Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлăш-десант ҫарĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлăш-десант ҫарĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

ВДВн хисеплĕ ҫар служащийĕсем тата ветаранĕсем!

Сире Сывлăш-десант ҫарĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Сывлăш-десант ҫарĕсем Тăван ҫĕршыв хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче яланах ҫирĕп тăнă, патшалăх интересĕсене хӳтĕлессипе ҫыхăннă пысăк тĕллевсене пурнăҫланă.

Эпир «Ҫунатлă пехотăн» Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ҫулĕсенчи паттăр историйĕпе, ВДВ йĕркеленсе аталаннине сăнарлакан ҫынсен ячĕсемпе тивĕҫлипе мăнаҫланатпăр, вĕсене палăксем лартса, юрăсемпе сăвăсем хайласа асра тытатпăр.

Ҫар элитин тĕслĕхĕсем боецсен пысăк ăрăвне ҫуратнине палăртма кăмăллă, вĕсем тăшманпа Афганистанра паттăррăн ҫапăҫнă, ҫурҫĕр Кавказри тата Сирири террористсене хирĕҫ операцисенче паттăрлăх кăтартнă.

Салтаксемпе офицерсен паянхи ăрăвĕ аслисен паттăрлăх йăлисене Украинăна денацификацилес тата демилитаризацилес тĕллевлĕ ятарлă операцире малалла тăсать. Десантниксемшĕн кăтартуллă харсăрлăх, кăмăл ҫирĕплĕхĕ, тӳсĕмлĕх тата ҫӳллĕ шайри хăнăху ҫитĕнекен ăрушăн пархатарлă ориентир тата тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ.

Сире тӳрĕ кăмăллă службăшăн тав тăватăп, сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ҫирĕп сывлăх, ырлăх, телей тата ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                        Олег Николаев



02 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter