Чӑваш Енре пурнӑҫ тапхăрĕн пӗрремӗш контрактне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чӑваш Енре пурнӑҫ тапхăрĕн пӗрремӗш контрактне алă пусса ҫирĕплетнĕ

  Кун пирки Чăваш Республикин Финанс министерствин анлă ларăвĕнче пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Калаҫу тĕпрен илсен Шупашкар хулинчи «Дубрава  паркĕ» микрорайон  ҫинчен пырать.  Проектсене хатĕрлес, ҫурт-йĕр строительствин ĕҫĕсене пурнăҫлас тĕлĕшпе пĕтĕмпех «Ипотечная корпорация Чувашской Республики»  тăрăшать.  Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене инфратытăма вăй илтерме витĕм кӳрекен бюджет кредичĕпе усă курса татса пама йышăннă.  Чăваш Республикине ку тĕреве федераци бюджетĕнчен куҫарса параҫҫĕ.   Проект епле пурнăҫа кĕрсе пынине, укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тĕрĕслевпе асăрхав, казначейство пăхса тăма шантарать.   

«Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче эпир час-часах контрактсем пирки сăмахланă.  Ҫак кунсенче пуҫласа пĕрремĕш контрактпа тĕллевлĕн ĕҫлеме тытăнтăмăр.  Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем пысăк, пĕрлĕхре, пĕрне-пĕри ăнланса, муниципалитетсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла. Республикăри, федераци органĕсемпе те тачă ҫыхăнура пулмалла, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе те килĕштерсе ĕҫлеме  пĕлмелле», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Инфратытăма вăй илтерме витĕм кӳрекен проектăн хакĕ пĕтĕмĕшле 982 млн тенкĕпе танлашать, вăл укҫапа Шупашкарти микрорайона тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртсе хăварнă. Коммуналлă инфратытăм пайĕнче те ҫĕнетсе пымалли сахал мар, пĕтĕмпе пиллĕк объекта тума плана кĕртсе хăварнă.    Кунсăр пуҫне транспорт инфратытăмĕпе ҫыхăннă объектсем  те сахал мар. Ҫулсене 3,7 ҫухрăм сармалла. Паянхи куна илес пулсан, объектсене пурнăҫа кĕртме инвестици явăҫтарассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ ертӳҫĕсем.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев проекта пурнăҫа кĕртессинче мĕн пуҫламăш тапхăрĕнчен пуҫласа мĕн вĕҫне ҫитичченех  тĕрĕслевпе асăрхав службисем ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине те каланă.

Чăваш Республики Пуҫлăхĕ Чăваш Енĕн Финанс министерствин анлă ларăвĕнче  халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлемелли пирки те чарăнса тăнă, пурнăҫа кĕртекен проектсем ҫинчен тĕплĕн ăнлантарса пама ыйтнă. Финанс енĕпе йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки час-часах  уҫă калаҫусем туса ирттерме чĕнсе каланă.  «Кун пек ĕҫлесе пыни пире пурсăмăра та пуласлăхра йăнăшсем тăвассинчен пăрать. Финанс тĕлĕшĕнчен те ыйтусене туххăмрах уҫăмлатма май парать», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Республикăри хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ бюджет укҫи-тенкине вăхăтра илсе пымаллине, тухăҫлăх пирки манмасăр усă курма тăрăшмаллине чĕнсе каланă.  Енчен те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хăйсем ҫине илнĕ яваплăха туллин пурнăҫламасан, объектсене вăхăтра  хута ямасан тĕрĕслев тата та ҫивĕчрех пулма пултарассине шантарса каланă вăл.  Ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлата пырассишĕн пурсăмăрăн та ҫине тăрсах ĕҫлемелле, тухăҫлăх пирки  манма юрамасть.   Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе камланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев сăмаха ҫпавăрнă май.       

 Чăваш Республикин Министрсен Камбинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  Чăваш Республикин республика бюджетне епле пурнăҫласа пыни пирки тĕплĕн  каласа кăтартнă анлă ларăва пухăннисене, кăҫалхи  пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри ĕҫ кăтартăвĕсем пирки  тĕплĕн чарăнса тăнă.        

2022 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин республика бюджечĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 41,8 млрд танлашать, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 10,9 процент чухлĕ ӳсни куҫ кĕретех.  Вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ – 23,4 млрд танлашать, кăтарту ӳснĕ, 16,4 процент чухлĕ хăпарнă.     

Консолидированнăй бюджетăн тăкак пайĕ 37,6 млрд танлашать, ку тĕлĕшпе те кăтарту ӳснĕ, 7,9 процент нумайланнă.

 Палăртма кăмăллă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартса лартма, культура учрежденийĕсене тума 27,7 млрд тенкĕ тăкакланă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен пысăк, 3,5 процент чухлĕ ӳсни куҫ кĕретех.  

Чăваш Республикин консолидированнăн бюджечĕн профицичĕ – 4,2 млрд танлашать.  

Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен консолидированнăй бюджечĕ 2022 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупăш пайĕ 15,8 млрд пулнă, кăтарту хăпарнă 26,9 процент чухлĕ ӳсни куҫ кĕретех тесе палăртаҫҫĕ ведомство ĕҫченĕсем.  2021 ҫулхи пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри кăтартăвĕсене илес пулсан, кăҫалхи ҫак тапхăртинчен пĕчĕкрех пулни сисĕнет.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен харпăр хăй тупăш пайĕ 4,6 млрд тенкĕне ҫитнĕ, кăтарту пысăк, 14,7 процент чухлĕ ӳсни паллă.

Палăртма кăмăллă,  25 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче харпăр хăй тупăшĕ 2021 ҫулхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан, самай пысăк.  Чи пысăк  кăтарту ҫак районсемпе хуласенче, вĕсем: Ҫĕмĕрле муниципаллă округра (6,1 хут), Улатăр хулинче (1,8 хут), Ҫĕмĕрле хулинче (1,5 хут)  пысăк пулнине палăртнă ведомство.   



02 августа 2022
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter