Мариуполь хулинчи çуртсене юсĕç

Чăваш Енри строительсем Донбасри Мариуполь хулинчи пурăнмалли çуртсене йĕркене кĕртнĕ çĕре хутшăнĕç. Малтанласа нумай хваттерлĕ 9 çурта тĕпрен юсĕç. Çакăн пирки республика ертӳçи ертсе пыракан ларура пĕлтерчĕç. Унта Донецк Халăх Республикине Чăваш Енри ушкăн мĕнле кайса килнине пĕтĕмлетрĕç. Шупашкарти «ЧЭАЗ» пĕрлешӳ Донецкри тата Торзри электротехника завочĕсене пулăшса пырĕ. Ку предприятисенче Чăваш Енре кăларакан хатĕрсене тума тытăнĕç. Конструктор документацине Донбаса çитернĕ, ĕç планне хатĕрленĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче трансформаторсемпе подстанцисем кăларма пуçламалла. Тупăш 500 миллион тенкĕпе танлашмалла. Çĕнĕ пуçару Донецк Халăх Республикинче 100 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Чăваш Енри алăк тата чӳрече тăвакан предприятисемпе те хутшанусем йĕркелесшĕн. Шупашкарпа Торез хулисем тăванлашасси пирки килĕшӳ тунă. Ку уйăхра тĕп хула кунне палăртнă чухне Донбассран та хăнасем килмелле. Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, культурăпа спорт, çамрăксен политики — пур енĕпе те килĕштерсе ĕçлесси пирки хутсем çырнă. «Тĕрĕслĕхре вăй, тĕрĕслĕх пĕлӳре» регионсен шайĕнчи форум йĕркелесе ярасшăн. Чăваш Енри эстрада артисчĕсем Дебальцево, Макеевка, Торез, Комсомольск хулисенче çар операцине хутшăнакансем валли концерт йĕркеленĕ. Донецкри тата Торезри электротехника завочĕсенче ĕçлекенсен ачисем çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен 25-мĕшĕччен Шупашкарта пултаруллă ачасен «Эткер» центрĕнче канĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев шур халатлисем те Донецк халăх республикинче пурăнакансене пулăшу панине палăртрĕ. Ырă ĕçсене малалла та тумаллине, çавăн пекех палăртнине вăхăтра пурнăçламалли пирки те манмалла маррине каларĕ Олег Алексеевич.



НТРК
02 августа 2022
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter