаҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«ТОСсем Чăваш Ен аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăҫа кĕртме пулăшаҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин  Обществăлла палата ирттернĕ форум ĕҫне хутшăннă.  

Мероприятине пухăннисем умĕнче калаҫнă май, вăл республикăра ТОСсем питĕ лайăх ĕҫлесе  пынине палăртнă.  Халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе май пур таран вĕсене тивĕҫтерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чылай чухне вĕсем халăха кăсăклантаракан ыйтусене влаҫра ĕҫлекенсем патне илсе ҫитерессипе те хастар тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.    Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ кӳршĕллĕ регионсенче тăрăшакансен ĕҫ опычĕсене те тишкерме чĕнсе каланă. Вĕсен паха ĕҫне шута илсе пыни те тепре чухне ҫитĕнӳсем тума май парассине палăртнă.  Вырăнти проектсене пурнăҫа кĕртессипе инвесторсене явăҫтарма пĕлни, ытти ҫăл куҫсенчен укҫа-тенкĕ пухса халăхăн пурнăҫĕн условийĕн шайне лайăхлатассипе хастар ĕҫлеме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Енчен те проектсене республика шайĕнче пăхса хăварса ырланă пулсан, малашнехи ĕҫсене те пĕр чарăнми пурнăҫласа пырассишĕн тăрăшсах ĕҫлеме тивет. Федераци, республика  е тата ытти ҫăлкуҫсенчен кăштах та пулин тĕрев илес тесе тĕллевлĕн ĕҫлеме палăртмаллине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Калăпăр, республикăра хамăрăн укҫа-тенкĕпе 900 ытла проекта пурнăҫа кĕртсе пырассипе ятарлă ведомствăсем хастар ĕҫлеҫҫĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ТОСсем паянхи пурнăҫ таппинче Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне аталантарассипе пăхса хăварнă Комплекслă программăна тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пыма пĕлмелле тенĕ мĕнпур мероприятисене сăмаха малалла вакланă май. Палăртса хăваратпăр, программăна 2025-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕртме йышăннă.

«ТОСра тăрăшакансем халăх патне кирек-епле хыпарсене те вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсем пирки те вĕсем туххăмрах мĕнпур ыйтусене илсе ҫитерме пикенеҫҫĕ. Енчен те ТОС ĕҫĕсем кирлĕ пек шайра малашне те пулса пырсан, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашма меллĕ пулĕ,  тепĕр тесен кашни ял тăрăхĕсенчи ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене те пĕлме аван.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене ҫийĕнчех татса пани те пĕлтерĕшлĕ.      Ушкăнпа пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлени яланах лайăх. Ҫитĕнӳсем тăвасси те кун пек чухне часах.  Вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессинче, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пурнăҫа кĕртессинче, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарасснче те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни куҫ кĕретех», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Енри Общество палатин председателĕ Ванифатий Шайкин  хăйĕн сăмахĕнче ТОС сене аталантарса пыма витĕм кӳрекен Стратеги проектне 2030-мĕш ҫулччен хатĕрленине каланă.  Документа республикăри мĕнпур муниципалитетсенче анлăн тишкерӳ тунине те хыпарланă вăл. Ку ĕҫ хутне тишкернĕ чухне, районсемпе хуласенче чи хастар ҫынсем чылайăн пухăнса, пĕр чăмăрта мĕнпур ыйтусене тарăн пăхса тухса тишкерӳ тунине каланă.    Форумра асăннă документа тĕпрен пăхса тухса йышăнса  хăварма килĕшнĕ, ĕҫлеттерсе яма плана кĕртсе хăварнă.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче ТОС тăрăшакансем кулленех вырăнти депутатсене пулăшса пынине каланă.    Вĕсем халăхпа ҫыхăну тытма та витĕм кӳнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Суйлав ĕҫĕсене те вăл ĕҫчешсем хастар хутшăннине асăннă.  Сăмах май, кăҫал Шупашкарта ТОСсем йĕркеленсе кайнăранпа 15 ҫул ҫитнине палăртнă.  ТОСсен ĕҫне ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов пысăка хурса хакланă.  

Чăваш Республикинчи Общество палатин патшалăх влаҫ органĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинчи ҫыхăнăва тĕрĕслесе пыракан комиссийĕн председателĕ Елена Кузьмина  ҫапларах палăртса хăварнă хăйĕн докладĕнче: «Паянхи пурнăҫ таппинче ТОСсем граждансен обществин институчĕ вырăнне пулса тăраҫҫĕ.  Вĕсем халăхпа ҫыхăну тытса, тĕрĕс ҫул-йĕрсемпе пыма та сахал мар пулăшаҫҫĕ.  Мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле кирек-епле ыйтăва та сӳтсе яваҫҫĕ. Май пур пулсан тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пулăшаҫҫĕ», - тенĕ.    Форум ĕҫне пĕтĕмпе ҫĕре яхăн хастар хутшăннă.  Вĕсен йышĕнче Ленинградран, Чĕмпĕр облаҫĕнчен те сумлă хăнасем килсе ҫитнĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – регионта ТОС ĕҫне пуҫарса ярса, вĕсене аталантарса пырассипе кирлĕ пек мерăсене пăхса тухса йышăнса хăварасси.  Пĕр пухăннă пек чухне вĕсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашаҫҫĕ. Пуласлăхри тĕллевсене пурнăҫа кĕртессинче вĕсемпе усă курса ĕҫлесе пыма вĕренсе пыраҫҫĕ.



29 июля 2022
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter