Чӑваш Енĕн строителӗсем Донбасра Мариуполь хулинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне юсаса ҫĕнетме пуҫлĕҫ

Чӑваш Енĕн строителӗсем  Донбасра Мариуполь хулинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне  юсаса ҫĕнетме пуҫлĕҫ

 Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче кашни эрнери ĕҫсене пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата ытти федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем пухăнаҫҫĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин делегацийĕ ДНР ĕҫлĕ визитпа пулни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă  ĕҫлĕ планеркăна пухăннисене. Мариуполь хулинче ҫурт-йĕр строительствине хута яма ҫитес кунсенчех пуҫлассине, куншăн строительсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă вăл. «Пирĕн вăй-хурса ĕҫлемеллисем сахал мар. Вĕсене пĕтĕмпех эпир Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин тĕллевĕсене тĕпе хурса пурнăҫласа пыратпăр», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионти строительство тытăмĕ ДНР Мариуполь хулинче пĕрремĕш тапхăрпа нумай хваттерлĕ тăхăр ҫурта хăпартса лартма плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче  палăртнă республикăсем хушшинчи алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳсем пĕрлехи чылай ĕҫсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрессине шанса каланă. Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ республикăсенче пулса, унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнине те хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«ЧЭАЗ»  АО Донецкпа Торезскри электротехника завочĕсене шефа илнĕ.  Алăксем, чӳречесем тума пысăк план тунă, производствăна хăватлантарса яма пĕрлехи ĕҫсене палăртса хăварнă. Заводсенче тирпейленсе тухакан таварсемпе инфратытăма аталантарма, ҫурт-йĕр фондне вăй илтерсе, промышленноҫ предприятийĕсене ҫĕклеме усă курасси те куҫ кĕретех пулĕ.    ««ЧЭАЗ»  АО паянхи куна ĕҫсене хĕрӳ пуҫланă.  Донецк электротехника заводне кирлĕ пек документсене те хатĕрлесе панă.  Производство планне пĕрле сӳтсе явса пăхса тухнă. Укҫа-тенкĕ ыйтăвне ДНР промышленноҫа  аталантарма витĕм кӳрекен фонд парса пулăшĕ.     Енчен те палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, тупăш 500 млн тенкĕ пуласси те паллă пулĕ тата тепĕр тесен ҫынсене валли хушма ҫĕнĕ 100 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ", -  ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен промышленноҫпа энергетика министрĕ.   Чăваш Енрен йĕркеленсе кайнă ĕҫ ушкăнĕ ҫӳререх асăннă республикăсенчи промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă, влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ.  Тĕлпулусем вăхăтĕнче ертӳҫĕсем чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки сӳтсе явнине хыпарланă министр.  Аслă шкулсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси те планра пур. Ĕҫ хутне те ку тĕлĕшпе алă пусса ҫирĕплетнĕ. «Вырăс центрĕ» общество организацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕпе Елена Евсеевăпа тĕл пулса канашланă май, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт, ҫамрăксен политикипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн пăхса тухнине те асăннă министр сăмаха малалла тăснă май. «Сила V правде. Правда в Zнании» регионсен хушшинчи форума ҫулсерен ирттерме калаҫса килĕшнине те палăртнă вăл.   Чăваш Ен ҫăлтăрăсем йывăрлăхсем тӳсекен республикăсене пулăшу пама хаваспах килĕшнĕ. Кăмăл-туйăма кăштах та пулин тултарма, йывăр чухне лăплантарма май паракан юрă-кĕвĕ парнеленĕ салтаксене. Чăваш Республикинчен кайнă ҫичĕ артист Дебальцев, Макеевк Торез, Комсомольск хулисенче ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене хисеплесе кăмăла уҫса яракан юрăсем шăрантарса панă.   Тепĕр пысăк пулăшу Чăваш Республикин Правительстви регионти промышленноҫ педприятийĕсемпе пĕрле ҫӳлерех асăннă республикăран пирĕн тăрăха килнĕ 40 ачана канма  Шупашкарти «Эткер» центрта кану йĕркелесе пама витĕм кӳнĕ. Палăртса хăваратпăр, ачасен ашшĕ-амăшĕсем ҫӳлерех асăннă заводсенче вăй хураҫҫĕ.



01 августа 2022
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter