Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫӗнӗ эпидсезон умӗн иммунитета ҫирӗплетме сӗннӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫӗнӗ эпидсезон умӗн иммунитета ҫирӗплетме  сӗннӗ

Юлашки  икĕ эрне хушшинче COVID-19  кăшăл вирус чирĕпе аптракансен йышĕ кăштах ӳсни сисĕнкелет.  Вăтамран кашни кун 60 ҫынна яхăн чирлеҫҫĕ.  Кун пирки кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин Министрсн Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавăн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ.

«Паллă, кун пек ӳсĕм канма каякансем каялла тăван тăрăха килсе ҫитнипе те ҫыхăнн. пулĕ. Граждансем кăнтăр тăрăхĕнчен килсе пыраҫҫĕ. Краснодар, Крымран сахал мар халăх таврăнать.  Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал авăн уйăхĕнче каллех чирпе аптракансен йышĕ ӳсме пултарать  имĕш.  СОVID-19   юхăмĕ ҫитсе килет.  Апла пулсан, ҫынсен ҫакна лайăх ăнланмалла, енчен те ҫурла уйăхĕнчех  профилактика ĕҫĕсене туса ирттерсен, ҫитес тапхăрта усал амак чирне парăнтарма тен ҫăмăлтарах пулĕ», –  тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Кирек-епле усал чиртен асăрханса, профилактика тĕлĕшĕнчен хирĕҫ кĕрешме ҫителĕклĕ таран вакцина пур. Апла пулсан, республикăра пурăнакансен, усал амакран асăрханса прививка тусан  аван», – тесе ҫапларах каланă вăл.  Енчен те, вакцина тума кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе кайсан, регионта тата та эмелсене илсе килме палăртаҫҫĕ.  Никамăн та пăшăрханма килĕ мар, вакцина республикăра ҫителĕклĕ пуласси куҫ кĕретех.   

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта паянхи куна ушкăнпа иммунитета тăвассин кăтартăвĕ 11,5 процент, Раҫҫейре 10,7 процентпа танлашать.    



01 августа 2022
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter