Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев "Университет смени" вӗрентӳ программине хутшӑнакансемпе, ДНР шкул ачисемпе тӗл пулнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев "Университет смени" вӗрентӳ программине хутшӑнакансемпе, ДНР шкул ачисемпе тӗл пулнӑ

 ДНР  Чăваш Ене килсе ҫитнĕ шкул ачисемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕл пулнă, вĕсемпе  вăл чăваш культурипе йăли-йĕрки ҫинчен сӳтсе явнă, кăмăл-туйăма хавхалантарма май паракан  мероприятисем пирки каласа кăтартнă, чăваш халăхĕн пурнăҫĕ ҫинчен кĕскен  паллаштарнă.

Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май, хăй нумаях пулмасть ДНР ҫитсе килни пирки каласа панă.  «Донецкра эпир пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетрĕмĕр.  Аслă шкулсене малалла та ĕҫлеттерсе ямалли пирки те плана пăхса тухрăмăр.  Пирĕн вĕрентекенсем сирĕн шкулсене шефа илме кăмăл тунă,  паха стандартсене тĕпе хурса вĕсем сире малалла та вĕренсе пыма тăрăшĕҫ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Университетри профильлĕ вĕрентӳ сменисем» ятлă ҫĕнĕ проекта РФ Ҫут ĕҫ министерствипе РФ Вĕренӳ министерстви  кăҫалтан пуҫласа пурнăҫа кĕртме тытăннă.  Проекта хутшăнас текенсен йышĕ  сахал мар, 15 000 ачасемпе яш-кĕрĕм хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ пуҫаруллă ĕҫе.  Палăртса хăваратпăр, ДНР тата ЛНР пĕтĕмпе 3700 шкул ачи проекта хутшăнса хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерет, сывлăхне ҫирĕплетет.  

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ҫӳлерех палăртнă проекта пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлет. Донецк тата Луганск республикисен ачисем валли университетри профильлĕ вĕрентӳ сменине уҫнă. Пĕтĕмпе ҫĕршывĕпе 40 яхăн вĕренӳ учрежденийĕ асăннă проекта пурнăҫа кĕртме килĕшнĕ.  Университет ятарласа яш-кĕрĕм валли хăйне евĕр паха программа хатĕрленĕ.  Чăваш Енри хуласемпе районсене ачасем ертӳҫĕсемпе пĕрле ҫитсе килĕҫ, Шупашкарта тĕрлĕ экскурсисенче пулса курĕҫ.  Тепĕр тесен, яш-кĕрĕмĕн тавра-курăмлăхне ӳстерме, кăмăл-туйăмне лайăхлатма май паракан кăсăклă мероприятисем кĕтеҫҫĕ.  

«Университет сменисем» - ҫав тери ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ. ДНР пирĕн тăрăха килсе ҫитнисем Чăваш Енпе тĕплĕн паллашайраҫҫĕ.  Хăйсене кирлĕ пек паха опытпа та паллашасси куҫ кĕретех, ҫĕнĕ юлташсем тупайраҫҫĕ ҫамрăксем.  Чăваш патшалăх университетĕнче ачасем канаҫҫĕ кăна мар, тĕрлĕ культура, спорт мероприятисене те хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ.  Чăваш Енри илемлĕ вырăнсене ҫитсе курма та тĕрлĕ условисем пулĕҫ.  Университет студенчĕсем мастер-классем йĕркелеҫҫĕ, тĕллевсем патне ҫитес тесессĕн яваплăха туйса, тăрăшса ĕҫлесе пыма, вĕренме пулăшаҫҫĕ.  Шкул ачисем ҫĕнĕ пĕлӳ тивĕҫнисĕр пуҫне хăйсене валли чылай ыррине те вĕренеҫҫĕ, тен пуласлăхра тата та Чăваш Ене килме кăмăл тăвĕҫ, вĕсене кунта хапăл тусах кĕтнине пĕлсех тăраҫҫĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров.

Мария Шустенкова -   Ясиноват хулинчен пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ.  Шкул ачи хăйĕн кăмăлĕ пирки ыттисене каласа кăтартнă. «Ку смена мана питĕ кăмăла кайрĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, кăсăклă тата хăйне евĕр чаплă та паха пулчĕ.  Вокал, спорт, культура енĕпе чылай мастер-классем иртрĕҫ.  Вăхăт усăллă иртрĕ.  Тĕрлĕ музейсенче пулса куртăмăр, пысăк технологисемпе ĕҫлеме вĕрентекен ятарлă факультетсене ҫитсе килтĕмĕр, унти условисене курса ĕнентĕмĕр.  А.Г. Николаев СССР летчик-космонавчĕн Мемориаллă комплексĕнче те пулса куртăмăр.  Раҫҫей пирки истори урокĕсенче хамăра валли паха пĕлӳ илтĕмĕр, вырăс чĕлхине тарăнрах ăша хывса вĕренес тесе лекцисенче те пултăмăр. Ертӳҫĕсене, вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕсем калатпăр.  Ҫĕннине сахал мар тупрăмăр хамăра валли», - тенĕ хĕр ача.

Елена Бышенко Кировск хулинчен Чăваш Республикине килнĕ. Вăл та хăйĕн савăнăҫне ыттисене хапăл тусах каласа панă. Ертӳҫĕсем маттур тесе хакланă хĕр упраҫă.   Уҫă калаҫу вăхăтĕнче кашни ача Чăваш Ен Пуҫлăхне хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултарнă.  Палăртса хăваратпăр, виҫҫĕмĕш сменăпа ачасем утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен канаҫҫĕ.   Ытларах сменăна лекнисем: пултаруллă яш-кĕрĕм, вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнисем, шкулта лайăх вĕренсе пыракансем, нумай ачаллă ҫемйесенче ҫитĕнекеннисем, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемйесенче ӳсекенсем те сахал мар.  Кунта вĕсем пĕр чăмăра пухăнса, пĕрне-пĕри ăнланса ҫав тери туслă пурăнаҫҫĕ, вăхăта усăллă ирттереҫҫĕ.   Вунӑ кун пыракан сменӑра аслӑ классенче вĕренекенсем Шупашкарпа, чӑваш халӑх культурипе, йӑли-йĕркипе паллашĕҫ, предприятисемпе музейсенче экскурсисенче пулĕҫ, ӑсталӑх сехечĕсене, спорт ӑмӑртӑвĕсене, конкурссене хутшӑнĕҫ. 



03 августа 2022
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter