2022-мĕш ҫулта Чăваш Енре пĕтĕмпе спорт объекчĕсене улттă хута ярĕҫ

2022-мĕш ҫулта Чăваш Енре пĕтĕмпе спорт объекчĕсене  улттă хута ярĕҫ

 Республикăри адреслă инвестици программине тĕпе хурса тата вунă объект ҫĕклеме проект туса хатĕрлеҫҫĕ.  Кун пирки ырă хыпара, Правительство ҫуртĕнче иртнĕ планеркăра Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров тĕплĕн каласа кăтартнă.   

2022 ҫулта спорт тытăмне 2019-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 3,6 хут нумайрах укҫа-тенкĕ уйăрнă.      Енчен те 2019 ҫулта 276 млн пулнă пулсан, ку кăтарту халĕ 993 млн тенкĕпе танлашать.

Кăҫал асăннă программăпа килĕшӳллĕн 9 объект хăпартса лартасси планра пур. Вĕсенчен палăртса хăваратпăр, 5-шĕ  «Спорт – пурнăҫ норми» федераци программипе тӳр килсе тăрать.  Палăртса хунă объектсене 2022 ҫулта тĕпрен пурнăҫа кĕртесси те куҫ кĕретех пулĕ.  Ҫĕнĕ хула микрорайонта, «Волга» стадионра объектсене кăштах каярах пурнăҫлама палăртса хунă.  

«Паянхи куна илес пулсан, Пӑрачкав районӗнчи стадионсăр пуҫне ыттисене ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтересси паллă,  утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене  50 проценчĕпе ытла усă курма та ĕлкĕрнĕ», – тесе хыпарланă министр.

Василий Петров хăйĕн сăмахĕнче муниципаллă заявкăсемпе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Калăпăр, ҫĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикин Спорт министерстви проектсене суйласа илессипе конкурс йĕркелесе ирттернĕ, спорт тытăмĕнчи объектсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.   Ҫĕнтерӳҫĕсем субсидие тивĕҫме 2023 ҫулта  пултарнă пулĕччĕҫ.  Пĕтĕмпе конкурса 20 заявка тăратнă. Чăваш Республикинчи 12 муниципалитечĕ  417,7 млн тенкĕ тĕвĕҫесси те шанăҫ пулнă. Конкурс витĕр пурĕ те тăваттăшĕ кăна тухнă, вĕсем: Каҫал енсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Ҫĕнĕ Шупашкарсем  - мала тухса  пĕтĕмпе 34,5 млн тенкĕ тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев администрацисен пуҫлăхĕсене строительство ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă, спорт объекчĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пырассипе те хастар ĕҫлеме чĕнсе каланă. «Лайăх  ĕҫлесе пыракансемпе тачă ҫыхăнса вĕсен паха ĕҫ опычĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла», – тесе асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикинчи строительство тытăмне вăй илтерессипе йышăннă Комплекслă программăпа федераци енчен куҫакан укҫа-тенкĕпе 2026-мĕш ҫулччен спорт объекчĕсене 23 хăпартса лартма пăхса хăварнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11 млрд танлашать.      



01 августа 2022
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter