Чăваш Енри Гаранти фончĕ 2021 ҫулхи ĕҫ  тухăҫлăхĕпе ҫĕршывра чи лайăх вунă ĕҫлекеннисен йышне кĕнĕ

Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гаранти фончӗн командине саламланӑ, лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Ҫирӗплӗхпе тухӑҫлӑх кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Фонд ытти регионти организацисен хушшинче 6-мĕшпе 7-мĕш позицире тӑрать. Ҫав хушӑрах "Тухӑҫлӑх" блокра фонд, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, хӑйӗн позицийӗсене 28 пункта вӑйлатнӑ.

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче Фондӑн гаранти капиталӗ 3 хут ытла ӳснӗ 1,8 миллиард тенкӗпе танлашать. "Ҫакӑ пире ҫӗнӗ производство площадкисене йӗркелес, станоксен паркне модернизацилес, импорта улӑштармалли продукцие алла илес енӗпе пысӑк инвестици проекчӗсене пулӑшма май парать", - тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Фонд тухӑҫлӑхне бизнесӑн конкретлӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтермелли майсене анлӑлатасси урлӑ панӑ шанӑҫлӑх, сроксем, условисене ҫăмăллатасси, приоритетлӑ отрасльсем валли комисси тӳлевне чакарассисене шута илнĕ.

2021 ҫулта Чӑваш Енри бизнес тытăмĕ хӑйӗн инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама 3,9 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ, ку  иртнĕ ҫултинчен 60 процент ытларах. Укҫа-тенкӗ явӑҫтарнин пысӑк пайне техникӑпа оборудовани туянма, строительствӑпа юсав ĕҫĕсене тума тăкакланнă.



03 августа 2022
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter