Чăваш Ен роллер йĕлтĕр трассине сарма Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствинчен пулăшăва тивĕҫĕ

Чăваш Ен роллер йĕлтĕр трассине сарма Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствинчен пулăшăва тивĕҫĕ

Роллер йĕлтĕр валли ҫĕнĕ трасса 4 ҫухрăма яхăн хута яма плана кĕртнĕ. Объекта федерацин адреслă инвестици проектне  тĕпе хурса, 2023-2024-мĕш ҫулсенче пурнăҫлама план тунă.  Кун пирки паха йышăнăва Чăваш Енĕн Спорт министерстви ҫумĕнчи 2-мĕш №-лĕ  олимп резервĕсен  спорт шкулĕнче ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Рҫҫей Федерацийĕн  спорт Министрĕ Олег Матыцинпа ĕҫлĕ визитпа пулнă май  хыпарланă.    

«Проекта хальхи вăхăтра хатĕрлесе ҫитерессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.  Комплекса хута ярассипе те хăш-пĕр кăлтăксем хальлĕхе пур-ха.  Пĕлсех тăратăп, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тăрăшсан, палăртнă объекта вăхăтра пурнҫа кĕртме пулассине.  Пĕлетпĕр, ку регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулние. Тепĕр тесен, Раҫҫей Федерацийĕн те кирлĕ пуласса шансах тăратпăр.  Пирĕн ҫĕршывра чи анлă сарăлнă спорт мероприятийĕсенчен пĕри шăпах та, биатлон шутланать.  Пирĕн тĕллев, объекта вăхăтра тата паянхи пурнăҫа  тӳр килтерсе туса хута ярасси», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ Олег Матыцин.  Сăмах май, Чăваш Енре спорта аталантарас ĕҫе ҫав тери пысăк тимлĕх уйăрнине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Спорт аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхас пулсан та, Раҫҫейре Чăваш Ен малтисен вырăнĕнче тăнине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ ведомство ертӳҫи.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев спортăн хĕллехи тĕсĕсен Центрне 2014-мĕш ҫултах тума пуҫланине асăннă сăмаха пуҫланă май.  Иртнĕ ҫулсенче объектра административлă тытăмăн пайне, хывса тăхăнмалли уйрăмсене, хăнасене валли ятарлă пӳлĕмсене хăпарса лартнине пĕлтернĕ. Йĕлтĕр роллер трасси  пулманнипе, Биатлон центрне тĕпрен хута ярса пурнăҫа кĕртме ирĕк пулманнине те  асăннă вăл.  

«Роллер йĕлтĕрпе  трассин ҫĕнĕ проектне 2021 ҫулта хатĕрлесе ҫитернĕ. Паллă проектпа-смета ĕҫ хутне тума республика хыснинчен тăкакланнă.  Енчен те палăртса хунă пек туллин ĕҫсем пурнăҫланас пулсан, ӳлĕмрен Центрта Раҫҫей, регионсен шайĕнчи тĕрлĕ спорт мероприятисене ирттерме май пуласси те куҫ кĕретех», - кун пирки тепĕр хут каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Пуласлăхра биатлонпа спорт ăмăртăвĕсене ирттерме мĕнпур условисене йĕркелеме плана кĕртсе хăварнă. Унта спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче ăсталăха туптакан ачасемпе çамрăксем ирĕн-каçăн чупса хăнăхма пултарĕç.

   Тепĕр тесен, онлайн-трансляци ирттерме те майсем пуласси куҫ кĕретех.  Каласа хăвармалла, ку центăрта пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, биатлонпа анчах мар, йĕлтĕрпе чупассипе те, сусăрсене те тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшма майсем пуласси пирки пурсăмăр та ĕненетпĕр.  

 



02 августа 2022
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter