Ҫулталăк вĕҫлениччен, Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕпе хурса транспорт пулӑшӑвӗн тытăмне ҫирĕплетĕҫ

Ҫулталăк вĕҫлениччен, Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕпе хурса транспорт пулӑшӑвӗн тытăмне ҫирĕплетĕҫ

Шупашкар агломерацийĕн халăха транспорт пулăшăвĕпе тивĕҫтерекен организацийĕсен тĕллевлĕ тытăмне презентациленĕ чухне паллă пулнă.  Палăртнă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

«Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – ҫулталăк вĕҫнелле Чăваш Республикин нормативлă докуменчĕсене хатĕрлесе ҫитересси.  Вăл ҫĕнĕ тытăма ҫирĕплетме май патăр.  Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулсан, вара проекта пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫе тытăнма та юрĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Кун пек йышăну туни – тĕрлĕ ыйтусене комплекслă майпа уҫăмлатма витĕм кӳрессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чи кирли халăха хăрушлăхсăр ҫул-йĕрпе тивĕҫтересси, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна нимĕнле пăтăрмахсемсĕрех  транспортпа ҫитме условисем йĕркеленни.    Документа йышăнса хăвариччен, унăн тĕрлĕ комиссисем витĕр тухмалла.  Республикăри муниципалитетсенчен те килĕшӳсене илмелле.  Тепĕр тесен, Раҫҫей Федерацийĕн Транспорт министерствин эксперт канашĕнчен те ирĕк пулмалла.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Транспорт министерствине йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тарăн пăхса тухса сӳтсе явмаллине, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармаллине чĕнсе каланă.  Мероприятисен планне пурнăҫа кĕртме «ҫулсен карттине» те туса хăварма сĕннĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов документа  Экономикăн аслă шкулĕн экспертизи витĕр те кăларассине хыпарланă.   Кайран вара регионта ĕҫе тытăнассине асăннă вăл.

Халăха транспорт пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерекен организацийĕсен тытăмĕ пирки «Центр экономики инфраструктуры»  ООО хулари транспорт тытăмне аталантарассипе ĕҫлекен директор Евгений Алексеев тĕплĕн каласа кăтартнă.   

Документа хатĕрленĕ тапхăрта Шупашкарта пурăнакансен  сĕнĕвĕсене шута илнине, тĕплĕн пăхса тухнине пĕлтернĕ вăл.  Обществăлла транспортпа халăх кăмăллă е ҫуккине те ыйтăм формипе тĕпчесе пĕлнине хыпарланă директор сăмаха малалла тăснă май.  Вăтамран халăх асăннă ĕҫе, транспорт пулăшăвĕсене 3,8 балл лартса хакланă. Каҫ кӳлĕм транспорт сахал ҫула тухнине, нумай чухне транспортра ҫынсем чылай палăртнинчен пулнине пăшăрханса пĕлтернĕ.  Ял тăрăхĕсенче те транспортпа ҫыхăннă ыйтусем пур-ха, вĕсене татса парассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă министр.    

Тепĕр йыту – халăхран пухăнакан укҫа-тенкĕне кирлĕ пек шайра организацисене илсе ҫитерменни. Ҫынсене транспортпа илсе ҫӳретнĕшĕн тупăш 973 млн тенкĕ пуҫтарăнса ҫитейменнине те палăртаҫҫĕ специалистсем.  «Шупашкарта ку тĕлĕшпе аван теме юрать. Палăртса хуничен 8 проценчĕ кăна айăккинелле пăрăнать имĕш.  Сĕнтĕрвăрринче, Муркашра, Ҫĕрпӳре  транспортсем ҫинче халăх электронлă майпа тӳлев туса пыманни сисĕнкелет», - ҫирĕппĕн каланă Евгений Алексеев.   Паллă, ҫакнашкал ĕҫлесен налук та пухăнмасть.  Укҫа-тенкĕ ҫителĕксĕр пухăннине кура, бюджета 40 млн тенкĕ кĕреймен.

Ҫĕнĕрен йышăнакан тытăм пахалăх шайне ӳстерме шантарать. «Паянхи пурнăҫ таппинче кондиционер пур транспортсем ытларах халăхăн кăмăлне тултараҫҫĕ. Тепĕр тесен, транспорта кĕме ҫӳллĕ мар урай пулни те аван.  Кун пирки халăх пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă», - пĕлтерет специалист.   Ҫĕнĕ тытăм ялти шая, Чăваш Республикин тытăмне илсе ҫитерме шантарать.  Пĕрлехи управленийĕн центрĕ хута кайĕ.  Контрактсене алă пусса ҫирĕплетессине те пĕрлехи центр пурнăҫлĕ. Тарифсене те шайлаштарса пĕр пекрех йышăнса хăварасса шантарать.  Цифра технологийĕсем ҫине куҫни паха, кондукторсен ĕҫне ҫăмăллатасси те куҫ кĕретех пулĕ.  

Ҫĕнĕ тытăм хушма чарăну пункчĕсене те хута яма ыйтать.  Шупашкарта – 76 чарăну, Ҫĕнĕ Шупашкарта 14 хушма чарăну пуласси те планра пур.  Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар хушшинчи транспорт тытăмне  тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма палăртнă.  Ҫичĕ автобус вырăнне, виҫĕ троллейбус яма палăртаҫҫĕ. Икĕ муниципалитет хушшинче ҫул-йĕр ыйтăвĕ тĕпрен уҫăмланасси куҫ кĕретех пулĕ.   Халăх валли расписани пулать. Вĕсем кашни транспорт пирки хыпарсене туххăмрах пĕлсе тăма пултарайраҫҫĕ.  



03 августа 2022
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter