Шкулсенче ачасене апатлантарма Чăваш Енре ҫурма фабрикатсен производствин центрне хута яма пултарĕҫ

Шкулсенче ачасене апатлантарма Чăваш Енре ҫурма фабрикатсен производствин центрне хута яма пултарĕҫ

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин ларăвĕнче пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ку хутĕнче  эмелсем тавра тĕплĕ калаçу пулнă.

Регион Пуҫлăхĕ шкул ачисене  тĕрĕс апатлантарас ыйту пирки сăмах пуҫарнă.   Ҫурма фабрикатсем хатĕрлесе кăларассипе ятарлă центр ĕҫне те пуҫарса ярсан вырăнлă пулассине шанса каланă.  «Пĕр  пайĕнче паха таварсем тирпейлесе кăларма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе  тăратăпăр.   Тепĕр тесен, апта-ҫимĕҫе хатĕрлеме кирлĕ пек хатĕрсем те ҫук мар, вĕсем пĕтĕпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Кун пек чухне, шăпах та  тухăҫлăх тени те малти вырăна тухĕ. Паха таварсем тирпейлесе кăларни – тĕрĕслев ĕҫне те сахалтарах йĕркелесе ирттерме витĕм кӳресси часах пулĕ. Ку ĕҫе пысăк калăпăшпа йĕркелесе, анлăрах сарса пырассишĕн тăрăшмалла, ҫитес ҫулта ыйтăва туллин пурнăҫа кĕртсе ямалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Палăртса хăваратпăр, вĕри апатпа республикăри мĕнпур шкулсене туллин титвĕҫтерни никамшăн  та вăрттăнлăх мар.   Пĕтĕмпе республикăра 410 шкул шутланать, вĕсенче 146 пин ача ăс пухать.  Чылай шкулсенче вĕри апата ачасене валли апат пĕҫерекенсем хăйсемех хатĕрлеҫҫĕ. Условисем чаплă, йывăрлăхсем пачах та ҫук тесен те йăнăшах мар пулĕ. Пур ҫавăн пек учрежденисем, вĕри апата ачасене валли ытти организацисемпе килĕшӳ туса, кăнтăр вăхăтне шута илсе шкулсене илсе ҫитереҫҫĕ. Сăмах май, республикăри 272 шкулта  апат пĕҫерекенсем ачасене тутлă-апат ҫимĕҫпе вăхăтра тата пахалăх енчен тивĕҫлĕ шайра ҫитерсе  пыраҫҫĕ. Центрсем хута кайсан вара, унта та пахалăхлă вĕри апатсем шкул ачисене валли хатĕрленĕҫ.

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенчи лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытать. Кулленех  вĕри апат хатĕрлемелли таварсен пахалăхне тĕрĕслесе пырать.   Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви   муниципалитетсене валли методика сĕнĕвĕсене те хатĕрлесе панă, таварсем пирки кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма майсем  тунă.   Тепĕр тесен, «Меркурий» тытăмра пĕтĕмпех мĕн кирлине ҫителĕклĕ таран хыпарсене вырнаҫтарса пыраҫҫĕ. 2022 ҫулта пĕрремĕш ҫул ҫуллăхра пĕтĕмпе тĕрĕслевсене 162 хут йĕркелесе ирттернĕ,   йĕрке пăснă тĕслĕхсене те сахал мар тупса палăртнă ятарлă ведомство ĕҫченĕсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ кулленех тĕл пулакан йăнăшсем пирки хыпарсене Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине тăратма чĕнсе каланă.  Тепĕр тесен, тăтăшах ăнлантару ĕҫĕсене те туса ирттерме хушса  каланă. Тепĕр пысăк йывăрлăх кăларса тăраткан ыйту – Интернет ҫыхăнăвĕнче эмелсене сутни, пахалăх енчен тивĕҫлĕ пулманни.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртма, яваплăха туйса ĕҫлеме чĕнсе каламаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Енчен те йĕрке пăснине ятарлă служба ĕҫченĕсем ҫирĕплетсен, тен вĕсен сайчĕсене чарса лартма йышăну тусан та вырăнлă пулассине асăннă вăл.

«Кун пек ĕҫлени – йĕрке тума витĕм кӳрĕ. Лайăх мар эмелсене никамăн та сутмалла мар. Вĕсем халăха сиен кӳнине пĕрре мар ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем. Пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ.

2022 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра «Интернет» ИТС пурĕ 44 сайта хупма йышăну тунă, профилактика ĕҫĕсене те сахал мар ирттернĕ, ку кăтарту  - 43 танлашать.   

Росздравнадзор Чăваш Енри Территори органӗн ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Ирина Михайлова хăйĕн сăмахĕнче «Интернет» ИТСра эмелсем пирки чылай ыйту пулнине палăртнă, тĕрĕслев ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Эмелсен пахалăхĕпе, хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă требованисене пăснă тĕслĕхсене, тĕпрен илсен,  сайтсене тĕрĕсленĕ май тăрă шыв çине кăларнине асăннă вăл. Хальхи вӑхӑтра ыйту субъекчӗсен 90 процентне регистрациленӗ. 2024 ҫул тӗлне ҫак кӑтартӑва 100 процента ҫитерме палӑртнине каланă.



04 августа 2022
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter