Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинĕс-Ҫар флочĕ кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинĕс-Ҫар флочĕ кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ҫар морякĕсем тата флот ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Хăйĕн историйĕн тăршшĕпех Тинĕс-ҫар флочĕ кăткăс та яваплă тĕллевсене пурнăҫласа, хăрушсăрлăх, ҫĕршывăмăр аталанăвĕпе хăвачĕн гаранчĕ пулса Раҫҫей хуралĕнче шанчăклă тăрать.

Чăваш Енре ҫамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас енĕпе хушма майсем йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Чăваш Республики Балти флочĕн ҫар чаҫĕсемпе социаллă пурнăҫ, культура, ҫарпа патриотизм сферисенче тачă ҫыхăну тытса ĕҫлес енĕпе тунă килĕшӳсене пурнăҫласа шефа илнĕ карапсем ҫинче пирĕн делегацисем, Чăваш Енĕн пултарулăх коллективĕсем пулаҫҫĕ. Ҫав шутра  - «Чувашия» ракета катерĕ, «Ядрин», «Новочебоксарск» база тральщикĕсем, ҫавăн пекех чикĕ хуралĕн халь Тинĕс мухтавĕн музейĕ пулса тăнă «Чебоксары» катерĕ.

Ҫак уяв патшалăхăн тинĕс чиккисенче тăракансемшĕн кăна мар, ҫар служащийĕсен ҫемйисемшĕн, флот учрежденийĕсен ĕҫченĕсемшĕн, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тата Хĕҫ-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсемшĕн те хаклă.

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Умри тĕллевсене пурнăҫлас тĕлĕшпе ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, ырлăх, Тăван ҫĕршывшăн пурнăҫлакан службăра ҫитĕнӳсем тума сунатăп! Тăванăрсемпе ҫывăх ҫыннăрсен тимлĕхĕ сирĕн чуна ăшăттăр, службăра пулăштăр!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                    Олег Николаев

 



31 июля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter