2022 ҫулта Чӑваш Енре культура сферинчи 77 учреждение юсӗҫ, ҫӗнетӗҫ тата ҫĕннипе пуянлатĕҫ

2022 ҫулта Чӑваш Енре культура сферинчи 77 учреждение юсӗҫ, ҫӗнетӗҫ тата ҫĕннипе пуянлатĕҫ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова  тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра паллă пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче культура тĕрлĕ ҫул-йĕрсемпе аталанса пынине палăртнă.  Ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма концертсем, йăла-йĕркесемпе ҫыхăннă мероприятисем кăна мар, философи тĕлĕшĕнчен те ытарлă пулăмсем час-часах пулса иртнине асăннă вăл.  Инфратытăма вăй илтерсе пырас, кадрсене хатĕрлес ыйтусемпе те хастар ĕҫленине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   Сăмах май, регион Ертӳҫи пултаруллă яш-кĕрĕме аталанса пыма хавхалантарма ятарлă грантсем парса тивĕҫтерни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Пуҫлăх. Ку тĕлĕшпе, кăҫал грантсемпе тивĕҫтермелли калăпăш самай ӳснине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Калăпăр, 2023 ҫулта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ пиллĕкшер млн тенкĕллĕх хавхалану грантне тивĕҫнине пĕлтернĕ министр.  К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, Патшалăх вырăс драма театрĕ виҫшер млн тенĕ илессине, А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтăн Мемориаллă комплексĕ тата М. Сеспель ячĕллĕ Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕ 1 миллион тенкĕ илессине хыпарланă ертӳҫĕ.  

Светлана Каликова «Нарспи» балетне лартассипе ҫыхăннă ҫĕнĕ проект пирки каласа кăтартнă регион Пуҫлăхне. Анисим Асламас хăй вăхăтĕнче ҫав тери кăсăклă материал хатĕрленĕ пулнă, анчах та вăл Наци вулавăшĕн архивĕнче чыллайччен упраннине палăртнă.  Паянхи куна калас пулсан, автор правине те ҫирĕплетнĕ. Вăл проекта пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫе кӳлĕннине палăртнă министр сăмаха малалла тăснă май.

Кăҫал Чăваш Енĕн паллă ҫыннисен ҫулталăкĕ. Тĕнче уҫлăхне вĕҫнĕренпе 60 ҫул ҫитнине палăртса А.Г.Николаев СССР летчик-космонавта халалланă музейĕн ҫуртне тĕпрен реконструкцилеме плана кĕртнĕ.  Хальхи вăхăтра специалистсем проекта хатĕрлеҫҫĕ.  Строительство ĕҫĕсене пуҫласан, унти тĕрлĕ хатĕрсене ятарлă курав пек йĕркелесе пуҫтарса, куҫса ҫӳрекен музей пек республикăри ытти тăрăха илсе ҫитерсе, халăха куравпа паллаштарма тĕллев лартнине хыпарланă министр.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче культура пайĕнче кадрсене хатĕрлес ыйту ҫине те тимлĕх уйăрнă. Чăваш патшалăх культура институчĕ ҫумне республикăри культура училищине пĕрлештернĕ май, хальхи вăхăтра тата та лайăхрах кадрсем хатĕрлесе кăларма майсем пуррине асăннă етӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  Паллă, паха специалистсене вĕрентсе кăларма профессионалсем кирлĕ.  Уйрăмах, ял тăрăхĕнче ĕҫлесе культура пайне аталантарса пыма витĕм кӳрекен ятарлă специалистсем ытларах  пулмаллине те палăртнă тĕлпулу вăхăтĕнче.  Ялсенче кадрсене упраса хăварас вĕсене валли пурăнма, ĕҫлеме хăтлă условисем йĕркелесе пырасси ыйтусем те чи ҫивĕччисенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ теҫҫĕ вĕсем.  

2022 ҫулта культура тытăмне тĕпрен ҫĕнетсе улăштарса пыма, строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама, юсав, реконструкци ĕҫĕсене тума пурĕ 542,6 млн тенкĕ уйăрнă. Палăртмалла, вăл укҫаран 71,7 млн федераци хыснинчен  куҫарнă.  Куҫарса панă укҫа-тенкĕпе 2022 ҫулта пурĕ 77 учреждени юсаса ҫĕнетме палăртса хунине пĕлтернĕ Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.  Кăҫал 248,4 млн тенкĕ чухлĕ укҫапа ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийсене тĕпрен ҫĕнетсе улăшарнă. Вĕсемпе пĕтĕмпех культура пайĕнче ĕҫлекенсене валли хăтлă условисем туса панă.  Пиллĕк культура учрежденийĕн ҫуртне тĕпрен ҫĕнетнĕ, халăх курса пысăка хурса хакланă, унти условисем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пынине те асăннă.  Калас пулсан культура пайĕнче ытти ĕҫсене те сахал мар туса ирттернĕ. Ялсенче 14 культура учрежденине тĕпрен юсанă, пурлăхпа техника базине те пуянлатнă. Укҫа-тенкĕрен ытларах пайĕ 2022-2026-мĕш ҫулсенче культура ҫурчĕсене модернизацилеме тата тĕпрен юсаса ҫĕнетме тăкакланасси те куҫ кĕретех пулĕ.  Планпа килĕшӳллăн 14 культура ҫуртне хăтлăлатнине те каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен культура министрĕ Светлана Каликова. Тепĕр пысăк ĕҫсенчен пĕри – «Культура» наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасси. Вăл проектпа та сахал мар федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ тăкакланать.  Чăваш Енри вулавăшсене тĕпрен юсаса ҫĕнетсе пыма тĕрлĕ мероприятисем пăхса хăварнă. Ҫуртсене юсаса ҫĕнетсе пыни те куҫ кĕретех.  Паянхи куна илес пулсан, пĕтĕмпе республикăра паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан 11 тĕслĕх вулавăшне уҫнă.  Палăртма кăмăллă, вулавăша ҫӳрекенсен йышĕ ытти чухнехинчен 26 процент ытла ӳсни пурсăмăра та питĕ хавхалантарать.  Кун пек вулавăшсене ӳлĕмрен те уҫса пыма плана кĕртнĕ. РФ Культура министерствине объектсене хута яма ыйтса ҫырисем 12 заявка тесе хыпарланă Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.   



02 августа 2022
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter